Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑс сăмах пирĕн базăра пур.
ӑс (тĕпĕ: ӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫавӑн пирки калас тесе килтӗм те, — ӑс вӗрентнӗн каларӗ пуп.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет, этьсемри, — ӑс вӗрентнӗн каларӗ старик.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫакса вӗлермеллеччӗ ӑна! — ӑс пачӗ Аҫтӑрхан.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Перфильев вӗсене улталама ӑс ҫитерчӗ: пӑлханнӑ хусахсене ҫураҫтарӑп терӗ, ҫавӑнпа ӑна та, юлташӗсене те каялла кайма ирӗк пачӗҫ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗлпӗрне вӗҫерт! — ӑс пама тытӑнчӗҫ ӑна хӑшпӗрисем.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Епле калля тавӑрма — Ӑс вӗрентрӗ тавлашма.

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫамрӑк хӗрпе тимле, тимле Ӑс вӗрентрӗ Унерпи.

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

8 ҫулта Иван Кокшин Кивӗ Сӗнтӗрти тулли мар вӑтам шкулта ӑс пухма пикеннӗ, 1935 ҫулта шкул пӗтернӗ.

Помоги переводом

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пурӑма ӑс пани те вырӑнлӑ пулассине асӑннӑ Ертӳҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Ахальтен мар вӑл ӑс панӑ ачасенчен нумайӑшӗ вӗрентӳ ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ пурнӑҫ ҫулне.

Помоги переводом

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

«Тинех ӑс кӗнӗ», — хӑй ӑшӗнче кӑмӑллӑн шухӑшларӗ студент.

Помоги переводом

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

Паллӑ вӑхӑтра этеме ӑс та, укҫа ҫитмест тесе вӗсем ӗнтӗ персе янӑ пӗррехинче.

Помоги переводом

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче ӑс пухакан ачасем «ӑслӑ» вӗлле шутласа кӑларнӑ.

Помоги переводом

Хӗрлӗ Чутай ачисем смартфон ҫинчи пускӑча пусса пыл пуҫтарӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34547.html

Пурнӑҫра яланах ура мар, ӑс чуптӑр малта.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Ачасем, тата эп сире ҫакна та каласшӑн: вылясса выльӑр та, анчах ан манӑр: выляма та ӑс кирлӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Выляма та ӑс кирлӗ»…

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Выляма та ӑс кирлӗ ҫав!» — сасартӑках чӗлхе вӗҫӗнчен вӗҫерӗнсе вӗҫсе кайрӗҫ чун-чӗреренех пиҫсе тухнӑ сӑмахсем ҫак вӑхӑтра.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Амӑш сӗчӗпе кӗмен ӑс вӑкӑр сӗчӗпе кӗрес ҫук.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Йывӑҫа чӗрӗ чух ав, ачана пӗчӗккӗ чухне ӑс пар», «Ваттине тӗрев — туя, ҫамрӑккине — ӑслӑлӑх», «Пиҫмен» ӑс-тӑна хуранта вӗретсе пӗҫереймӗн», «Ухмаха вӗрентни — тӗпсӗр каткана шыв яни»…

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Трофим пек ырӑ ӑс тыттарнӑ качака такине кашни ялтах «паспортласан» та ытлашши пулмӗччӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней