Корпус чувашского языка

Новые

Унта Валерий хӑй вырӑнне тупайӗ-шн?

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Дина шучӗпе, Хрушев ертсе пынипе ҫӗршывра тапраннӑ демократи юхӑмӗ партипе комсомол аппаратне чи юлашкинчен тин ҫитет.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Чи тӳнтерри кунта — куҫкӗрет юраса, пӗр сӑмахсӑр пӑхӑнакансем те, хӑйсене ним шутламасӑр пӑхӑнтаракансем те ҫапла пулмалла та тесе шутлаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Аслӑраххине кӗҫӗнреххи куҫа-куҫӑн ырлани, куҫкӗрет юрама тӑрӑшни — яланхи йӑла.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫав хушӑрах инструктор — пай пӑснӑшӑн мухтанине йӗркеллӗ япалах тесе шутлаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Обком аппаратӗнче парти организацийӗ пур; пӗр пухура та инструктор пай пуҫлӑхне, ку вара секре-таре критикленине илтмен; нихҫан та, нимле лару-тӑрура та пӗр-пӗр ыйтупа секретарь йӑнӑшни пулман; хӑвӑнтан пӑртак ҫӳлерех тӑракана та «тӗрӗс мар — йӑнӑшатӑр!» теме юрамасть.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пиллӗкмӗш ҫул комсомолра ӗҫлесе, Дина аппаратра хӑйне евӗрлӗ саккун-йӗрке пуррине чухласа илчӗ.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Аслисем каланине итлеме пӗлмелле, килӗшмест е тӗрӗсех асӑрхаттармаҫҫӗ пулсан та.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Обкомӑн пӗрремӗш секретарьне ҫынсем умӗнчех хирӗҫлесе каланине те тиркет вӑл.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Паллах, парти райкомӗнче ыйту татса панӑ хыҫҫӑн та «урӑххине суйлама сӗннине е ҫакна тепӗр вӑхӑта хӑварма ыйтнине» Митрушкова ырламасть: дисциплина кирлех ҫав.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пленумра сике-сике тӑни, кайран Петракова хирӗҫ калама хӑйни ҫакна яр-уҫҫӑн ҫирӗплетрӗ кӑна.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пленумра сырӑннӑ ҫак шухӑш кайран Леснов патӗнче калаҫнӑ чухне пушшех вӑйланчӗ: Валерие хускатмалла марччӗ, райком аппаратӗнче ӗҫлеме, обкомри юлташсемпе хутшӑнма хатӗрленсе ҫитеймен вӑл.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Анчах та ирӗклӗрех шухӑш-кӑмӑллӑскер, комсомол аппаратӗнчи йӑла-йӗркене чунӗпе йышӑнма пултарать-ши?

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Парти райкомӗнче те ҫак шухӑшахчӗ.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вӑл паянхи пленумра та ют ҫӗрти пек ларчӗ.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Икӗ секретарӗ те хӗр тата иккӗшӗ те ялхуҫалӑх специалисчӗ пулни килӗшӳллех мар, идеологипе ӗҫлеме пултараканни те кирлӗ; тепӗр тесен, Галя хӑех колхоза каясшӑн хыпкаланать, профессие манса кайсан, ӳлӗм кама кирлӗ эпӗ текелет.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тӗрӗссипе, унчченех Валерие пӑртак ҫӗклеме май тупӑнать: колхозри зоотехник хӑй упӑшки патне куҫса кайсанах, хальхи иккӗмӗш секретаре Галя Ивановӑна ун вырӑнне лартаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вара Сӑрҫи райкомӗшӗн хӑрамалла пулмӗ, вара Валерипе иккӗшӗ татах ҫывӑхланӗҫ, пӗрлехи ӗҫре туслашӗҫ.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Дина парти райкомӗнче «Пантиковран шанчӑклӑраххи, ҫамрӑксем хушшинче хисеплӗреххи ҫук» тенӗ чухне акӑ мӗне шаннӑччӗ: йӗкӗт аппарат «шӑрши-тутине» пӗлсе ҫитет, унти лару-тӑрӑва хӑнӑхать — ҫитес ҫулхи август уйӑхӗнче, Лопатина партшкула кайсан, ун вырӑнне чыслӑн, саккунлӑ йышӑнать.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Халлӗхе чармӗҫ тейӗпӗр, ӳлӗм пӗр-пӗр хут е справка-отчет хатӗр пулмасан, ҫакна «вӑл шкулта ӗҫлени — ҫавӑнпа вӑхӑт ҫукки» ҫине йӑвантармӗҫ-и-ха?

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней