Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫченӗсен (тĕпĕ: ӗҫчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах, кунта профсоюз ӗҫченӗсен витӗмӗ те пур.

Помоги переводом

Ӗҫ укҫине ӳстересси — малта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61036

Колхозлӑ ял ӗҫченӗсен кулленхи пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне сӑнласа паракан произведенисем татах кӑларма палӑртнӑ: Вл.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Сӑмах май пирӗн ҫакна палӑртса хӑварас килет: колхозлӑ ял ӗҫченӗсен пурнӑҫне сӑнласа паракан хӑш-пӗр произведенисене вулатӑн та унти чылай вырӑнсене, конфликтсене ӗненместӗн, мӗншӗн тесен авторӗ вӗсене чӑн пурнӑҫран илмен, хӑй пуҫӗнчен шухӑшласа кӑларнӑ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Культура ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри профессионаллӑ союзӗн округри уйрӑмӗн председателӗ В. В. Тимофеева «Чувашреспроф» организацин Хисеп грамотисемпе «Централизациленӗ клуб системи» АУ специалистне В. Г. Гибатдиновӑна, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Элпуҫ культура ҫурчӗсен заведующийӗсене А. И. Любимовӑна, Л. В. Носовӑна Чӑваш профсоюз рескомӗн Хисеп грамотисемпе Урмаел культура ҫурчӗн заведующине И. Х. Зиатдиновӑна, Йӳҫ Шӑхаль, Хирти Сӗнтӗр культура ҫурчӗсен культорганизаторӗсене С. В. Шагаровӑпа Н. В. Шатиловӑна наградӑланӑ.

Помоги переводом

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Мартӑн 25-мӗшӗ — Культура ӗҫченӗсен кунӗ.

Помоги переводом

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Кӑҫал ЯХПК ӗҫченӗсен 600 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, 80 гектар куккурус, 70 гектар люцерна акса хӑвармалла.

Помоги переводом

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Пӗлтӗр районти ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Юрий Зоринпа Леонид Пронин Надежда Разиновнана асӑнмалӑх парнесем, чечек ҫыххи парса чысланӑ.

Помоги переводом

Ҫитсе пыракан ҫутӑ уявпа саламлатпӑр! // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... lamlatpar/

Паллӑ пичет ӗҫченӗсен хушшинче ку ятсене сахал илтетӗн, ҫапах та Алексей Александров, Ксения Романова, Константин Доброхотов, Анастасия Сайкова, Ксения Кошелева интернетра чӑвашла ҫырса тата калаҫса сахал мар аудитори пухнӑ.

Помоги переводом

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Хӑйне евӗрлӗ справкӑпа биографи кӑларӑмне хатӗрлес шухӑш тахҫанах ҫуралнӑ, пултарулӑх ӗҫченӗсен союзӗ 90 ҫул ҫитнӗ тӗле кӗнеке кӑларма вара 2010 ҫулта республикӑн Журналистсен союзӗн XVII съездӗнче йышӑннӑ.

Помоги переводом

Энциклопеди - «Раҫҫей журналистикин ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫинче // Надежда ОСИПОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Елчӗкри информаципе культура центрӗнче малтан районти культура ӗҫченӗсен пӗтӗмлетӳллӗ канашлӑвӗ иртрӗ.

Помоги переводом

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Уяв хӑнисене культура ӗҫченӗсен, «Мерчен» ансамблӗн, «Хавхалану» ташӑ ушкӑнӗн, Елчӗк тата Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗсен вӗренекенӗсен, округ центрӗнчи ача сачӗсенчи шӑпӑрлансен юрри-ташши илем кӳчӗҫ.

Помоги переводом

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Шалти ӗҫсен пайӗн ӗҫченӗсен тӗп тивӗҫӗ ҫынсем саккунсене пӑхӑнса пурӑнччӑр, йӑнӑш ҫул ҫине ан тӑччӑр, вӗсен прависене ан пӑсчӑр тесе тимлесси пулса тӑрать.

Помоги переводом

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

— Тепӗр вуникӗ кунтан сирӗн уяв — Вӑрман хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫӗр ӗҫченӗсен уявӗччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов, унӑн пӗрремӗш заместителӗ Вячеслав Горбунов, Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Вячеслав Алексеев, ял хуҫалӑх предприяти-организацийӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем акнӑ-лартнӑ уйсене пӑхса ҫаврӑннӑ.

Помоги переводом

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

Ҫӗр ӗҫченӗсен уявӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, поэтесси тата журналисчӗ Альбина Юрату та пулчӗ.

Помоги переводом

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Акатуй – ҫӗр ӗҫченӗсен чи аслӑ та хаваслӑ уявӗ.

Помоги переводом

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Медицина ӗҫченӗсен профсоюз комитечӗн председателӗ Елена Минаева та сӑмах илчӗ, ӗҫтешӗсене ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хӑват сунчӗ.

Помоги переводом

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Иртнӗ эрнекун районти «Ласточка» кану базинче Медицина ӗҫченӗсен кунне паллӑ турӗҫ.

Помоги переводом

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, суту-илӳ ӗҫченӗсен тӗп пайӗ вӑл - хӗрарӑмсем.

Помоги переводом

Суту-илӳ ӗҫченӗсене мухтав! // Чӑвашстат. http://putpobedy.ru/publikatsii/11109-su ... ne-mukhtav

Ӑна Чукун ҫул ӗҫченӗсен урамӗ тенӗ.

Помоги переводом

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней