Новые
Ял Советне кӗретпӗр те, — терӗ вӑл.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Ыран ирех ҫырӑнатпӑр.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ку шухӑш, пуҫласа килсе, чуна ҫӑмӑллӑх кӳчӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ольонсем патӗнчех пулмаллаччӗ паян.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗнле-ха куна иккӗшӗ те шута илеймерӗҫ?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерий ӑшӑрханса кайрӗ: хӗре вӑл йывӑрлӑха кӗртсе ӳкерет-ҫке?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чӑнах та, Валерий кунта ҫӗр каҫнине, — халь кунтах ҫӗр каҫма тивет ӗнтӗ, — ыран ирех пӗтӗм ял пӗлет, вара…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чиперрисене вак-тӗвекшӗн те каҫармаҫҫӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӗрарӑм сӑмахӗнче пысӑк чӑнлӑх пур: ял вӑл сӑмах-юмах е сас-хыпар тӗлӗшӗпе шелсӗр, хӗрсем пирки вара ҫав тери тиркевлӗ, уйрӑмах Укҫине пек чиперрисем пирки.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Куна эс килрен киле ҫӳресе каласа тухасшӑн-и?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Эпир пӗр-пӗрне юрататпӑр вӗт-ха.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Эс вара халех шухӑшла, — терӗ Алина, — кун пек чухне шухӑшламаллах.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Укҫине те шутламан ав.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шутламан та эп ун пирки, — хӗрарӑм мӗн шутланине пӗлмесӗр тавӑрчӗ каччӑ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шутланӑ-и ҫакӑн ҫинчен?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӗсем Укҫине пирки мӗн калӗҫ?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Эс кунта ҫӗр выртни ҫинчен ялта пӗлмен ҫын та юлмасть.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Халь шутла, шутла та кала: эсӗ ыран ир Сӑрҫие таврӑнатӑн, кунта Укҫине ҫинчен мӗскер калаҫӗҫ?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Хӗре ӑна ят-чыс питӗ кирлӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Алинӑна ку сӗнӳ ҫырлахтарчӗ, хӑй палӑртса хунине малалла шутарма тытӑнчӗ: