Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑшнелле (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне пӗрремӗш хут ҫапсанах Звягинцев пӗшкӗнсе каялла сиксе илчӗ, Ольга ун патнелле тепӗр утӑм туса хӑйӗн ҫутӑлакан пушине татах ҫӗклесен, вӑл ак ҫак тӗмӗсем ӑшнелле чӑмрӗ…

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Малалла мӗн тумаллине ҫапла, ҫеҫке ҫине пӑха-пӑха, каларӗ те ӑна кӑкӑр умӗнчи кӗсйине чикрӗ, тӗмескесем, тымарсем, хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫсем ҫине пуса-пуса, ҫӳҫелӗх ӑшнелле утрӗ.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӗсем стройка валли ытларах вырӑн хатӗрлес тӗллевпе ҫыран кукрине тӗртсе тӳрлетес шухӑш тытнӑ та, лешӗ парӑнманнине кура, тарӑхмаллипех тарӑхса кайнӑ, тейӗн: тӑмлӑ-чуллӑ ҫӗр ӑшнелле пӗтӗм кӗлетке сулӑмӗпе пыра-пыра тӑрӑнаҫҫӗ, тӑрӑнмассерен хурҫӑ сӑмсисене аптраса ҫитнӗ пек силлесе илеҫҫӗ те кутӑн-кутӑн чакса каяҫҫӗ, унтан каллех малалла ыткӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ахмар йӗнерӗ ҫинчен уххине илчӗ те кукӑр-макӑр тӑсӑлакан сукмакпа вӑрман ӑшнелле кӗрсе ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫӑра вӑрман ӑшнелле пӑлан пек ыткӑнать, каллех пӑхать: тӑшман салтакӗсем унран каярах юла пуҫларӗҫ, вӗсен хушши вӑрӑмланса пырать, анчах лешсем пурпӗр чупма пӑрахмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шоссе енче автоматсем шӑтӑртата-шӑтӑртата илеҫҫӗ: фашистсем вӑрман ӑшнелле тӗлсӗр-мӗнсӗр переҫҫӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл шыв ӑшнелле пӑхрӗ, шыв тӑп-тӑрӑ, ура пӳрнисем те унӑн лайӑхах курӑнаҫҫӗ, ӑскӑч шыв тӗпӗнче выртнине те асӑрхарӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑллӗ ним те каламарӗ, ура ҫине тӑрса, хулпуҫҫи ҫине пиншакне уртрӗ, пуҫне карттус тӑхӑнчӗ, Кирук сумка ҫӗклерӗ, иккӗшӗ те вара вӑрман ӑшнелле кӗрсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пульӑсем вӑрман ӑшнелле шилетсе вӗҫсе килеҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ, унта та кунта пӳрне пек хыр турачӗсем татӑлса ӳкеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук тӳрех каялла вӑрман ӑшнелле тапса сикрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирукпа Санюк, хӑйсене персе тивертесрен шикленсе, вӑрман ӑшнелле куянсем пек тапса сикрӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пурпӗрех Пурис малашне асӑрхануллӑрах пулчӗ: йывӑҫ-тӗмӗ ҫине пырса тӑрӑнасран сылтӑм аллине малалла кӑнтарса, шитшерӗн утӑмласа, тӗллӗн-тӗллӗн эрешмен картисене те ҫатӑртатса таткаласа хӑйне хапӑлласа йышӑнман вӑрман ӑшнелле ҫине тӑрсах тапаҫланчӗ: чӑштӑр-чӑштӑр, шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, шӑтӑрт-шӑтӑрт…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак тата: умри пӗчӗк лапамра лапчӑннӑ хӗрлӗ хӑва тӗмми хыҫӗнчен самаях ӳтленнӗ вӑрман мулкачи — сӑрӑ чалӑш куҫ-карсак (хырӑмӗ тата ури лапписем шурӑрах, ҫурӑмӗ тӗксӗм хура) пӗррех сиксе тухрӗ те, вӑрман ӑшнелле кукӑр-макӑр ҫул хывса, хӑйӗн пукрас хӳрине ҫеҫ кӑтартса хӑварчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑн, ҫавӑнта курӑк ӑшнелле кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Хӑйне тем пек лӑплантарма тӑрӑшрӗ Марук, анчах пӗр йӑшӑлтатма тытӑннӑ кӗвӗҫӳ хурчӗ чӗре ӑшнелле шалтан шала чаваланчӗ.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

— Пӑх-ха, шельмасем, мӗнлерех чупаҫҫӗ симӗс курӑк ҫинче, чӑн-чӑн курортри евӗр, — пӗчӗк ача пекех савӑнса кайнӑ Ефим Егорович пӗр чӗппи патӗнчен теприн патне пӗшкӗнчӗ, вӗсене аллипе тытса пӑхма хӑтланчӗ, анчах лешсем ниепле те тыттарасшӑн мар, вӗлт кӑна курӑк ӑшнелле чӑмаҫҫӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӗрӗхсе килекен пар лашаллӑ, шӑнкӑравлӑ лава, ҫуна ҫине тӑнӑ темле «чӑрсӑр ҫамрӑк улпута» курсан, ҫак ҫын ямшӑкӗ хӑраса ӳкрӗ пулмалла — лашине ҫул айккинелле, тарӑн юр ӑшнелле, пӑрса тӑратрӗ.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халь-халь ярса илес тенӗ чух, вӑл каллех ҫӗкленчӗ те тырӑ ӑшнелле ларчӗ.

Помоги переводом

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аппа пычӗ те ун ӑшнелле пӑхса тӑчӗ, вара килкарти енчи чӳрече патне кайса ларчӗ.

Помоги переводом

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Хитре ят — Ухтиван» тесе шухӑшласа Янтул вӑрман ӑшнелле утрӗ-утрӗ те карта куҫран ҫухалсан кӗлетки-ҫурӑмне лӑшт ячӗ, ҫӗре тӑсӑлса выртрӗ, йӑл кулчӗ.

«Красивое имя — Ухтиван», — подумал Яндул, шагая к месту караула. Позади осталась изгородь киреметя, ее уже не видно, и он блаженно растянулся на прохладной земле.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней