Корпус чувашского языка

Короткие

Унтан, упӑшкине парӑннӑн курӑнма тӑрӑшса, куҫ айӗн Микула ҫине ӑмсанса пӑхрӗ те: — Эсир каччӑ чухнехине аса илсе ӗҫрӗр, манӑн мӗне аса илсе ӗҫес-ши? — терӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак ҫулсем мӗнле иртнине те сисмерӗмӗр, пурнӑҫӑн телейлӗ те ҫутӑ саманчӗсем ҫеҫ асра юлчӗҫ, пӗрле ҫӗнтерекен йывӑрлӑхсемпе нушасене айккинче хӑвартӑмӑр.

Помоги переводом

Вӗсен союзӗ нумайӑшӗсемшӗн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... -h-3815610

— Пултаратӑп-и ку тыткӑнран хӑтӑлма? — Вӑл аялалла пӑхрӗ, ҫав тери аякра пек туйӑнакан бетон плита сарнӑ ҫула асӑрхарӗ, ун тӑрӑх утса ҫӳрекенсене ӑмсанчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Этем организмне ӳсме, тӗрекленме, пурӑнма кирлӗ витаминӗсем те (ҫав шутра ҫӑвӗ те, белокӗ те, углеродӗ те), ытти усӑллӑ япалисем те ҫав «ырлӑхранах» пулчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Иванов кунти ӗҫсемпе тӑтӑшах паллашсах, «Зелена долина» кооперативӑн председателӗпе С.Михайловпа ҫыхӑну тытсах тӑрать.

Помоги переводом

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Йӗпе вӑхӑт сукмаксене те хӳмесен хӗррипе кӑна хӑварсан, кассене гусеницӑллӑ тракторсем кӑна кӗреекен вӑхӑт ҫитсен урама эпир - шӑтӑрнакҫӑсем тухаттӑмӑр.

Помоги переводом

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

Эсӗ ман куҫӑм умне сӗм аваллӑха кӑларса тӑрататӑн, эсӗ пулас ӗмӗрсене ҫывхартатӑн, этем ӗмӗр тӑршшӗнче курни-илтнине ик-виҫ сехетре кӑтартма пултаратӑн…

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Эхмемет хӑй ытла хӑюланса вырӑнсӑр япала персе янине сисрӗ те, кӑна вырӑссем ӑнланмарӗҫ-ши тенӗ пек, воеводӑсем ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятман, вӑл каланине ҫырса пырас пек, умне пӗр листа шурӑ хут сарса хунӑ, аллине кӑранташ тытнӑ, анчах хӑй ҫырмасть, пуҫне кӑшт чалӑштарса итлесе ҫеҫ ларать.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксене вӗрентекен учительсене те, ҫавсен сывлӑхне сыхлакан врачсене те патшалӑх влаҫӗнче ларакансем хӑйсем хытӑ чӑмӑртанӑ чӑмӑрӗнче тытса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Ҫавӑнпа эпир: савӑчӗ те лайӑх, илемлӗ, тӗплӗ тунӑ япала пултӑр, ун ӑшӗнче ӗҫме-ҫиме те чуна кантармалла, чӗре ҫумне ҫыпӑҫмалла, усӑллӑ япала пултӑр тетпӗр».

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Сӑмахран, Люба тӑвакан деталӗн ӗҫ процесӗ темиҫе минутран тӑрать, унта питӗ нумай операцисем, ман шутпа, ҫавӑн пек кӑткӑс ӗҫӗн норми чӑннипех те тӗрӗс мар.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тӗп урамсем тӑрӑх утнисем ҫамрӑксем валли нумайрах ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме, ватӑсене ытларах пулӑшма, экономикӑн пӗтӗм отрасльне аталантарма чӗнсе каларӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫӗр варринче йӗркеллӗ пӗлсе те ҫитереймен ҫынпах хӑюллӑн, ним шухӑшламасӑр ҫӳреме пултарни… ку — ун ҫулӗсенчи хӗрачасенчен сахалӑшӗнче тӗл пулать пулӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫак идеологи, искусствӑ чаршавӗпе витӗнсе, этемӗн чи тискер инстинкчӗсене сисӗнмелле мар вӑрттӑн чӗртсе, ҫамрӑксен юнне наркӑмӑш сӑрхӑнтарса кӗртесшӗн.

Помоги переводом

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Тӑванӗсем каласа хӑварнӑ тӑрӑх, Г.Козлов салтак 1942 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Атӑл урлӑ Сталинград хулине каҫнӑ чухне тӑшман вӑйлӑ персе тӑнӑ вӑхӑтра вилнӗ.

Помоги переводом

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Тен, кунта тата темле сӑмахсем каламаллаччӗ пулӗ, пӗр-пӗрне йӑпатмаллаччӗ пулӗ, тен, ҫемҫелнӗ чуна тытса чараймасӑр куҫҫульпех уйрӑлсан авантарахчӗ пулӗ.

Помоги переводом

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Диод ламписемпе усӑ курни, вӗсене кирлӗ вӑхӑтра ҫутса сӳнтерни тата усӑ курнӑ электроэнергие счетчик шутлани укҫа-тенке икӗ хутчен перекетлеме май панӑ.

Помоги переводом

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

— Вӑт, хамӑр инкеке, тапратрӑмӑр та ҫак пӳрт-ҫурт нушине… — хаклӑ хӑнасене ҫапла уй варринче кӗттерсе тӑнӑшӑн хӑй айӑплӑ пулнӑн, шутсӑр аванмарланчӗ хӗр.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫав вӑхӑтра эпӗ мӗнпур стипендие те, пушӑ чухне вагонсемпе карапсем пушатнӑ ҫӗрте ӗҫлекелесе тупнӑ укҫана та пӗтӗмпех хамӑн опытсене тунӑ ҫӗре ярса пынӑ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней