Новые
Мӗншӗн-ха уголовнӑй ӗҫ пуҫарсах ӑна чылайлӑха хупса хумаҫҫӗ?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах та мӗншӗн-ха Вӑрманкасри ҫав йӗксӗкех итлеҫҫӗ?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кашниех унашкал пуҫа мӗн кил-нине персе яма пуҫласан, колхоз саланса каять.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапла, ӑна милициӗ ӑсатса тӗрӗсех турӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тата «Айхалин политики» те мар ку (Энтри Гордейкин тем те пакӑлтатӗ), парти ҫул-йӗрӗ ҫавнашкал.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах та малашсӑр ялшӑн тӑккаланма Айхалин ӑсран тайӑлман-ха.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Никам та вӑйпах хӑваламасть.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫавӑнта ҫӗршер пин тӑккаличчен Вӗллекассине вӑйлӑ культурӑллӑ ял тумалла, куҫчӑр унта вӑрманкассем те, камӑн ҫурт лартмалла — тӗп яла килччӗр, кам унтах ӗмӗр ӗмӗрлесшӗн — чару ҫук.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Медпункт та уҫтарасшӑн.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӑх-халӗ, ҫӗнӗ клубпа шкул та кирлӗ имӗш унта.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗн тума уншӑн, Вӗллекассинчен ҫичӗ ҫухрӑмри вӑрман ҫывӑхӗнче ларакан ялшӑн, ҫул туса, обществӑлла ҫурт-йӗр лартса, ҫутӑ, телефон кӗртсе тӑккаланас?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗттӗр ҫав тата!
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лешӗ бригада пухӑвне, Вӑрманкаса пур енчен те пӑрса хӑвараҫҫӗ тесе, пӑтратма хӑтланчӗ, Айхалин политики Вӑрманкаса пӗтес патнех ҫитерет имӗш.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Гордейкина шӑпах вӑл хушнипе тытса кайрӗҫ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паллах, вӑхӑтлӑха.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ахальтен-и Айхалин йӗкӗте вӑрҫса тӑкас тенӗ ҫӗртех юлашки самантра тӑхтаса тӑчӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ку йӗкӗт вара ҫакна хӑйнех, куҫранах каларӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тепре — вӑл каланипе чылайӑшӗ килӗшет: «Мӗншӗн-ха район Советне аякран килнӗ ҫыннӑн ертсе пымалла?»
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫитменнине, каччӑ ҫилленсе-ҫатӑлтатса мар, политика культурине пӑсмасӑр, виҫине пӗлсе, йӗркеллӗн каларӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шӑплӑх сӑлтавӗ акӑ мӗнре: партие кӗрекен ҫын бюрора район пуҫлӑхне питӗ те килӗшӳллӗн вырӑна лартни халиччен те пулманччӗ-ха.