Корпус чувашского языка

Короткие

Ялӑн хисеплӗ старости Григорий Соколов, ял пуҫлӑхӗн ӗҫне пурнӑҫласа пынӑ вӑхӑтра вилнӗ Улатимӗр Соколов староста ывӑлӗ, ҫавӑн пекех мӗнпур тӑванӗсем юпасене пӗтӗмӗшле православи масарӗнче мар, юнашар, карта хыҫӗнче, авалхи йӗркепе пытарнисен кивӗ масарӗнче лартма сӗнчӗҫ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗвел ҫутинче куҫа илӗртмелле ҫиҫсе тӑракан тӳпеттейне хӑрах хӑлхи ҫине лартса, мунча хуҫипе ҫумӑн тӑрса, касмӑкри сивӗ шывпа питне-куҫне ҫурӗ те: — Чул ҫурт лартма пулӑшатӑп. Ӑна никам та куҫарса каяймасть, — тесе, вӑл мунча пӑлтӑрне кӗчӗ, урине хӑй айне туса, тутарла ларчӗ.

Помоги переводом

Юрать-ха, мунчине сутмарӗҫ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 144–156 с.

Симфони уншӑн питӗ ҫывӑх сывлӑшпа, анчах кас-кас е ытла та ассӑн, е ытла та хӑвӑрт сывларӗ, ҫак сывлавсенче Аня вӑйлӑ тата тарӑн шухӑшласа пурӑннӑ ҫыннӑн сӑн-сӑпатне курчӗ, ҫав ҫын пурнӑҫӑн сарлака хумӗсенче, руле ҫирӗп тытса, хӑйне тӑршшӗпех тӗрӗслесе пыни лайӑх паллӑ пулчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аллине икӗ тутӑр лексен, вӗсене тата тӗпнерех тӗркелесе чикрӗ, йӳнӗрех тӑракан пуставран ҫӗленӗ ваткӑллӑ пиншак, шӑлавар, ҫӗлӗк, тумтир ҫинчен ҫыхмалли хӑмаҫ пиҫиххи тата тальянка хуткупӑс кӑларчӗ, ашшӗне куҫран пӑхма хӑяймасӑр: — Килте инкек пулнине пӗлнӗ пулсан… — терӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑн пекех ЧР потребкоопераци ветеранне Евгения Карпеевана, Комсомольски райпо правленийӗн председательне Ольга Черновӑна, Комсомольски райповӗн тӗп инженерне Демьян Сидорова, «Комбинат питания» ООО директорне Марийта Федотовӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн Тав ҫырӑвне пачӗҫ.

Помоги переводом

Райпон пуянлӑхӗ – тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсем // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%80%d0%b ... %81%d0%b5/

Анчах эпӗ те сан умра парӑмра юлмӑп, — ылтӑн шӑлӗсене ҫиҫтерсе илчӗ пӳлӗм хуҫи, вара васкасах шкап патне тӑнкӑл-танкӑл утса пычӗ те алӑкне уҫрӗ, ҫӳлти сентре ҫинчен шампа хырӑмлӑ ҫур литр кӗрекен флакон илчӗ, Урӑлманкин еннелле ҫаврӑнса, пӗчӗк кӗленчери шӗвеке пӑлхаткаларӗ:

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

4. Анекдотсем итленӗ хыҫҫӑн чикӗрен тухса, каҫӑхса кайса, вара тытса, ӳксе, йӑваланса, апла-капла хуҫӑлкаласа кулма, куҫҫуль сирпӗтсе ахӑрма, ахӑрашма, ахӑлтатма, лахлатма, лахӑлтатма, чӑхлатма, йӑхлатма, ыхыклама, лӗхлетме, ихӗлтетме, ихӗрме, ихиклетме, хиклетме, епреме чарас.

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Артур вара ку енӗпе ҫемьене ҫӗнӗ ача хутшӑнса пымассерен ҫирӗп асӑрхаттараканни: «Светлана Николаевна тӗрӗссине пурпӗрех пӗлет, суйса-вӑрласа ан аппаланӑр, мӗн кирлине унран тӳррӗн ыйтӑр», — воспитани ӗҫӗ хӑйӗн ҫимӗҫне панине ҫирӗплетеҫҫӗ кил ӑшшине упраканӑн сӑмахӗсем.

Помоги переводом

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ситекпуҫсем фестивале тӗплӗ хатӗрленни пур ҫӗрте те палӑрса тӑрать: культура ҫурчӗпе ача сачӗн территорисене йӗркене кӗртнӗ, хутшӑнакансене кашнине кӗтсе илсе пулӑшакансене ҫирӗплетнӗ, пуян сӗтел хатӗрленӗ, Форель фермине экскурси йӗркеленӗ, чӑваш вӑйӑ ункине ирттерчӗҫ.

Помоги переводом

Ситекпуҫӗнче чӑваш юррин уявӗ иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... tr-3811318

Малалла вара ҫирӗппӗн, Раҫҫей парламенчӗн ҫӳлти палатинчи лару-тӑрӑва пӗлсе-ӑнланса калаҫрӗ: «Ҫӗр ҫинче пирӗн ҫарсем ҫапӑҫмӗҫ, авиаципе кӑна усӑ кураҫҫӗ - вӑл ӑнӑҫлӑ ӗҫлени ҫинчен МИХсенчен пӗлетӗр. Пирӗн ҫар ҫыннисем унта мӗн вӑхӑт пулӗҫ - хальлӗхе никам та татса калаймӗ».

Помоги переводом

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫав май, пурте пӗлеҫҫӗ пулин те, Ф. Энгельс реализм ҫинчен мӗн каланине тепӗр хут аса илтерес килет: «На мой взгляд, — тенӗ вӑл М. Гаркнес патне янӑ ҫырура, — реализм подразумевает, кроме правдивости деталей, верность передачи типичных характеров в типичных обстоятельствах».

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов сӑн ӳкерчӗксен куравне, паттӑрсене халалланӑ Мухтав Аллейине тунӑ ӗҫе хастар хутшӑннӑ ӗҫченсене Тав хучӗсем, вӑрҫӑ участникӗсен ҫемйисене пурӑнмалли условисене лайӑхлатма сертификатсем парса чыс турӗ.

Помоги переводом

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

— Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен, Раҫҫейри организацисемпе предприятисенче патшалӑха кирлӗ продукци хатӗрлекен е пулӑшу паракан ӗҫре тӑрӑшакан тата ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ запасри граждансем ҫак категорие лекеҫҫӗ.

Помоги переводом

Тулли мар мобилизаци камсене пырса тивет? // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%82%d1%8 ... b0-%d1%82/

Ҫапах та Илья Семенович ҫӑварне шыв сыпсах пурӑнмастчӗ-ха — хӑйсем патне кам та пулин пырсан колхозри тӗрлӗ ҫитменлӗх ҫинчен сӑмах пуҫармасӑр тӳсейместчӗ: пурӑнан пурнӑҫра тепӗр чух усалли ыррине ҫӗнтерсе пынине кура чӗри ыратмаллипех ыратнӑ ӗнтӗ тӳрӗ чунлӑ ӗҫчен ҫыннӑн.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Йӑлӑ ҫине хӑпарма пуҫланӑ чухнехи хӑвӑртлӑхӑн числоллӑ пӗлтерӗше йӑлӑн диаметрӗ ҫӳллӗшӗнчи йывӑрӑш вӑйӗ хӑвӑртлӑха пӗчӗклетсе пынин числоллӑ пӗлтерӗшӗнчен пысӑкрах пулсан, вара япала, йӑлӑн ҫӳлти пайне ҫитсен те, хӑйӗн инерцине пула сӗртӗнекен лини тӑрӑх кайма тӑрӑшать.

Помоги переводом

IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

«Агентство по развитию туризма и индустрии гостеприимства Чувашской Республики» автономлӑ учрежденин директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ростислав Игнатьев республикӑра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та туризмӑн тӗрлӗ енӗсене ӗҫе кӗртме майсем пурри пирки хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ // Оксана Козина. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d3%97%d2%a ... %80%d3%97/

Юморпа сатира, Н. С. Хрущев калашле, мунчара ҫапӑнмалли вӗри милӗк пекех: вӗсем тӗрлӗ йӑх-яха (ултавҫӑсемпе икӗ питлӗ ҫынсене, йӑпӑлтисемпе карма ҫӑварсене, эрех ӗҫсе-супса пурӑнакансемпе кил-йышра хӑйсене йӗркесӗр тытакансене т. ыт. те) тӑрӑ шыв ҫине кӑларса намӑслантараҫҫӗ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗ вӑя кӗнӗ тапхӑрта тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес ӗҫре ҫӗнӗ мелсемпе меслетсем сарӑлса пыраҫҫӗ: тестсемпе, вӑйӑсемпе, схемӑсемпе, таблицӑсемпе усӑ курасси, кластерсемпе синквейн, фишбоун тӑвасси, проектсемпе тӗпчев ӗҫӗсем ҫырасси.

Помоги переводом

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова // Л.Владимирова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%82%d3%9 ... %b5%d0%bd/

Канашлӑва вӗҫленӗ май Михаил Игнатьев утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинче Китай Республикин Аньхой провинцийӗн ӗҫлӗ делегацийӗпе тӗлпулу иртесси, тепӗр кунне хӑнасем Чӑваш Ене килесси пирки пӗлтерчӗ, ҫавна май бизнес ҫыннисене килӗшӳсем тумашкӑн тӗплӗн хатӗрленме ыйтрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Юрать-ха Праски кинеми, Ҫтаппан мучипе пӗрлешме хут ҫыртармасӑр килӗшменскер, ку сӑмахсене пулах хуҫӑлса ӳкмест, май килсен, хӑй те пӑкки шаннӑ, шӗлтӗркенӗ, мӑртӑхса ҫитнӗ тӳрккесе хирӗҫ чӗвен те тӑрать, тӑрӑс-тӑрӑсах ура та тапать, ик пӳрни хушшипе мулкачне те кӑтарткалать.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней