Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳретӗп (тĕпĕ: ҫӳрет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пурнӑҫра хам мӗн тӑвассине эпӗ хам та ку таранччен пӗлместӗп-ха, рульсӑр, парӑссӑр ҫапкаланса ҫӳретӗп, кунта тата уншӑн ответ тыт!..

— Я до сих пор не знаю, что я буду делать в жизни, скитаюсь без руля, без парусов, а тут еще за нее держи ответ!..

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӳретӗп те сывласа тӑранаймастӑп — аван кунта пирӗн.

Хожу и не могу надышаться — хорошо у нас.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Луччӑ эпӗ ыйткаласа ҫӳретӗп.

Я лучше буду под окнами просить.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Иккӗмӗш уйӑх ҫӳретӗп ӗнтӗ, каллех пуҫ тӑрринче ҫурӑлма пуҫлассине ӗненес те килмест…

— Вот брожу второй месяц, и даже но верится, что скоро опять все начнет рваться над головой…

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мана часах курма ҫук… эпӗ ялан вӑкӑрсемпе ярӑнса ҫӳретӗп.

— Меня увидеть трудно… я все время на быках раскатываю.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тен, ӳт-тирӗм ҫеҫ ман ак ҫак сысна аҫи пек самӑр этемӗнчен ҫӳхе пулӗ: ҫавӑнпа та эпӗ пуриншӗн те чӑтма ҫук хыпса сунатӑп, «оборонӑшӑн ӗҫлесе» мар, вӑрҫӑ хирӗсем тӑрӑх тӳрӗ чунпа сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗп пулӗ; ҫавӑнпах ун чухне те эпӗ, хӗлле, Могилев хулинче, вырӑнтан кӑларнӑ император автомобиль ҫине ларса ставкӑран кайнине, унӑн хурлӑхлӑн чӗтрекен тутисене тата чӗркуҫҫийӗ ҫинче асаплӑн, шӑнса кайнӑ ҫеҫке пек хевтесӗррӗн выртакан аллине курсан, юр ҫине тӗшӗрӗлсе ӳксе, ача пек ӳлесе ятӑм…

Может быть, у меня немного тоньше кожа, чем у этого вот упитанного боровка, может быть, поэтому я болезненней реагирую на все, и наверняка поэтому я — честно на войне, а не «работаю на оборону», и именно поэтому тогда зимой, в Могилеве, когда я увидел в автомобиле свергнутого императора, уезжавшего из ставки, и его скорбные губы и потрясающее, непередаваемое положение руки, беспомощно лежавшей на колене, я упал на снег и рыдал, как мальчишка…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тул ҫутӑличчен уя тухрӑм, халӗ те ҫӳретӗп.

— На заре выехала в поле и вот все езжу.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Уколсене ҫӳретӗп.

— Хожу на уколы.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хамах юлашки кунсем йывӑр ҫӳретӗп, е саншӑн, шуйттан пуҫӗ пирки, ҫӑмӑлланаймасан, вара мӗн?

Хожу вот на последях, а ну как не разрожусь через тебя, чертяку?

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳретӗп эпӗ те, екки килнӗ вӑхӑтра.

— Рыбалю и я, коль охота набредет.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Акӑ малтан ҫырнӑ экземпляр, эпӗ ӑна яланах хампа илсе ҫӳретӗп.

— Вот черновой экземпляр, я его всегда ношу с собой.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ҫапкаланса ҫӳретӗп… — хирӗҫлесе каларӗ Федор Лукич.

— Мотаюсь, мотаюсь! — передразнил Федор Лукич.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Шуйттанӗсем килте лараҫҫӗ, эпӗ анчах ҫапкаланса ҫӳретӗп, — ҫивӗччӗн ответлерӗ Евсей, вара унӑн куҫӗсем юнпа хӗрелчӗҫ, хальчченхи пек йӑлтӑртатмарӗҫ.

— Черти-то сидят дома, а я мотаюсь, — желчно ответил Евсей, и глаза его налились кровью и уже не блестели, как бывало прежде.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ читлӗхри тискер кайӑк евӗрлӗччӗ: е сиксе тӑратӑп та чӳрече патне пыратӑп, е, вакуна хӑвӑртрах кайма хистенӗ пек, сулкалана-сулкалана утса ҫӳретӗп; анчах вакунӗ ак халь мӗнле пырать, ҫавӑн пекех алӑкӗсемпе, чӳречисемпе чӗтренкелесе ҫеҫ пыратчӗ…

Я был как зверь в клетке: то я вскакивал, подходил к окнам, то, шатаясь, начинал ходить, стараясь подогнать вагон; но вагон со всеми лавками и стеклами все точно так же подрагивал, вот как наш…

XXV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Каллех ҫӳретӗп, туртатӑп, ирхи апат ҫинӗ чухне шур эрех те, хӗрлине те ӗҫетӗп, вара хам сисмесӗрех хамӑн ухмахла та киревсӗр пурнӑҫ ҫинчен манса каятӑп.

Опять хожу, курю, выпиваю за завтраком водки и вина и достигаю того, чего бессознательно желаю: не вижу глупости, подлости своего положения.

XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хам ҫинче мӗнле йывӑрлӑх йӑтса ҫӳретӗп иккен те!

Груз же какой несу на себе!

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Аташса ҫӳретӗп ав, ӑҫталла каймалла — чухласа илейместӗп.

Вот и блужу, а куда идти, не соображу головой.

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Аташса ҫӳретӗп, акӑ мӗн, — терӗ Ярцев, хурлӑхан тӗми ҫумне ларса.

— Блужу, вот что, — ответил Ярцев, опускаясь у куста смородины.

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тепле ҫӗр ҫинче уткаласа ҫӳретӗп, хам та пӗлместӗп.

Не знаю, чем и держусь на земле.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эпӗ пӗр сехет чупса ҫӳретӗп — командира е комиссара курасшӑнччӗ.

Я уже целый час везде бегаю — командира или комиссара найти хотел.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней