Короткие
Республика Пуҫлӑхӗ хӑйӗн Ҫырӑвӗнче каланӑ пек, пирӗн ял ӗҫченӗсене ӗҫпе тивӗҫтерес тата вӗсен ӗҫ укҫин шайне ӳстерес енӗпе пӗрле пурнӑҫламалли мерӑсен комплексне туса хатӗрлемелле, чӑн малтанах халӑхра «арҫын профессийӗ» теме хӑнӑхнӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме тӑрӑшмалла.
Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271
Директорӑн кашни сӑмахӗ хыҫҫӑн хӗрӗн пуҫӗ ҫӗрелле усӑнчӗ, пысӑккисем ун сӑмахӗсене ӑнланманнипе ача чунӗ кӳренӳпе тулса пычӗ, стройрах макӑрса ярас мар тесе сасартӑк Кирюкран хӑпрӗ те инҫех мар тӑракан амӑш патне чупса кайрӗ, ун ҫумне пичӗпе тӗршӗнсе сасӑпах макӑрса ячӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Тӗпчевҫӗсем, хальхи ҫыру чӗлхине тишкернӗ май, терминологин чылай ыйтӑвӗсене хускатаҫҫӗ, нумай йӑнӑшпа ҫитменлӗх асӑрхаса усӑллӑ сӗнӳсем параҫҫӗ, анчах ҫав паха материалсем тӗрлӗрен наука сбориникӗсенче, хаҫат-журналта сапаланса пӗтнӗ, вӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курма май ҫук.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Унпа пӗрлех — ЧР К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗн В.С. Семеновӑн «Чувашский край в моих картинках», «Юратнӑ Апаш ен», «Алексей Григорьев тӗнчи», ЧР халӑх поэчӗн Георгий Ефимовӑн «Чӗрере ан сӳнтӗр юрату», Слован Савкайӑн «Анне пилӗ» кӗнекесене пухса хатӗрленӗ.
Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.
Ак тата: умри пӗчӗк лапамра лапчӑннӑ хӗрлӗ хӑва тӗмми хыҫӗнчен самаях ӳтленнӗ вӑрман мулкачи — сӑрӑ чалӑш куҫ-карсак (хырӑмӗ тата ури лапписем шурӑрах, ҫурӑмӗ тӗксӗм хура) пӗррех сиксе тухрӗ те, вӑрман ӑшнелле кукӑр-макӑр ҫул хывса, хӑйӗн пукрас хӳрине ҫеҫ кӑтартса хӑварчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурнӑҫран уйрӑлса каяс умӗн вӑл питӗ вӑйлӑ чирленӗччӗ, Карсак урамӗнче хӑйсен килӗ умӗнче уткаласа ҫӳретчӗ, ҫынсемпе хутшӑнсах каймастчӗ, анчах сывлӑх сунсан вӑл та хирӗҫ сунатчӗ, «мӗнле пурӑнатӑн-ха, Иван тете;» - тесе ыйтсан кӗскен кӑна, «лайӑх!», - тетчӗ те малалла утатчӗ.
Вун тӑхӑр ҫулхи каччӑсене герой ятне памалла пулнӑ // Василий ЛАПИН. https://kanashen.ru/2024/09/20/%d0%b2%d1 ... %bc%d0%b0/
Иван Яковлевич патӗнче ӗҫленӗ хӑйӗн тӑванӗ Петр Ильич ҫинчен е тата Степан Максимов, Федор Павлов, Григорий Лисков композиторсем ҫинчен вал чылай ырӑ сӑмахсем илтнӗччӗ унчченех, анчах халӗ тӗлӗнмелле ӑстӑнлӑ ҫынпа калаҫса ларни Эльгеевшӑн асран кайми тӗлпулу пулса юлчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫак тӗлпулӑва пирӗн Вӑрмар округӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнчен Людмила Геннадьевна Борисова та хутшӑннӑ /ӳкерчӗк ҫинче. ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн Вӑрмарти уйрӑмӗн активлӑ членӗ, ятарлӑ ҫар операцине тулли мар мобилизаци йӗркипе хутшӑнакан Анатолий Николаевич Борисовӑн амӑшӗ вӑл.
Ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисем тимлӗхре // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12449-car-op ... -timl-khre
Шупашкарти 59-мӗш шкулти 9-мӗш класра вӗренекен Петр Дмитриевпа Дарья Фомина (Ертӳҫи — И.А. Антонова педагог) Галина Абрамова кӗнекеҫӗн кун-ҫулне тӗпчесе республикӑри «EXCELSIOR – 2023» фестиваль-конференцие хутшӑннӑ, «Чӑваш Енӗн просветителӗсем» секцире доклад вуласа ҫӗнтернӗ.
Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/
Анчах тӗрлӗ тӗслӗ, чечеклӗ тумтирсем тӑхӑннӑ чикансем вырӑнне кунти тенкелсем, чӑматансемпе рюкзаксем ҫинче, йӗпе ҫӗр ҫинех сарнӑ утиялсем ҫинче хулари пек тумланнӑ ҫынсем ларнӑ, вӗсен пальтисем, брюкисем, юбкисем, аттисем, пушмакӗсемпе туфлисем пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Федерацин айӑплава пурнӑҫлакан службӑн Чӑваш Республикинчи управленийӗн муниципалитетсем хушшинчи Патӑрьел филиалӗн аслӑ инспекторӗ Виталий Акимов тӗрлӗрен ӗҫпе айӑпа кӗнӗ ҫынсемпе, вӑл шутра ачасемпе те уйрӑммӑн мӗнлерех профилактика ӗҫӗсем ирттерни пирки пӗлтерчӗ.
Каникул кашни ачашӑн усӑллӑ ирттӗр // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50166-kani ... -ll-irtt-r
Сасартӑк лере, малта, пристань патӗнче, темскер шатӑртатрӗ, хуҫӑлчӗ, вара Володьӑна малалла, шыв патнелле, кӗпер ҫинелле, кутӑн тӑнӑ шлагбаум хуҫӑкӗсем тӗлӗпе, кӗпӗрленсе пыракан ҫынсене тытса чарма тӑрӑшакан, каҫса кайса ятлаҫакан матроссем тӗлӗпе малалла тӗртсе кайрӗҫ…
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Тем пекех пысӑк тав хамӑн пӗрремӗш учителе Ефремована, Анна Александровна Чаркована, Мария Марковна Макарована (иккӗшӗ те вӑрҫӑ участникӗсем), Хапӑсри, Калининӑри вӑтам шкул учителӗсене, Хусанти медицина институчӗн профессорӗсене вӗрентсе ура ҫине ҫирӗп тӑма пулӑшнӑшӑн.
Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen
Тракторне хак тесен хатӗр тенӗ пек юсаса ҫитерсен, Калля, «Беларуҫа» кӗр-кӗрлеттерсе, Ритӑсен урамӗнчен вӑр ҫаврӑнса таврӑнчӗ, машинине, ампар айне кӗртсе лартса, шӑналӑкпа витрӗ, хӑйсен бригадирӗнчен икӗ кунлӑх ирӗк вӑхӑт ыйтса илчӗ те тепӗр кунне ирех хулана тухса кайрӗ.
Туйра тукмак йӑванать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 133–144 с.
Каҫмаран аяларах ачасем ҫырма ик айкипе пӗве тума тытӑннӑ, варрине пӗвене вӑй ҫитереймен те, унтан шыв валак ҫинчи пек сиксе юхать, вӑл хытӑ шавламасть, таврара темле пӑртак хурлӑхлӑрах юрӑ янӑранӑ пек илтӗнсе тӑрать, юррин сӑмахӗсем те ҫук, кӗвви ҫеҫ пӗр чарӑнмасӑр янрать.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Хӑшӗсем, ав, ҫырмари сӑмса тутри пысӑкӑш лаптӑк ҫинче те пахчаҫимӗҫ туса илме талпӑнаҫҫӗ. Хӑлтӑр-халтӑр ҫуртлӑ дача пулсан та вӗсем савӑнмаллипех савӑнӑччӗҫ. Кун пек ҫуртра пурӑнакансем ҫырмара хурт-кӑпшанкӑ пек чакалтанакансене епле йышӑнаҫҫӗ-ши?» — шухӑшлатӑп ӑшӑмра.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
Чӑваш чӗлхине вӑтам шкулта анчах мар, аслӑ шкулсенче те вӗреннине, чӑваш фонетики ҫинчен чӑвашла вӗренӳ хатӗрӗсем, тӗпчев ӗҫӗсем, статьясемпе кӗнекесем ытларах ҫырма кирлине шута илсен, фонетика терминологине пуянлатса йӗркелессине паянхи чи кирлӗ ӗҫсен шутне кӗртмелле.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Географ, патшалӑх деятелӗ, географи наукисен кандидачӗ, доцент, Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, профессор, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экологӗ, СССРӑн халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ Федор Александрович Карягин (01.06.1945) 80 ҫул каялла Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ.
Пирӗн ентешсем // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/53795-pir- ... -enteshsem
Эсир юратса вулакан «Тӑван Атӑл» литературӑпа культура тата искусство журналӗ (асӑрхӑр - тӑван чӑваш чӗлхипе патшалӑх шайӗнче кун ҫути куракан пӗртен-пӗр журнал) малашне те чӑваш ҫыравҫисен, сӑвӑҫисен, публицисчӗсемпе критикӗсен чи лайӑх хайлавӗ-тӗпчевӗсемпе паллаштарӗ.
«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗн историне Семен Андреевич Воробьев (1896-1971 ҫ.ҫ.), Григорий Евграфович Васильев (1904-1996 ҫ.ҫ.), Александр Романович Романов (1909-1983 ҫ.ҫ.) ҫырнӑ алӑ ҫырӑвӗсемпе, ватӑ асаттесемпе асаннесем каласа хӑварнисемпе, Чӑваш, Тутар Республикисен архив хучӗсемпе усӑ курса ҫырнӑ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14


