Новые
…Ку тӗлелле Илья Семенович самаях халсӑрланнӑччӗ, килӗнчен унта-кунта питех тухса ҫӳрейместчӗ, колхозри ҫитменлӗхсем пирки чӗрре кӗрсех шавламастчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Утарпа сад пахчи юхӑннӑшӑн вӗсем хӑйсене е Бархатова мар, ҫутҫанталӑкри сарӑмсӑр пулӑмсене айӑпланӑ: пыл хурчӗсене темле чир тӗп тунӑ, улмуҫҫисене хӗллехи хаяр сивӗ хӑртнӑ имӗш…
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хумма Левенне вара Ярабаев пысӑкрах ӗҫе куҫарнӑ — хӑйӗн заместительне лартнӑ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Утарпа сад пахчи юхӑннӑ хыҫҫӑн Бархатов нумаях пурӑнайман — вӑхӑтсӑрах ҫӗре кӗнӗ мӗскӗн.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫӗнӗ хуҫа тимсӗр, чунсӑр пулнӑран пурӑна киле пыл хурчӗсем вилсе пӗтнӗ, улмуҫҫисем хӑра-хӑра типнӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл пилӗкне авмасӑр-хуҫмасӑрах вӗллесенчен чашки-чашкипе пыл юхать, улмуҫҫисенчен лавӗ-лавӗпе панулми пуҫтарӑнать тенӗ пуль, анчах тар юхтармасӑр ҫӗр ҫинче ним те туса илейместӗн.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ун чухне Хумма Левенӗ колхоз председателӗпе пӗр кашӑкран апат ҫинӗ темелле — пӗр-пӗрне ҫур сӑмахран ӑнланнӑ, ҫавна та шута илнӗ, паллах, Бархатов.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫук, вӑл урӑх енчен ӑстарах пулнӑ: ун чухне бригадирта ӗҫленӗ Хумма Левенӗпе пӗр чӗлхе тупма пултарнӑ, ӑна эрех-сӑрапа тӑраничченех шӑварма ӑс ҫитернӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хайхискер пыл хурчӗсемпе улмуҫҫисене лайӑхрах пӑхма пӗлнӗ тетӗр-и?
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ахальтен-им вӑл Бархатов, ахальтен-им ҫамрӑкрах чухне завхозра хуҫаланнӑ, пурнӑҫланӑ-пурнӑҫланах ӗмӗтне!
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Почтальон сумки йывӑр пек туйӑннӑ-и ӑна е урӑхларах шухӑш хавхалантарнӑ — вӑл утарпа сад пахчине куҫ хывнӑ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хӑйӗн ӗмӗрӗнче ку ҫын ҫан-ҫурӑмне ал ӗҫӗпех лӳчӗркемен: ҫамрӑкрах чухне Хусахматри больницӑпа вӑтам шкулта завхозра вӑй хунӑ, ватлӑх укҫи илме пуҫласан пӗр хушӑ почтальон сумкине ҫакса ҫӳренӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ялта та, урӑх ҫӗрте те ӑна ятпа мар, ытларах хушаматпа чӗнетчӗҫ: Бархатов.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Мӗн виличченех кунта ырӑ курса пурӑнатӑп ӗнтӗ», — текелетчӗ вӑл ӑшшӑн кулкаласа, анчах каллех ӗмӗтленни ҫитмерӗ: пӗр ҫулхине утарпа сад пахчинче Макар мучи текенскер хуҫаланма тытӑнчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫумӑр чух кӗрсе ларма, тепӗр чух ҫӗр каҫма мунча пысӑкӑш пӳрт те майлаштарнӑччӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пӗр алӑра икӗ ӗҫчӗ эппин: утарӗ те, сад пахчи те пӗр ҫӗртеччӗ — юхан шыв леш енчи пӗчӗк вӑрман ҫывӑхӗнчеччӗ, ҫавӑнта кайса ҫӳреме Илья Семеновича йывӑрах пулман.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
…Ферма пуҫлӑхӗнчен хӑтарсан Илья Семенович утарта ӗҫле пуҫларӗ, ҫав хушӑрах сад пахчи те пӑхатчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пӗр мӑкла ӗни Ярабаев хуйхи-суйхине ӑнланнӑ тейӗн — силос шӑтӑкне сикнӗ…
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хушнине итлемен ҫынпа ӗҫ тӑваймӑн, хӑтӑлмалла унран мӗнле те пулин.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫавӑнта пӗрремӗш вырӑн йышӑнасси килнӗ Ярабаевӑн, Илья Семеновича фермӑра шута илмен ӗнесем вӑрттӑн тытма хушать, анчах лешӗ унӑн сӑмахне хӑлхана та чикмест: «Ултавпа инҫетех каяймӑн — ун вырӑнне пирӗн ӗнесен ӑратлӑхне лайӑхлатасчӗ, выльӑх апачӗ ытларах хатӗрлесчӗ», — тет.