Новые
Дина тинех вӑтанса хӗрелсе кайрӗ, пӗрех ҫапла калама хӑюлӑх ҫитерчӗ: «Эп хирӗҫ мар… паллах, кайран качча тухмалла-тӑк…»
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах та каччӑ васкамасӑр ун хыҫҫӑн кӗчӗ те хӗр ҫине пӑхса тӑчӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерий ӑна хӑваласа ҫитӗ те, иккӗшӗ тӗрткелешсе выляма тытӑнӗҫ, вылянӑ май «ҫавӑн» патне ҫитӗҫ пуль тенӗччӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Каччӑна айӑкӗнчен ачашшӑн тӗксе илсе, вӑл шалти пӳлӗме кӗрсе тарнӑччӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӳлӗмре иккӗшех юлни, пӗтӗм ҫурчӗпе те урӑх ҫын пулманни хӗр туйӑм-туртӑмне виҫесӗр вӑйлатрӗ, ситменнине, Валерий ҫав каҫ ытла та чиперрӗн курӑнчӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Динӑн кӑмӑлӗ питӗ те «ҫавнашкалччӗ»…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Декабрь уйӑхӗнчи каҫ, Лариса тухса кайсан, райкома иккӗшех юлнӑччӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мур каччине, пӗррехинче унӑн «ҫав шухӑш» пулсан, хӑй те «ҫав шухӑшах» тытма хирӗҫех маррине уҫҫӑнах пӗлтерчӗ вӗт.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Те ытлашширех тӑнлӑ вӑл, те ҫав териех ухмах, ара, мӗнлерех хӳхӗм ҫынсене «вӑл-ку шухӑшпа» ҫывӑха та ямарӗ, Валерие вара хирӗҫ марччӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Дина пӑртак кулса илчӗ: пӑх-халӗ, ӑна «юратасшӑннисем» хушшинче пӗчӗк ҫынсем мар-ҫке, районсенче ҫӳренӗ чух хӑйне Светлана пекех ирӗклӗн тыткалас-тӑк, вӗсем пурте «унӑн пулӗччӗҫ».
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Парти райкомӗн инструкторӗ, обкомри пай пуҫлӑхӗ, главврач, промкомбинат директорӗ, райпо председателӗн заместителӗ…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗлтӗр ҫеҫ пӑрахрӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Гриша Паркинах, акӑ, командировкӑна кайнӑ чух мана шӑнкӑравла, пӗрле кайӑпӑр тесе, миҫе хутчен «ҫавӑн» пирки систермерӗ пуль.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Комсомолра ӗҫлеме тытӑннӑранпа «ҫав шухӑшпа» пырасшӑннисем пулкаланӑ, паллах.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫавӑнпа ним те пулман тесен те йӑнӑшах мар.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗрре — лере ҫакӑ ытла хӑвӑрт, ним кӗтмесӗр-хатӗрленмесӗр пулса иртрӗ, тепре — «ҫавӑ» урӑх пулманнипе, вӑл нимпе те асра юлаймарӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Темиҫе ҫул каярах ҫӗнӗ ҫӗрсене путевкӑпа кайнӑ чухнехине шута илмест вӑл.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫирӗм ултта кайса та, вӑл Ларисӑсем, Светланӑсем пурнӑҫра «мӗн пӗлнине» лайӑххӑн астивсе пӑхайман-ха.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Усси?

Тӗрӗссипе, — куна ҫынна каламӗ те, — сӑнӗ-пуҫӗпе те, ӳт-пӗвӗпе те Дина унран чылай ирттерет.