Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эс мӗн, шикленсе ӳкмерӗн пулӗ те пӗрре курсах юратса пӑрахрӗ ку тесе? — кулчӗ хӗр.
5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Чирлесе ӳкмерӗн пуль те?
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Ак, ҫавра ҫил сана ҫӗклерӗ — Вӗҫетӗн эс пӗтӗрӗнсе, Ҫӗре те ҫаврӑнса ӳкмерӗн — Пыратӑн-ҫке сӗтӗрӗнсе.
IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫавӑнтах пуҫне Телегин енне пӑрчӗ те: — Эс вара, Иван, аптрамастӑн. Каласса пӗр сӑмах каламарӑн та, хӑраса та ӳкмерӗн. Маттур, — терӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
1. Эфес Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса Тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ варринче Ҫӳрекенӗ сана ҫапла калать: 2. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, эсӗ чӑтнине, эсӗ аскӑнчӑксене тӳсме пултарайманнине тата эсӗ хӑйсене апостол тесе калакансене сӑнанине те Эпӗ пӗлетӗп; эсӗ вӗсем апостолсем мар, ултавҫӑсем иккенне ӑнланса илтӗн. 3. Эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн нумай тӳсрӗн, пӗрех хавшаса ӳкмерӗн. 4. Анчах санӑн Ман умӑмра айӑпу пур — эсӗ малтанхи пек юратмастӑн. 5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ху малтан мӗнле пулнине астуса ил те — ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та, ӳкӗнмесессӗн, санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫарӑп. 6. Ҫапах та санӑн лайӑххи пур: эсӗ Николай хыҫҫӑн кайнисенӗн ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене Эпӗ те кураймастӑп. 7. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене Туррӑн рай варринчи чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫитерӗп».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1