Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗрейменччӗ (тĕпĕ: ӗлкӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл лайӑх тавҫӑрса илме те ӗлкӗрейменччӗ, унӑн пуҫне хыҫалалла туртса илчӗҫ те ҫӑварне тирӗкри пылак шыва ячӗҫ.

Но не успела она опомниться, как ей запрокинули голову и вылили воду в рот.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хул касакан Суньӑн хушаматне каласа та ӗлкӗрейменччӗ, лавҫӑ хурама айӗнче тӑракан улма-чӑпар ӑйӑр патне ыткӑнчӗ.

Едва оспопрививатель собрался произнести имя Суня, как старик опрометью кинулся к вязу, возле которого стоял облюбованный им конь.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗвел шӑп кӑнтӑр тӗлне хӑпарса ҫитме те ӗлкӗрейменччӗ, умра лӑпсӑркка йывӑҫсем айне путнӑ хӗрлӗ чул ҫуртсем курӑнма пуҫларӗҫ.

Не успело еще солнце переместиться в южный край неба, как впереди уже показались красные кирпичные дома, утопающие в темной зелени.

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сунь хӑйне кирлӗ пек тума та ӗлкӗрейменччӗ, ҫамрӑк арӑмӗ чӗркуҫҫисем ҫине сиксе тӑрса тархаслама пуҫларӗ:

Но не успел Сунь принять нужную для этого позу, как младшая жена опустилась на колени и взмолилась:

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Метробий апат ҫисе тӑранма та ӗлкӗрейменччӗ, шап-шурӑ шуралса кайнӑ Эвтибида пырса та кӗчӗ.

Не успел он насытиться и наполовину, вошла как Эвтибида, с бледным лицом.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Дуремар ҫак сӑмахсене калама та ӗлкӗрейменччӗ, Карабас Барабас мӗнпур вӑйпа мӗкӗрсе ячӗ:

Не успел Дуремар произнести эти слова, как Карабас Барабас завопил что есть мочи:

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ялтан тухма та ӗлкӗрейменччӗ, вӗсене винтовкӑсенчен пеме пуҫларӗҫ.

Не успели они выйти из деревни, как по ним открыли огонь из винтовок.

26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӗсем выртма хатӗрленме те ӗлкӗрейменччӗ, пӳрте Вук кӗчӗ те партизансен хӑйсене сыхлануллӑрах тытма кирли ҫинчен каларӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Равногорски комитет членӗн тата кантурти ҫыруҫӑн ҫуртӗнче.

Но только они улеглись, как пришел Вук и сказал, чтобы они были осторожней, это дом члена равногорского комитета и писаря общинного управления.

25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хуҫа пулӑшнипе вӑл сӗт тултарнӑ виҫҫӗмӗш флягӑна пиҫиххинчен ҫакса яма та ӗлкӗрейменччӗ, ялта кашни кил-ҫурт умӗнчех винтовкӑсемпе автоматсенчен пени янӑраса кайрӗ.

Но не успел Евта с помощью хозяина подвесить на ремень третью фляжку с молоком, как по всей деревне, чуть не в каждом дворе, затрещали винтовки и пулеметы.

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Партизансем вӑрман хӗрринче позици йышӑнма та ӗлкӗрейменччӗ, аялтан тӑруках пулеметсенчен вӑрӑм черетпе пеме пуҫларӗҫ.

Не успели еще партизаны занять позицию на опушке леса, как внизу под ними уже затрещали долгие очереди пулемета.

7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Анчах пӗр ҫакӑ кӑна мар асӑрхамасӑр иртнӗ — ҫавӑн пекех, Наталья хӑй хӗрне, Еленӑна, сисмен ҫӗртенех кӗпӗрнене пӗчӗк хура мӑйӑхлӑ йӗкӗте, пуян ювелир ывӑлне качча пачӗ; ҫавӑн пекех июнь уйӑхӗнчи шӑрӑх кун кӑнтӑрла, тӑвӑл умӗн, хунямӑшӗ, юлашкинчен, сывлайми пулса ҫитсе, вилсе кайрӗ; ӑна кравать ҫине хума та ӗлкӗрейменччӗ — таҫта, ҫывӑхрах, аҫа ҫапса пурне те хӑратса пӑрахрӗ.

Не одно это событие прошло незаметно; так же незаметно Наталья просватала и выдала замуж дочь Елену в губернию за бойкого парня с чёрненькими усиками, сына богатого ювелира; так же, между прочим, умерла наконец, задохнулась тёща, знойным полуднем июня, перед грозою; ещё не успели положить её на кровать, как где-то близко ударил гром, напугав всех.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӗсем ӑшӑнма та ӗлкӗрейменччӗ, Рогов талӑк хушшинче виҫӗ баржӑпа мӗн-мӗн тиесе яни ҫинчен пӗлтерме тытӑннӑччӗ кӑна, пӳрте пӗр ҫын ҫитсе кӗчӗ те тӳрех тумтирне туртса хывма тытӑнчӗ.

Они не успели согреться, и Рогов только начал докладывать, что отгрузил за сутки на трех отправленных баржах, — как в домик ввалился человек и сразу стал рвать с себя одежду.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ура ҫине тӑма та ӗлкӗрейменччӗ, сасартӑк шурӑ хӳреллӗ ӑмӑрткайӑка курах кайрӑм.

Только я хотел было встать, как вдруг увидел белохвостого орлана.

Ӑмӑрткайӑксен сывлӑшри ҫӑпӑҫӑвӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 41–44 с.

Эпӗ вырӑнтан тапранма та ӗлкӗрейменччӗ, профессор чӑтаймасӑр мана тепӗр хут чӗнчӗ.

Я не успел еще сделать шага, как профессор в явном нетерпении снова позвал меня:

I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Районти уй-хирсенче ӗҫ пӗр-тикӗссӗн те йӗркеллӗ пулса пынин илӗртсе тӑракан картинипе Валентина тӑраниччен киленме те ӗлкӗрейменччӗ, пӳлӗмре хӗрарӑмӑн хаяр сасси илтӗнчӗ:

Не успела Валентина вдосталь мысленно насладиться заманчивой картиной вполне ритмичной и налаженной работы на полях района, как гневный женский голос с разлета ворвался в комнату.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Уй-хирте ӗҫлекенсем кайма та ӗлкӗрейменччӗ, парниксем патне Авдотья ҫитсе тӑчӗ.

Не успели уйти полеводы, как возле парников показалась Авдотья.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— …Джима кичем ан пултӑр тесе, ун патне ҫӗленсем, йӗкехӳресем, эрешменсем кӗртсе яма тиврӗ; унтан эсир Тома, шлепки ӑшне ҫу хунӑскере, питӗ вӑрах тытса тӑрса пирӗн ӗҫе чутах пӑсса хумарӑр: эпир тухса тарма ӗлкӗрейменччӗ, фермерсем пырса кӗнӗ чух эпир хӳшӗ ҫумӗнчи сарайрахчӗ; вара хӑвӑртрах тухса шӑвӑнтӑмӑр, вӗсем сисрӗҫ те пире хӑвалама тытӑнчӗҫ; мана ураран персе лектерчӗҫ, вара эпир, ҫулран пӑрӑнса, вӗсене хамӑртан ирттерсе ятӑмӑр; кӗҫех йытӑсем чупса ҫитрӗҫ, вӗсене эпир кирлӗ пулмарӑмӑр, ҫавӑнпа вӗсем лерелле, шӑв-шав илтӗннӗ ҫӗрелле васкарӗҫ, эпир, кимме ларса, сулӑ ҫине йӗркеллех ҫитрӗмӗр, Джим халӗ ирӗкри ҫын, ҫакна эпир пӗтӗмпех хамӑр турӑмӑр — вӑт мӗнле пултартӑмӑр, аппаҫӑм!

— …напускать в сарайчик змей, крыс, пауков, чтобы Джим не скучал один; а потом вы так долго продержали Тома с маслом в шляпе, что едва все дело нам не испортили: мы не успели уйти, и фермеры нас застали еще в сарайчике; мы скорее вылезли и побежали, а они нас услышали и пустились в погоню; тут меня и подстрелили, а потом мы свернули с дороги, дали им пробежать мимо себя; а когда вы спустили собак, то им бежать за нами было неинтересно, они бросились туда, где шум, а мы сели в челнок и благополучно переправились на плот, и Джим теперь свободный человек, и мы все это сами сделали — вот здорово, тетечка!

Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Акӑ мӗн пулса иртрӗ: Анна Васильевна Царицынӑпа сывпуллашса юлашки хут аллине сулса илме те ӗлкӗрейменччӗ, хӑйсенчен темиҫе утӑмри ҫирӗк тӗмӗсем хыҫӗнчен сасартӑк тӗлли-паллисӗр кӑшкӑрашни, ахӑлтатни илтӗнсе кайрӗ те, унтан тӑрмаланса пӗтнӗ арҫын ушкӑнӗ, шӑпах Зоя юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн хыттӑн алӑ ҫупаканӗсем, ҫул ҫине персе тухрӗҫ.

А именно: не успела Анна Васильевна послать свой прощальный привет Царицыну, как вдруг в нескольких шагах от нее, за высоким кустом сирени, раздались нестройные восклицания, хохотня и крики — и целая гурьба растрепанных мужчин, тех самых любителей пения, которые так усердно хлопали Зое, высыпала на дорожку.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инсаров каласа пӗтерме те ӗлкӗрейменччӗ, алӑк уҫӑлчӗ те, алӑк умӗнче Шубин курӑнса кайрӗ.

Инсаров не успел еще умолкнуть, как дверь растворилась и на пороге появился Шубин.

XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах вӗсем ҫур милӗн ҫуррине те кайса ӗлкӗрейменччӗ, Гленарван вӗсем лашисене чарса ҫӗр ҫине пӗшкӗннине астурӗ те, ҫавӑнтах хыпаланма пуҫларӗ.

Но не успели они отъехать и четверти мили, как Гленарван увидел, что они остановили коней, склонились к земле, а затем спешились.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней