Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла кӑмпасемпе мӑй таран тутӑ пулса, Ула Тимӗр, лӑнкӑрт-лӑнкӑрт лӑнкӑртатса, кӗленчерен шыв ӗҫрӗ, тутине ал лаппипе типтерлӗн шӑлса илчӗ, вара шывӗ чӑх сыпса тӑранмалӑх ҫеҫ юлнӑ кӗленчине рюкзакӑн ҫиелти пӗр кӗсйине чикрӗ, ҫав сулӑмпах хӑйне, рюкзакне, ӑҫта кирлӗ — тӳмелерӗ, ӑҫта кирлӗ — тӑтӑхлӑ, тӑп-тӑп ҫыхрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл тухтӑрсем ҫырса панӑ эмеле ӗҫрӗ те ҫиттийӗпе витӗнсе выртрӗ.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Кӗҫтук пӗр вӗҫӗмсӗр пирус мӑкӑрлантарчӗ, хӑйне валли амӑшӗ ятарласа пылпа вӗретнӗ эрехе пӗчӗккӗн яра-яра ӗҫрӗ, анчах усӗрӗлмерӗ, ӳсӗрме те чарӑнмарӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кӑкӑрне ярса тытса, урама илтӗнмелле ӳсӗрчӗ, кӗл витрине юнлӑ сурчӗ…
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Матви тӑвӑрланӑ хӑяр шывне чӗрес хӗрринчен ӗҫрӗ те каллех выртрӗ, ывӑлӗ вуласа кӑтартнӑ кӗнеке пирки шухӑшларӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пӗррехинче, сухаран хытӑ ӗшенсе, тарласа таврӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл пӗр курка сивӗ уйран ӗҫрӗ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Дело мастера боится, — терӗ вӑл, хӑрӑлти сассипе ахӑлтатса, вара пӗр черкке тултарса ӗҫрӗ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Чунӗ кӳтсе ҫитнӗ Лавр Кузьмич хӑйӗн ытарайми сачӗ ҫине тек пӑхма пултараймарӗ, пӳрте кӗчӗ те икӗ курка хаяр кӑрчама ӗҫрӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫакна пӗлсен, Лавр Кузьмич артель мастерскойӗнчен сиксе тухрӗ те ҫывӑхри киоскра умлӑ-хыҫлӑ икӗ курка сӑра ӗҫрӗ, ҫапах хыпса ҫуннӑ ӑшне кантараймарӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Кунӗпе арӑмӗшӗн пӑшӑрханса пӗтнӗ, ывӑнса ҫитнӗ ҫын пӗр стакан эрехе ҫараллах ӗҫрӗ те, костюмне, ҫӑм аттине хывмасӑр диван ҫине ӳкрӗ, ирччен пӗр хускалмасӑр, куҫне хупмасӑр выртрӗ…
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Ах-анчах санпала! — Лавр Кузьмич, тарӑхнипе тек ним калаймасӑр, буфетри графинтан пӗр стакан эрех тултарса ӗҫрӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Буфетран эрех графинӗ илсе, икӗ черкке харӑс тултарса ӗҫрӗ, кӑшт ҫӑмӑлланнӑ пек туйрӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ӑш ҫунние аптранӑ Лавр Кузьмич чашкӑрса йӳҫекен кӑрчамана икӗ курка умлӑ-хыҫлӑ ӗҫрӗ те ура шӑнӑрӗсем ҫемҫелнине туйрӗ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Борис, ҫӳҫенсе, пит-куҫне пӗркелентерсе, пӗр сыпкӑм ӗҫрӗ те ҫавӑнтах пӗрӗхтерсе кӑларчӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Рита хывӑнмарӗ, кӗске кӗрӗк тӑхисене вӗҫертрӗ кӑна, вара, сӗтел хушшине ларса пӗр стакан вӗри кофе ӗҫрӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Василий Викторович пӗр стакан сивӗннӗ чей ӗҫрӗ те диван-кравать ҫине ҫывӑрма выртрӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Хӗрнӗ май татах та ытларах ӗҫрӗ, мӑшӑрӗ асӑрхаттарни те пулӑшмарӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Михха лӑнкӑртаттарсах ӗҫрӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула ӗҫрӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лукарье тултарса панӑ пыл сӑрана та тутанмасӑрах ӗҫрӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эрех ҫунтарни иртсен, пыл-сӑра пылакне тутанса ӗҫрӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.