Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫне (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аграрисен ӗҫне тивӗҫлипе хакланӑ.

Помоги переводом

Республикӑра - виҫҫӗмӗш! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11681-re ... -vicc-m-sh

Ҫавӑнпа авӑн уйӑхӗнчи сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ вырӑнсенчи пуҫлӑхсен ӗҫне хакламалли аргументсенчен пӗри пулса тӑни куҫкӗрет.

Помоги переводом

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Епле хаклама пӗлеҫҫӗ иккен ҫыннӑн ӗҫне!

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ӗҫне вӑл, чӑн та, виҫӗ ҫыншӑн туса пычӗ темелле.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Хӗрсем ҫапах та каҫсерен пӗр ҫӗре пухӑнса ал ӗҫне тума та манмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Пурпӗр юрату Хӑватлӑ улӑп евӗр Хӑй ӗҫне тӑвать: Чуна хӑват парать.

Помоги переводом

Эс ӑҫта, савниҫӗм? // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 54-55 с.

Хуллен-хуллен вӑл кайнине куратӑп, Ӗҫне вӑл турӗ — ун ӑсанмалла.

Помоги переводом

Санпа тӑсасчӗ ман кун-ҫулӑма // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 53 с.

Сухаласа тӑкнӑ кӑпӑшка хура уйра вӑл тракторист ӗҫне тӗрӗслет, мӗн тарӑнӑш сухаланине виҫсе пӑхать.

На черном, вспаханном поле он проверял работу тракториста, измерил глубину пахоты.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

— Трактор ӗҫне кӑшт пӗлетӗп вӗт-ха эпӗ.

— Я ведь немного знаю как работать на тракторе.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ҫу каҫа вӑл тракторист ӗҫне те самай хӑнӑхрӗ.

За лето она даже хорошо освоила работу тракториста.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан тата аслӑ шкулсенче вара вӗсен ӗҫне коммерциллӗ майпа йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Унашкал пӗрлӗх сахал мар вӗт: инвалидсен, ҫар ӗҫне хутшӑннисен канашӗсем, «Чӑваш Ен» фонд тата ытти.

Помоги переводом

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Митя хӑйӗн ӗҫне, тепӗр хут ҫырса илсе, сӗтел ҫине пырса хучӗ.

Помоги переводом

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ну, Митенька, ҫырса пӗтер, — терӗ вӑл ҫинҫе сассипе, хреснай ывалӗн ӗҫне пӑхса.

Помоги переводом

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анастасия Александровна унӑн ӗҫне ӑшра вуласа тухрӗ те кӑмӑллӑ пит-куҫпа сӗтел ҫине пырса хучӗ.

Помоги переводом

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ваҫҫа хӑй каласа кӑтартать, мухтанать вӑл Шӗшлӗ таврашӗсем хӑйсен киревсӗр ӗҫне чеелле тума пӗлнипе.

Помоги переводом

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Урӑх нихҫан та каяс марччӗ ӗнтӗ Шӗшлӗ ӗҫне.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анчах ашшӗ ӗҫне кура сана ҫак кашӑк тесен намӑсланса кайрӗ.

Помоги переводом

Мӗне тивӗҫ? // Любовь Федорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 14 с.

Людмила Сидоровна общество ӗҫне те хастар хутшӑнать - хӗрарӑмсен тата ветерансен юхӑмӗсен активисчӗ вӑл.

Помоги переводом

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

- Михаил Васильевич нумай калаҫмасть, ӗҫне халӑх нушине шута илсе туса пырать.

Помоги переводом

Кая юлса пӗлнӗ ҫӗнӗ хыпар // Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней