Новые
Тӑнкӑл-тӑнкӑл пускаласа, вӑл мӑйтӑк-мӑйтӑк уҫӑ алӑкпа тул картана кӗчӗ, аслӑк ҫине хӑпармалли тӑратнӑ пусма патне пычӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ку мучие пӑртак чунне ҫураҫтаракан лӑш та пачӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Мучи, карлӑкран тыткаласа, хӑма таткисенчен ҫапса тунӑ хӑлтӑр-халтӑр, йӑмӑлкка картлашкапа ҫӗр ҫине анчӗ, кӑртик-мӑртик тул карта пуҫне тӗнкӗлтетсе пычӗ, вара кил хӳмин йӑшса хуралнӑ, аврӑҫнӑ хӑмисем урлӑ анкартинелле тимлерӗ: ун вӗҫӗнчех, тӗкме ҫине хура хӑмла йӑввӑн карӑннӑ тӗлте, арӑмӗ муттикпе сӑмсалана пуҫланӑ паранка катмакласа, тӑпра чӑмаккисене ватса, хӑлтӑкласа купалать иккен.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ку сасӑ та пурнӑҫ нӑйкӑшӑвне сирсе, путлантарса, параппан ҫӗнтерӳллӗн тӑнкӑртатнӑ пекех илтӗнкелет.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Пӳрт умӗпех урапа кӗр-кӗр-кӗр кӗрӗлтетсе иртет.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Урам урлӑ кӳршӗ енчен туптав сасси те, пуш витресем ханкӑртатни те ялӑн тунсӑхлӑ шӑплӑхне чӗрӗ, вилӗмсӗр пурнӑҫ шӑнкӑравӗ пек касӑна-касӑна кӗреҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Пӳрт умӗнчи мучипе тантӑш, лапсӑрӑлса ларакан йӑмрана сырнӑ кураксем, «эх, Ҫтаппан, Ҫтаппан! Ҫӑмарта вӗҫне ҫитнӗ пурнӑҫ пурнӑҫах мар пуль ҫа-ав… Хӑв айӑплӑ… Анчах ан та ӑшталан, Ҫтаппан, кая юлтӑн: ҫӑмартана паҫӑрах кинеми йӑкӑртса кайрӗ», — тенӗ пек, килхушшин вӗрлӗк хапхи еннелле кӑнтарӑннӑ шаннӑ-хӑрнӑ туратсем ҫинче хӑрах куҫӗсемпе мучие йӗкӗлтевлӗн сӑнаса лараҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Урамра вара хурсем шуйхӑнса какаклатни, сысна курӑкне ҫӑтӑрт-ҫӑтӑрт татса ҫиекен сыснасем нӑрхлатни, ача-пӑча ҫуйхашкалани ҫеҫ илтӗнкелет.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Чӑхӗ ӗнтӗ паҫӑрах тунӑ пулӗ-ха ҫӑмартине, анчах тем вӑл паян яланхи пек ҫӑмарта тунӑ хыҫҫӑн кӑтиклени илтӗнмерӗ», — сӗмленсе суйлашӑнчӗ мучи.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
«Курӑк чӗпӗткелеме урама тухнӑ пулинех?
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Саркалансах ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ сарӑ супӑнь, ҫул курӑкӗ, чемчен, хӑлха ҫакки, чавка пуҫ, вӗлтӗрен, хупах пусса илнӗ кӑштра килхушшинче автан та, чӑх та курӑнмарӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Хырӑмӗ лӑкӑр-р-рк! та лӑкӑр-р-рк! лӑкӑртаткаласа илет: хӑй выҫҫине аса илтерет пуль, иртенпех ӑша пӗр хӗлхем те яман та-ха…
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Майӗпен, хӑйне хӑй пуҫтаркаласа, пуҫне чӗтрете-чӗтрете (ку ӗнтӗ мучин ача чухнехи ӑс-тӑн чирӗ хӑварнӑ «тӑмха») ҫенӗке тухрӗ, куркапа витререн тӗпӗнче кӑна юлнӑ, хӗвел ҫинче ларнипе лӗпленсе кайнӑ шыв ӑсса илсе, пӗр-ик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт турӗ, унтан ҫенӗке, картлашка умне тухса тӑчӗ, чӗкеҫ тӑмӗ тӗслӗ пиҫиххисӗр кӗпине йӳле ячӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Мучи, ие чӑмланӑ пек пач хӑвӑрӑлса кайнӑскер, элете-элете, мекеҫлене-мекеҫлене вырӑнӗ ҫине тӑрса ларчӗ, хул айне кӑтӑртаттарса илчӗ, суракан чӗрине, йӑшӑхсах ыратакан ура сыпписене хыткан аллисемпе чӑшӑр та чашӑр, йӑшӑр та йӑшӑр сӑтӑркаларӗ, кӑштахран, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, ури ҫине тӑчӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Пухать вӑл, пухать укҫа ҫӑмарта сутса, кӑҫал пухать, килес ҫул пухать, пӗр сумран ҫӗр сум тӑвать — ҫӗнӗ пиншак туянатех!
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Пиншакӑн ҫур хакӗлӗх нухрат пухнӑ ӗнтӗ вӑл, татах ҫавӑн чухлӗ пухмалла.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Унӑн пурнӑҫри пӗртен-пӗр ӗмӗчӗ те халӗ — хӗлле тӑхӑнмалли пиншак туянасси — ҫав ҫӑмартапах ҫыхӑннӑ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ун куҫне те, ӑс-тӑнне те халӗ ҫӑмарта хупласа хучӗ, шап-шурӑ ҫӑмарта.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ҫтаппан мучи тӗкӗр-тӗкӗр куҫне сӑнӳкерчӗксен хашакӗнчен уйӑрчӗ те чӳрече кантӑкӗ витӗр тӗлсӗррӗн малалла вӗҫтерчӗ, анчах унта нимӗн те курмарӗ: катари сухаламасӑр юлнӑ, ҫумкурӑкпа хупланнӑ колхоз уй-хирне те, ҫывӑхарахри, ҫырма хӗрринчи юлашки ҫулсенче («перестройка» тапхӑрӗнче) хӑрӑннӑ, юхӑнса кайнӑ ӗне фермине те.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ҫак ҫӑмарта ӗнтӗ кӑх вӑхӑт нушисем килсе ҫапнине пула мучишӗн те, кинемишӗн те пӗртен-пӗр пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑчӗ…