Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Хӑвӑр ӗҫӗрсене кӑтартӑр, тет Ҫӳлхуҫа; хӑвӑр мӗн тунине ҫирӗплетсе парӑр, тет Иаков Патшийӗ.21. Представьте дело ваше, говорит Господь; приведите ваши доказательства, говорит Царь Иакова.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӑвӑнӑр, тасалӑр; усал ӗҫӗрсене Манӑн куҫӑм умӗнчен шӑлса ывӑтӑр; усал тума чарӑнӑр; 17. ырӑ тума вӗренӗр, тӳрӗлӗхе шырӑр, пусмӑр тӳсекене хӑтарӑр, тӑлӑха хӳтӗлӗр, тӑлӑх арӑма кӳрентерме ан парӑр.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патшалӑхӑра сире Ҫӳлхуҫа панӑ, вӑй-хӑват та — Ҫӳлти Турӑран, Вӑл сирӗн ӗҫӗрсене тӗпчӗ, шухӑшӑрсене тӗрӗслӗ: 4. эсир, Унӑн патшалӑхӗшӗн ӗҫлес ҫынсем, тӳррипе сут туман, саккуна уяман, Турӑ ирӗкӗпе пурӑнман.
Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пухнӑ та вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ: 2. ултӑ кун ӗҫӗрсене тӑвӑр, ҫиччӗмӗш кунӗ сирӗн сӑваплӑ пулмалла, Ҫӳлхуҫашӑн канӑҫлӑх шӑмачӗ пултӑр: ҫав кун ӗҫлекен кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса парӗҫ; 3. пӗр килӗр-ҫуртӑрта та шӑматкун вут ан чӗртӗр.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.