Новые
— Тӳррипе калас-тӑк, кам вара вӑл сан, унашкалскер? — тиркешерех ыйтрӗ Илюш.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Упӑшки те ӑна ҫапла чӗнет.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
— Анчах асту, кунта хулара халь вӑл Анук мар, Анюта.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
— Ануксем патӗнче ҫӗр выртӑпӑр эппин, — терӗ Альбина.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Вӗсем ҫав кунах каялла таврӑнма шутланӑччӗ, самолет ҫине билетне те илнӗччӗ, анчах хайхискерсем универмагсене кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн аэродрома ҫитрӗҫ те ҫанталӑк тӗтреллӗ пулнӑ пирки самолет яла вӗҫменни ҫинчен пӗлчӗҫ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Ялти магазинта чуна килӗшнӗ япаласем пулмарӗҫ те, пӗр кунхине Альбинӑпа Илюш Шупашкара кайрӗҫ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Чӑвашсен пӗр йӑла пур, качча каякан хӗрӗн пулас упӑшкин тӑванӗсене парнесем памалла.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Амӑшӗн хӗрӗх кунне паллӑ тунӑ хыҫҫӑн, ҫанталӑк шӑкӑрах шӑнтса лартсан, Илюш хӑйӗн икӗ ҫывӑх тӑванӗпе пӗрле Альбинӑсем патне кайса килчӗ те, каччӑпа хӗр тӑванӗсем часах туя хатӗрленме пикенчӗҫ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Ҫын вилнӗ тесе пурнӑҫ сехечӗ чарӑнса лармасть — вӑхӑт малалла ыткӑнать.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Амӑшӗн хӗрӗх кунне паллӑ тӑвиччен туй тума тӑхтама тиврӗ ӗнтӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Сентябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче Илюш пуҫӗ ҫине пысӑк хуйхӑ татӑлса анчӗ — унӑн ҫитмӗлтен иртнӗ амӑшӗ вилсе кайрӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
«Колхозра уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленсен октябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче туй тӑвӑпӑр», — сӑмах татрӗҫ вӗсем, анчах ӗҫ-пуҫ урӑхларах пулса тухрӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Уйӑх ҫутиллӗ кӗрхи каҫ каччӑпа хӗршӗн юмахри пек илемлӗ пурнӑҫ пуҫланчӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
«Эс ҫартан таврӑннӑранпа эп миҫе хут вилсе чӗрӗлнӗ-ши тата?» — ӳпкелешрӗ Альбина.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
«Тӳррипе калас тӑк, кӗҫӗр эп сан пирки ҫичӗ хут вилсе чӗрӗлтӗм», — хӗре ҫупӑрласа илчӗ Илюш.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Тӗксӗмлене пуҫланӑ тӳпери ҫамрӑк уйӑхран вӑтаннӑ тейӗн, укӑлчари йӑмрасем айне тӑххӑр иртсен кӑна ҫитрӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Ҫанталӑк тӗттӗмленессе пӗрре мунчари пек вӗриленсе, тепре пӑрлӑ шыва чӑмнӑ пек ҫӳҫенсе кӗтнӗ Альбина, нихҫанхинчен хӳхӗмрех тумланнӑскер сакӑр сехет ҫурӑрах урама тухрӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Илюш ҫавӑн пек каларӗ те ял еннелле васкарӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
— Тӳррипе калас тӑк, эсир кӗҫӗр тӑхӑр сехет тӗлне укӑлчари йӑмрасем айне пырӑр, вара пӗтӗмпех пӗлетӗр.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
— Мӗншӗн ун пекех-ши тата?