Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ӑмӑртура ӑнманнишӗн эпӗ айӑплӑ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Ӗҫ тӳрех ӑнманнишӗн пӑшӑрханма кирлӗ мар, — терӗ иккӗшне те куҫран пӑха-пӑха.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Ҫук, капла май килмест, — шухӑшларӗ Телегин, ӗҫ ӑнманнишӗн хӑйне тарӑхса.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑйӗн пурнӑҫӗ ӑнманнишӗн Тамарик айӑплӑ пек хӗнерӗ те хӗнерӗ ӑна.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Сан пурнӑҫу ӑнманнишӗн вӑл мар, эс хӑв айӑплӑ.Ты виновата не в том, что не повезло в твоей жизни, а не она.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Чкаловӑн перес ӗҫ ӑнманнишӗн «Альдис» текен оптика прицелӗ айӑплӑ пулнӑ.Что основным виновником чкаловских неудач является оптический прицел «Альдис».
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Унтан Джемма Санин пурнӑҫӗ ӑнманнишӗн хурланнӑ, чи малтанах ӑна лӑпкӑн, пӑшӑрханмасӑр пурӑнма сӗннӗ, тата тӗл пуласси ҫинчен шутламалли те ҫук пулсан та, унпа тӗл пулма хавас пулни ҫинчен ҫырнӑ.
XLIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художник пулнӑ, художник ӗҫӗн правилисемпе законӗсене учительсӗр, шкулта вӗренмесӗр, хӑй тӗллӗн, хӑйӗн чунӗпе кӑна пӗлсе ҫитнӗ, ӗмӗрех картинӑсене лайӑхрах тӑвас кӑмӑлпа пурӑннӑ, хӑй ӑҫталла кайнине пӗлмесӗр чӗри кӑтартнӑ ҫулпа малалла пынӑ; вӑл хӑй тӗллӗнех ӗҫлеме вӗреннӗ тӗлӗнмелле ҫынсенчен пӗри пулнӑ, ун пеккисене хӑйсен ӗмӗрӗнче пурӑнакансем «ним пӗлмен ҫын» тесе вӑрҫаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсене хурланӑшӑн тата ӗҫ ӑнманнишӗн кӳренсе тӑмаҫҫӗ, ҫӗнӗ вӑйпа тата хавхаланарах ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, чӗрисемпе вара «ним пӗлмен ҫын» тесе хурлама май панӑ произведенисенчен нумай аякрине кураҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
- 1