Корпус чувашского языка

Новые

Тӳпе хӗвелтухӑҫ енчен уҫӑлса, тасалса килет: юмах-халапри старикӗн шур сухалӗ е купалансах ҫитӗннӗ ватӑ шурӑ сурӑх ҫӑмӗ пек пӗлӗт таткисене туйи кӗскелсех ҫитнӗ кинемин халсӑр сывлавӗ евӗр палӑри-палӑрми ҫил хӗвеланӑҫнелле ҫемҫен вӑшлата-вӑшлата хӳтерет, уфла-уфла вайкӑнтарать.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Тулта ҫӳлтен нимех те тӑкӑнмасть-ха, анчах вӗр-типӗ тесе те калаймӑн.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

«Тьав-в-в-в-в! Тьав-в-в-в-в! Тьав-в-в-в-в!» — ҫунат ҫапса чӑвлаҫҫӗ, чӑйӑлтатаҫҫӗ, чӗриклетеҫҫӗ пилеш кайӑкӗсем, шӑкӑлчисем, ҫерҫисем.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

«Тӗфим-м-м-м! Тӗфим-м-м-м! Тӗфим-м-м-м-м!» — турат ҫинчен турат ҫине сике-сике, шӗнкӗлтетеҫҫӗ, чӗвӗлтетеҫҫӗ уйӑпсем, ҫирӗк тӑррисем, кӑсӑясем…

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Кӗҫех вӑшӑл-вӑшӑл хӑвалӑха кунта иленнӗ яланхи вӗтӗ кайӑксем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пӑрр! пӑрр! е вӗлтӗр-вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗҫсе-ярӑнса таврӑнни курӑнчӗ, тепӗртакран вӗсен чун уҫҫи кӗмӗл, чӗвӗл-чӗвӗл сассисем те илтӗнсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Э-э, ку ҫу ырлӑхӗпе килленсе юлма васкаса, хуйхӑ-суйхӑ мӗнне пӗлмен, тунсӑха ҫывӑха яман шӑрчӑк хӑйӗн сӗрме купӑсӗпе шӑрантарать иккен.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫывӑхрах хӑчӑ-хӑчӑ-хӑчӑ-хӑчӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ав тата леш хура-симӗс нӑрӑ та «туртине каялла ҫавӑрнӑ»: хаваспах килнелле мӑкӑлтатать.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Кӑткӑсем хӑйсен ӗҫне пуҫӑнчӗҫ; кӑпшанкӑсем шуйӑх кускалаҫҫӗ, хӗвӗшеҫҫӗ; хуртсем хырӑмпа йӑнкӑлт-йӑнкӑлт шӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Курӑсӑн: хӑвалӑх йӳҫек куҫҫульне вӑр-вар шӑлса типӗтрӗ, ҫӗнӗрен сӗтеке кӗнӗ пек, йӑрӑс тӳрленчӗ; суранӗсен ыратӑвне шелла ҫыртса ҫӗнсе, таптанса-аманса тӑнкӑр пулнӑ курӑк-марӑк пуҫне ҫӗклерӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Юлашкинчен пуҫне пӗлӗтелле пӑлхавлӑн ҫӗклерӗ те, такама ӳпкеленӗн, такама йӑлӑннӑн, ытла та салхуллӑ, ӳпкевлӗ саспа вӑрӑммӑн-вӑрӑммӑн макӑрса ячӗ: «Ме-ке-ке-ке-ке-е-е-е-е-е-ееек!»

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

«Пакунсӑр милиционер» ӳсен-тӑран таптаннӑ, лӳчӗркеннӗ вырӑна хатӑррӑн таплаттарса ҫитсе тӑчӗ, таптанчӑка чылайччен, тӗпчевлӗн, апла та капла шӑршларӗ, чх-х-х! пх-х-х! тпрух-х-х-х! сунаслакаласа илчӗ, вара, талӑрса, хӑрах мӑйракипе вирлӗн, ша-а-ак! ҫапса, эрех пулштухне, унтан спирт флаконне йӑвантарса ӳкерчӗ, малти урисемпе каса-каса, стакансене пӗрин хыҫҫӑн теприне мӑйӑрласа аяккалла кустара-кустара ячӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Алӑри стаканне те лартрӗ вӑл, те пӑрахрӗ — такам ҫиллӗн хыҫалтан пырса кутран таҫлаттарнӑ пек як! сирпӗнсе тӑчӗ те, самаях йӗпе ҫапнӑ йӗмне ҫӗкле-ҫӗкле, Урӑлманкинран тепӗр еннелле тапса сикрӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

А-а-а-а-а! — тавра шӑплӑхне ӑшне тавӑрсах ҫурса ячӗ вӑл качака таки ун патнелле урисене хыттӑн пусса пӗр тӑкӑс талтлаттарса ҫывхарнӑ май.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

А…

Фельдшера вара тӑр кӑнтӑрлах юмахри калӑпсӑр мӑйракаллӑ, ултӑ ураллӑ шуйттан маҫаккӑшӗ курӑнчӗ пулас.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑл аллинчи стаканне ҫӗр ҫине тӳнк! лартанҫи турӗ те (стаканӗ ҫавӑнтах тӳнсе кайрӗ), кутяккине выҫӑпа касӑлнӑ кӑткӑ ҫыртса илнӗ пек, ярт! сиксе тӑрса, малалла чикӗнтернӗ пуҫӗпе «сӑнӑланса», яштака, йӑвӑ хӑвалӑхалла чӑшт-чашт! тӑрӑнса ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Трофи-и-им! —

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Т…Т…Трофим!

Сайт:

Статистика

...подробней