Корпус чувашского языка

Новые

Ҫамрӑк хӗрарӑмпа улаххӑн тӗл пулмалли май шырама тытӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тепӗр ирхине вӑранса кайсанах, куҫӗ умне Урине тухса тӑчӗ; тем пулчӗ Петӗре, мухмӑрла-мӗнлескерӗн, ӑна тытса ыталас килнӗрен, пӗтӗм шӑмшакӗ чӗтрене ерчӗ.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Чиперскерех ӑслӑ тесе каламӑп та, анчах эпӗ Макҫӑмран тем чухлӗ лайӑхраххине асӑрхаймиех ухмах пулма кирлӗ мар».

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Юрӗ-ҫке, упӑшки умӗнче асӑрханни пӑсмасть те пуль, — шанӑҫа ҫухатмарӗ Петӗр.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫитменнине, Урине те ҫӗнӗ упӑшки умӗнче тапӑртатса кӑна ҫӳрет, Петӗр ӳлӗм пӗрле ӗҫсе ҫийӗпӗр тесе, тӑванла-кӳршӗлле тенӗ пек, ӑна темиҫе хутчен те пилӗкӗнчен ыталама хӑтланчӗ, анчах та ҫамрӑк хӗрарӑм ҫине-ҫинех вӗҫерӗнкелерӗ, ун патне нимле туйӑм-туртӑм та ҫук пек кӑтартрӗ.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Эрехне самаях кӳпрӗ пулин те, калаҫать, мухтанать, арӑмне вӑрҫать…

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Мӗн шутласа хунине кӗҫӗрех тӑвас кӑмӑл пурччӗ, анчах та, мур Макҫӑмӗ, вӑл кӗтнӗ пек, ларнӑ ҫӗртех ӳсӗрӗлсе ыйха путма шутламарӗ те.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Унӑн хӗн куракан арӑмӗ нӑйкӑшнине ҫеҫ итлесе пурӑнмалла мар ӗнтӗ.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫук-ҫук, капла пӗртте тӗрӗс пулмӗччӗ, вӑрҫӑ ҫӗр ҫинчи тӗрӗслӗхе тӑвасшӑн Уринене Макҫӑм килне илсе килнӗ чухне, ахӑртнех, чи малтан Петӗре шута илнӗ-тӗр.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫакна курсах Урине ҫав тӑмсайпа ҫеҫ пурӑнтӑр-и?

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вӑл Макҫӑмран тӑнлӑрах, пурнӑҫри вырӑнӗпе те ҫӳллӗрех.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Мӗншӗн тесен вӑл, Туя Петӗрӗ, Макҫӑмран сывӑрах-ҫирӗпрех.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вӑл тепӗр хут Уринепе Макҫӑм ҫине пӑха-пӑха илсен тата хӑй вӑйӗ-туртӑмӗ хӑватлӑн тапса тӑнине туйсан вара, «мана-ччӗ!» тесе татӑклӑн та уҫӑмлӑн, хӑй мӗн тӑвасшӑннине, хӑйне мӗн кирлине пит лайӑххӑн пӗлсе каларӗ: ҫак чипер ҫамрӑк хӗрарӑмӑн унӑн та пулмаллӑ, унӑн — ытларах та, ан тив, вӑл Макҫӑм арӑмӗ шутлантӑр, ан тив, вӑл Мак-ҫӑм патӗпче пурӑнтӑр — хӗрарӑмӑн мӗн тумаллине вара, хӗрарӑма ҫутҫанталӑк мӗн пӳрнине унпа ытларах, лайӑхрах тутӑр, юраттӑр ӑна, кӗттӗр, алкумне тухса кӗтсе илтӗр.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ку хутӗнче ҫак сӑмахпа ҫыхӑннӑ шухӑш уҫӑмлана пуҫларӗ.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Хайхискер Макҫӑма сӑнарах пӑхрӗ, ӑна хӑйпе танлаштарчӗ, вара каллех: «Маначчӗ…» — тесе хучӗ.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Маначчӗ…» — вӑрттӑн шухӑшларӗ вӑл, малтанласа сак сӑмахсене хӑй те ӑнланса ҫитереймесӗр.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Урине пӳртре ярӑнса-авӑнса ҫӳрерӗ, сӗтел хушшинче кил хуҫипе тӗлме-тӗл ларакан Петӗре вӑл эрехрен те ытларах ӳсӗртсе ячӗ.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вӑрҫӑ пулман-тӑк, паллӑ ӗнтӗ, Урине йышшисем Макҫӑм пеккисем ҫине хӑрах куҫпа та пӑхмӗччӗҫ.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вӑрҫӑ ҫӗр ҫинче тӗрӗслӗх тума, Урине пек хӗрарӑмсем Макҫӑм пек арҫынсене те тивӗҫчӗр тесе кирлӗ.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Макҫӑм арӑмне курма кайсан, тӗлӗнмелле те, Петӗр пуҫласа вӑрҫа ырларӗ: вӑрҫӑ пулман-тӑк, ку чипертен чипер хӗрарӑм ку нӗрсӗртен нӗрсӗр арҫынна качча тухмастехчӗ.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней