Новые
Кунта ӗнтӗ пире… лӗх-лӗх-лӗх… ҫын мар, пӗр чӗрчун та курас-илтес ҫук…
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Пи-ит лайӑх вырӑн…
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Урӑлманкин шалавар кӗсйинчен кухня ҫӗҫҫи кӑларчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Кусем вара, этем текеннисем, хӑйсем тӗп тунӑ чӗрӗ тӗнче кӑкӑрӗ ҫине лӗштӗр кайса лӑштӑрт! йӑванса выртрӗҫ те ҫавӑнтах, чӗркуҫҫийӗсене хуҫса, купарчисем ҫине ларчӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Вилӗ саспа йынӑшкалать пулса-тулса та ҫитеймен таптанчӑк курӑк (ун айӗнчен, пурнӑҫа кӗтмен-туман ҫӗртен хура эсрел килсе хупланине туйса, шултра йӑхри хура нӑрӑ хыпӑнсах упаленсе тухрӗ те аяккалла, хӑрушсӑр вырӑналла мӑкӑлт-мӑкӑлт мӑкӑлтатрӗ), шӑппӑн, татӑлсах «ӳлет» сӗтек тапхӑрӗнчи хӑвалӑх, таса, кӗмӗл куҫҫульпе ҫӑвӑнаҫҫӗ ешӗл, пиҫӗ йӑмра ҫулҫисем…
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Чылайччен, мӗхле-мӗхле, ватӑрланса, чӗп-чӗр тара ӳкиччен «ӗҫлерӗҫ» вӗсем.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Палӑртнӑ вырӑна ҫитсен, вӗсем кӑҫалхи парка ӳснӗ ешӗл, черчен курӑка пӗтӗм чун-чӗре хаярлӑхӗпе таптаса чӑшкама, ишме пуҫларӗҫ, яш, ачаш витӗмлӗ хӑва хуллисене авса, хуҫса лапчӑтрӗҫ, сӳсленчӗк мунчалантарчӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Ав кутсене сарма меллӗ вырӑн! — аллипе пӗр тӗле тӗллерӗ фельдшер.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Хӑвалӑхра (вуллисем, салтака ӑсанакан ҫамрӑксем пек, пӗр-пӗринпе таччӑн-таччӑн «ытамлашнӑ») тин ҫеҫ пӗр ушкӑн вӗтӗ кайӑк лӑпкӑн-савӑккӑн чӗв-чӗв-чӗв савӑшатчӗ, халӗ вӑл, хӑрушлӑх ҫуйӗ туса, тӗк хӑпартлантарса илчӗ, унтан, шуйхӑнса, хатӑррӑн пӑрр! ҫӗкленчӗ те, таврана ӑш вӗҫтерсе, ҫитмӗл те ҫичӗ пӗчӗк кӗмӗл кашӑкпа ялти тӑпӑл-тӑпӑл чиркӳ чанне чанкӑлтаттарнӑ пек чӗриклете-чӗриклете, чивлете-чивлете, самантрах йӑп пулса ҫухалчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Компаньонсем, ӗнтӗ ӑссӑн «симӗс ҫӗлен ҫине утланнӑскерсем», ӗхлете-ӗхлете, васкасах унӑн сӗвек, ҫеремлӗ аяккипе хыҫа-хыҫӑн анса, чӑлт-чӑлт, чӗлтӗр-чӗлтӗр юхакан, чӑх та сиксе каҫмалла ансӑр, симӗс штыкланса ашкӑракан хӑях хупланӑ юханшыв хӗрринчи ем-ешӗл хӑваллӑ вырӑна ҫитсе тӑчӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Умрах, татӑк урамри тракторсем чавса пӗтернӗ ҫулпа юнашарах, вӑрӑм сӑрт.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ҫӗнӗ туссем ҫын курмалла мар вӑрттӑн, лӑпкӑ вырӑн шырарӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Пуҫ тӑрринчех, хурӑн ҫинче, каҫса кайсах шурӑ курак кранклатать; инҫех те мар, лӑппи-лаппи пӑрахкаланӑ пӗчӗк ҫапӑ купи тӗлӗнче, нӑрхлаткаласа, самӑр сысна ҫӗр ҫӗтет; хӳмелли хӑма купи тӗлӗнче йӑпшакрах ула лайка хура кушака вирхӗнсе хӳтерсе кайрӗ; лапӑркка шыв кӳленчӗкӗ ҫывӑхӗнче аҫаллӑ-амаллӑ хур пулкки какӑлтатать; таҫта, хыҫал касра, ытла та сывӑ, харсӑр, ясар саслӑ автан ял янратсах «кӑкӑрне тӗппи пушатать»: куккурукку-у-у-ук!
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Катара-катара, униче хапхи ҫывӑхӗнче, карчӑк-кӗвенте, ал туйипе туяласа, урам урлӑ кӳрше каҫать.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Тепри, ҫамрӑкраххи, хура халат тӑхӑнни, хӑйӗн кустӑрмаллӑ пӗчӗк тракторӗпе «ытамлашнӑ».
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Пӗри, вӑтам ҫулсенчи тӳчкем арҫын, спорт костюмӗ тӑхӑннӑскер, такампа карас телефонӗпе калаҫа-калаҫа, велосипед ҫавӑтса пырать.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Лапсака ват йӑмраллӑ, чиеллӗ-ҫӗмӗртлӗ, яштака хурӑнсемлӗ ҫурма тӗттӗм урамра пӑт-пат ял ҫынни курӑнкалать.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Вырӑс апачӗ вӑхӑтӗнчи хӗвеле ҫӗрулмирен килте юхтарнӑ эрех тӗслӗ пӗр касӑ куҫман шӗвек пӗлӗт карса илнӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ҫанталӑкӗ паян типӗ, анчах ҫурт-хуралтӑсем ҫийӗнче, йывӑҫ тӑррисенче ӑшӑ шевли хавасланса чӗлтӗртетмелле шанкӑр уярах мар.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ун хуҫи, куҫне вӑрӑлла хыҫалалла та малалла ывӑткаласа, алӑка шӑкӑрт-шакӑрт питӗрсе илчӗ, ун хушшине «эпӗ района эмелсем туянма каятӑп» тесе ҫырнӑ хут татки хӗстерсе хучӗ.