Новые
— Эс мӗншӗн салху сӑнлӑ? — арҫын ҫине пӑхса илчӗ хӑй.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Район центрне каякан автобус килчӗ авӑ! — пуҫӗпе чӳрече еннелле сӗлтрӗ вӑл.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Ах, Караҫӑм, иксӗмӗр эпир ытла та нимле мар вӑхӑтра тӗл пултӑмӑр.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Салху сӑнлӑ Герасим Федотович хӑй апатланнӑ сӗтел патне ҫитрӗ кӑна, пукана кӗмсӗртеттерсе Васса-Васяна тӑчӗ:
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл, ача чухнехи юлташӗпе калаҫасшӑн та пулманскер, пӗр курка сӑра ӗҫрӗ те тӑватӑ-пилӗк арҫынпа пӗрле кӗҫех столовӑйран тухса шӑвӑнчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Ҫук, яла мар, — кӗскен хуравларӗ Мамарланов.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ялалла мар пуль? — сӑмахсене аран-аран хӗссе кӑларчӗ кӑмӑлсӑрланнӑ Герасим Федотович.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Эсир ӑҫталла, Сантӑр?
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫав чавсасем Герасим Федотовича кӑкӑртан сулмаклӑн чышнӑ пек туйӑнчӗҫ те, вӑл каялла чакрӗ, аллисем унӑн сӳсленсе вӑйсӑрланчӗҫ, пӳрнисем тарласа йӗпенчӗҫ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
«Ну-ну» тенине хайхискер хӑйне хулпуҫҫирен ҫапнӑ ҫынран тата усалтарах ӗҫ кӗтнӗ пекрех, ҫав усал ӗҫрен хӳтӗленме хатӗрленнӗ пекрех каларӗ, аллисене ринг ҫине тухнӑ боксер пек хутлатса чавсисене икӗ еннелле чӑрсӑррӑн саркаларӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Ну-ну… —

— Караҫӑм-ҫке! — пит-куҫне йӗрӗнчӗк кулӑпа нӗрсӗрлетрӗ вӑл.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Шиклӗн хутланса илнӗ Мамарланов вӑртах каялла ҫаврӑнчӗ, хулӑн тутине мӑк-мак тутарса кӑн-кан пӑхкаларӗ:
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Салам, Сантӑр!

Хӑвӑрт ура ҫине ҫӗкленнӗ Герасим Федотович чӗрне вӗҫҫӗн утса тенӗ пек буфет умӗнчи Мамарланов хыҫне пырса тӑчӗ, ӑна хулпуҫҫирен ҫапрӗ:
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ача чухнехи пӑртак сыхланса юлнӑ пулсан унпа пӗр чӗлхе тупма ытлашшиех хӗн пулас ҫук.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Мамарланов кама вӑрҫнине ӑнланайман Герасим Федотович хӑй ӑшӗнче кӑмӑллӑн кулса илчӗ: ҫамрӑк чухне те унӑн тусӗ тарӑхнӑ самантсенче пуҫри карттусне е ҫӗлӗкне ҫӗре йӑтса ҫапатчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Эпӗ ӑна хӑҫан та пулин вӗри ҫатма ҫине лартатӑпах!
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл, тарӑхнипе хӗрелсе кайнӑскер, пуҫӗнчи карттусне вӑшт-вашт хыврӗ те мечӗк пек лӳчӗркесе урайне ҫавӑрса ҫапрӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Ҫав йӗкехӳре кунта ларать эппин! — хулӑн сассипе столовӑйне янратрӗ Мамарланов.