Новые
Маларах хӑйне: «Райком, Лапухин!» — тесе паллаштаратчӗ, халӗ: «Райком секретарӗ Лапухин!..» — тет.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Иккӗмӗш секретаре суйланӑранпа унӑн сасси татах ҫирӗпленчӗ, кама та пулин телефонпа е кунта чӗнсе илсе ӑс памасӑр ниепле те лӑпланаймасть.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кӳршӗ пӳлӗмре Лапухин сасси илтӗнчӗ: тахӑшне телефонпа хӑтӑрать пулас.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Йӑнӑш та «таса» пулма пултарасса Лариса тӗлленменччӗ те.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лариса сисмест мар: Леснов та Пантикова шанма пӑрахаймасть, ӑна таса, принциплӑ ҫын тесе шутлать, унӑн йӑнӑшӗсем те «таса йӑнӑшсем» имӗш, юри туман, нумай ӗҫленӗ е тӑрӑшнӑ чухне кирек камӑн та пулакан ҫитменлӗх имӗш.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шел, пленумччен ҫитеймерӗ вӑл хыпар.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Халь акӑ Пантикова «йӗркене кӗртсе» ҫитермелли лайӑх май тупӑнчӗ: ку хыпар пӗлтерӗшӗ пысӑк.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ямщиков тунӑ-йӗркеленӗ райкомран мӗнех кӗтсе илӗн?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ун йышне ҫӗнӗрен, йӗркеллӗ ҫынсенчен суйламасӑр та лӑпкӑн ӗҫлесе пурӑнаймӑн.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чӑнах, — ку шухӑш тӗлне вӑл тепре тухрӗ, — пӗрремӗш секретарех пленумра тиркеме хӑяҫҫӗ-тӗк, йӗркеллӗ-шанчӑклӑ райком мар ку.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиков ан пул — кун пек йӗркесӗрлӗхе тӗлӗкре те курмӑттӑн.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Сана Леснов умӗнчех «хӑйне пӗлесчӗ!» тесе тапӑнччӑр-и?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Эсӗ пур — ҫӗрӗн-кунӗн халӑхшӑн тӑрӑшатӑн, тап-таса пурӑнатӑн, авторитет каясранах нихӑш йӗкӗтпе те ҫӳреместӗн.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантикова ӑҫтан пӗлсе ҫитерес: Ларисӑна хирӗҫле кӑшкӑрнӑ ҫамрӑксене пӗр йыша чӑмӑртӗ те усал ӗҫ хушӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унччен темскер сиксе тухмасан…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӗренме кайиччен тепӗр пленум ҫеҫ ирттермелле.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӑй сисмесӗрех тепӗр пленумран хӑра пуҫларӗ: «Ларисӑн хӑйне пӗлесчӗ!» текенни пӗччен пулмӗ те, Лесновсем вара ку хӗре партшкула яма кирлех-ши тесе иккӗленме тытӑнӗҫ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӑх-халӗ, Валерие унран мала хурасшӑннисем те тупӑнаҫҫӗ-ҫке, Чӑнах та, воспитанипе идеологи ӗҫне татӑклӑн вӑйлатмалла, тепӗр пленумра…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Эс пур — кунӗн-ҫӗрӗн райкомран татӑлмас-тӑн, ырлас вырӑнне, авӑ, санра таса мар шыраҫҫӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӑшӗ-ха Лариса пирки ҫав териех иккӗленет, Ларисӑн та ҫитменлӗх пур тесе шутлать?