Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫнӗ (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эпӗ каларӑм пулӗ хӑҫан каймаллине? — тет Илле тӗпеле шавлӑн утса кайса шыв ӗҫнӗ хыҫҫан — Тепӗр эрнерен каяс пулать…

— Я ведь тебе говорил, когда косить, — по-хозяйски протопав к кадке с водой и шумно напившись, громко говорит Илле, — Через неделю надо ехать…

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шерпет ӗҫнӗ пек вӗт!

Ну не пиво у тебя, шербет настоящий!

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗҫнӗ те ҫав, ҫинӗ те, Йӗркипеле сикнӗ те; Унсӑр пуҫне еплелле Тӑвас тетен праҫнике?

Помоги переводом

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӑнана кайсан сим пыл ӗҫнӗ чух алтӑрне тытма ҫеҫ мар, хуҫипе этемле калаҫма та пӗлес пулать.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чей ӗҫнӗ ҫӗрте унта пирӗн пеккисене нумай тытмаҫҫӗ.

Помоги переводом

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь эп анне тунӑ сӑрана пӗр янтав ӗҫнӗ пулӑттӑм.

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫкӗ ӗҫнӗ пек туса вӑрттӑн пухусем ирттерет.

Помоги переводом

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кучченеҫ кукли ҫисе чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн Катя килне кайма хатӗрленчӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫемҫе зонд ҫӑтса икӗ сехет выртрӗ кушетка ҫинче Эльгеев: аш экстракчӗ ӗҫнӗ хыҫҫӑн — пӗр сехет, ӳте гистамин шӗвекӗ ярсан — тепӗр сехет.

Помоги переводом

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пирӗн стариксем — ман упӑшкапа Зина мӑшӑрӗ — кӑшт сыпсанах ҫак юрра юрлатчӗҫ, — терӗ Анна Ивановна, стаканри сӑрине тутанса ӗҫнӗ май.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чей ӗҫнӗ хушӑра профессор Эльгеев ӗҫӗ-хӗлӗсем ҫинчен ыйтса интересленчӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сухарипе чей ӗҫнӗ май Ваня пуҫ мими муляжне уҫса хучӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хутӑштарнӑ спирт ӗҫнӗ хыҫҫӑн чӗлхисем уҫӑлчӗҫ хӑнасен.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Такам сӗннӗ ӑна тӳрех ураран ӳкерекен сим пыл, темле майпа ун пекех шалтти ӗҫнӗ Яхуте ҫав япалана.

Помоги переводом

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукайӑн хӑна-вӗрле пуҫтарма тӗл килсен вӑл ял ҫыннисенчен чи малтан алманчӑна чӗнтернӗ, алманчӑ ӗҫкӗ ӗҫнӗ чухне ун кӗрекинче чи хисеплӗ вырӑнта мӑрсапа ун арӑмӗ сарӑлса ларнӑ.

Помоги переводом

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗҫме юрать, Тукай куназ, — терӗ вӑл пӗр-ик курка ӗҫнӗ хыҫҫӑнах, — пуҫа ҫухатма юрамасть.

Помоги переводом

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Наркӑмӑш ӗҫнӗ терӗҫ…

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫитменнине тата, аптекӑран илсе килнӗ эмел те ашшӗ ӗҫнӗ эмел пекех таса тикӗт шаршиллӗ!

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр стакан ҫӑра чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн тин сиксе тӑчӗ:

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Старикпе курнӑҫса калаҫнӑ пекех туйӑнать, — чей ӗҫнӗ май сӑмахларӗ вӑл.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней