Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пухура пулнисенчен пӗри ехусене пӗтерме кирлӗ тесе шутланӑ, хӑйӗн шухӑшне вӑл ӗнентермелле сӑлтавсемпе ҫирӗплетсе панӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл ӗнентермелле пуҫне сулчӗ те, ман еннелле куҫ хӗссе илсе, тепӗр хут: — Ӗнентереймесен, — гипнозпа усӑ курӑр! — терӗ.Он утвердительно кивнул головой и, подмигнув мне, повторил: — Невозможно убедить — гипнотизируйте!
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Вӑл, каллех куҫӗсене ҫурма-хупса, ӗнентермелле сасӑпа калама пуҫларӗ.Он снова полузакрыл глаза и начал говорить внушительным тоном:
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
— Паллах, ҫапла! — терӗ вӑл, хӑйне хӑй питӗ ӗненнӗн, — Анчах, — терӗ вӑл, аллисене ҫӗклесе, ӗнентермелле, — эпӗ ҫав хушӑрах американец, ҫавӑнпа та — питӗ ҫирӗп моралист…
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
— O, эпӗ! — терӗ вӑл, ӗнентермелле пуҫне сулса.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Вӑл ман ҫине тимлӗн пӑхса сухалӗ ӑшнелле кулса илчӗ те, ҫирӗппӗн, ӗнентермелле калаҫса пӳлӗм тӑрӑх уткалама пуҫларӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл ман ҫине тишкерӳллӗн пӑхса илчӗ, пӗр хушӑ шарламасӑр ларчӗ, унтан вара татӑклӑн, ӗнентермелле калаҫма тытӑнчӗ, — ку шухӑшсене вӑл тӗплӗн шухӑшлас хатӗрленӗ пулмалла.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Кӑна Го Цюань-хай та ӑнланчӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ӗнентермелле сӑмахӗсене чи кирлӗ вырӑнта усӑ курма пуҫларӗ.Го Цюань-хай понял это и вонзил острие своих доводов в самое чувствительное место:
XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Комиссар хӑйӗн сӑмахне пурне те ӗнентермелле сӑмахсемпе вӗҫлерӗ.
5. 1941 ҫулхи июнӗн ҫирӗм иккӗмӗшӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Каласа ӗнентермелле мар йывӑр хуйхӑ пусрӗ чӗрене.
«Анне, яр мана!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ӗнентермелле ҫеҫ мар, персе пӑрахмаллаччӗ!
3. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Вӑл йӑлтах пӗлет, пурин ҫинчен те ӗнентермелле тата яланах тискерле калать.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл вӗсене пулас йывӑрлӑхсем ҫинчен тӗплӗн пӗлтерчӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах хӑйсем ҫӗнтерессе шанса тӑнине ӗнентермелле каласа пачӗ.Подробно охарактеризовав все трудности, которые их ожидают, он выразил полную уверенность в победе.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ нумайранпа пуранмастӑп, маншӑн вӑл нимех те мар — Лира мана питрен пӑхать те мӗн пултарнӑ таран ӗнентермелле калаҫма тытӑнать:
67 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Вӑрлама юрамасть, — васкамасӑр, ӗнентермелле ӑнлантарать вӑл.— Воровать нельзя, — неторопливо, вразумительно объясняет он.
44 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вара аслӑ Стеклов пурне те ӗнентермелле каласа хучӗ:
16 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Манӑн акӑ каласа ӗнентермелле.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Ҫакӑ, паллах, Саида аппарачӗсен айӑпӗ мар, — хӑйне-хӑй тытма пӗлсе тата ӗнентермелле каларӗ вӑл.Это, конечно, не вина аппаратов Саиды, — сдержанно и убедительно говорил он.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Ҫак хисепӗн пӗлтерӗшне ӑнланас пулать! — хӗрсе те ӗнентермелле каларӗ вӑл малалла.— Надо понять значение этой суммы! — продолжала она горячо и убедительно.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Эпир сирӗнпе пӗр кун кӑна паллашнӑ-ха, — пӑлханса та пӗр такӑнмасӑр малалла каласа пачӗ Синицкий, — мана лайӑххӑн та пӗлместӗр-ха эсир, — ӗнентермелле калать вӑл, — анчах эпӗ туятӑп…
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.