Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Вара вӗсем, хӑйсен мӗнпур вӑрҫӑ кӑралне йӑтса, тапӑра кайӗҫ те Ассири ҫарӗн ҫулпуҫӗсене вӑратӗҫ, унтан Олоферн чатӑрӗ патне чупӗҫ, анчах ӑна тупаймӗҫ; ӗнтӗ вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ те сирӗнтен тарма пуҫлӗҫ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем выҫӑпа касӑхма пуҫлӗҫ, вӗсен арӑмӗсемпе вӗсен ачисем, пирӗн хӗҫ тивмесӗрех, урамра, хӑйсен килӗ умӗнче кая-кая ӳкӗҫ; 15. хирӗҫ тӑнӑшӑн, хӑвна хапӑлласа кӗтсе илменшӗн эсӗ вӗсене ҫапла хаяррӑн тавӑрӑн, тенӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ ӑна: кайӑр, ӑнӑҫу пулӗ сирӗн, вӗсем сирӗн аллӑра ӳкӗҫ, тенӗ.И сказал тот: идите, будет вам успех, и они преданы будут в руки ваши.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тапранӑр, ҫула тухӑр, Арнон юхӑм шывӗ урлӑ каҫӑр; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Сигона — Есевон патшине, аморрей ҫыннине — тата унӑн ҫӗрне паратӑп; ҫав ҫӗре ярса илме хатӗрлен, унпа вӑрҫӑ вӑрҫ; 25. ҫак кунран тытӑнса Эпӗ тӳпе айӗнчи пур халӑха та сан умӑнта хӑратса та сехӗрлентерсе тӑрӑп; сан ҫинчен илтнисем чӗтресе, санран сехӗрленсе ӳкӗҫ, терӗ Турӑ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 3. ҫак ту тавра ҫӳресе ҫитӗ сире, ҫурҫӗрелле ҫаврӑнӑр; 4. халӑха хуш, кала: эсир хӑвӑр тӑванӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫӗрӗсем урлӑ иртӗр, вӗсем сирӗнтен хӑраса ӳкӗҫ; 5. анчах вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарасран сыхланӑр, Эпӗ сире вӗсен ҫӗрне ура лаппи пусмалӑх та памастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Сеир тӑвне Исав аллине панӑ; 6. апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӗмӗлле туянса ҫийӗр, шывне те вӗсенчен кӗмӗлле туянса ӗҫӗр; 7. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ тӑвакан пур ӗҫе те пилленӗ, эсӗ ҫак аслӑ [та хӑрушӑ] пушхирте ҫӳренӗ чухне сан хутна кӗрсе тӑнӑ; акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӗрӗх ҫул санпала пӗрле; эсӗ ҫитменлӗх мӗнне пӗлмерӗн, терӗ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсен чӗрине тӑшманӗсен ҫӗрӗнче шиклӗ тӑвӑп, вӗсем ҫулҫӑ чӗтӗренине илтсессӗн те тарма пуҫлӗҫ, хӑйсене хӗҫпе хӑваланӑран тарнӑ пек тарӗҫ; никам хӑваламасӑрах ӳксе пӗтӗҫ, 37. хӗҫ касса ӳкернӗ пек, пӗр-пӗрин ҫине такӑнса ӳкӗҫ, никам хӑваламан чухнех ҫапла ӳкӗҫ, тӑшманӑрсене хирӗҫ тӑма сирӗн хал ҫитеймӗ; 38. эсир ҫав халӑхсем хушшинче вилсе пӗтетӗр, сире хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗ ҫӑтса ярӗ; 39. сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗнче хӑрса пӗтӗҫ; хӑйсен ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑрса пӗтӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.