Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳрекене (тĕпĕ: ҫӳрекен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыйткаласа ҫӳрекене хӑй тӗллӗнех мӗнпур вӑйне пухса йӑтрӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыйткаласа ҫӳрекене те урам хушши улаххи тӗлӗнтерчӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳртен ҫӳрекене тикенек ҫыпҫӑннӑ текен сӑмах та пур, — терӗ Хӗлимун.

Помоги переводом

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Марине ыйткаласа ҫӳрекен хӗрарӑм ҫинчен шухӑшласшӑн пулчӗ, ялран-яла ыйткаласа ҫӳрекене шелленӗ пек турӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Ир ҫӳрекене килӗштеретӗп эпӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑм кӑнтӑр кунӗнче хӑраса тӑмарӗ, шыв ярса тӑрса питне ҫутарнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫӳрекене пӳртнех илсе кӗчӗ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сайра ҫынна ҫеҫ шанса паракан ӗҫсемпе ҫӳрекене, ҫар губернаторӗпе калаҫма пултаракан паллӑ чиновнике!

Его, которому доверяют самые сложные дела, его, знатного чиновника, имеющего доступ к самому военному губернатору!..

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

5. Васкавлӑ хыпарпа ҫӳрекен ҫынна империри пӗр-пӗр инҫери хулана хӑвӑрт ҫитермелле пулсан, Ту-Этемӗн ӑна лашипе пӗрле ултӑ кун каймалӑх ҫӗре ҫитерсе ямалла та (кирлӗ пулсан) хыпарпа ҫӳрекене каялла пирӗн император величестви патне тӗрӗс-тӗкел ҫитермелле.

5. Если потребуется быстро доставить гонца в какой-нибудь отдаленный город империи, Человек-Гора обязан немедленно перенести гонца вместе с лошадью на расстояние шести дней пути и, если потребуется, доставить названного гонца в целости и сохранности обратно к нашему императорскому величеству.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫурт-йӗрсӗр ҫапкаланса ҫӳрекене, ҫаппа-ҫарамассем, укҫасӑр, нимсӗр-мӗнсӗр ҫынсен темле ушкӑнӗ… вӑрҫа тухма чӗнет…

Какая-то кучка бездомных людей, голодранцев, без денег, без ничего… бросает вызов… —

XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Тавтапуҫ! — тетӗр эсир ырӑ кӑмӑллӑ кӑтартса ҫӳрекене.

— Спасибо! — спешите вы ответить любезному проводнику.

Курорт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

— Тепӗр ҫул ҫӳрекене сӗн, малтан ху ун сывлӑхӗшӗн те ӗҫсе пар, — терӗ.

Сказал: — Теперь предложи ее тому путешественнику, да выпей сначала и за его здоровье.

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Таҫтан пӗр пӗчӗк ҫынна шыраса тупрӗ, вӑтам ҫулхи, хура та вараланчӑк питлӗскер, ҫӗтӗк чавсаллӑ тӗттӗм чакӑр сукнаран ҫӗлетнӗ сюртукпа ҫӳрекене.

Нашла где-то человечка средних лет, черномазого, с пятнами по всему лицу, в темно-синем, с заплатами на локтях, сюртуке —

VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Тӑвӑл кашлама чарӑнчӗ, ҫӑлтӑрсемпе сапӑннӑ пӗлӗт йӑлтӑртатрӗ, сивӗ ҫил ҫеҫ ҫул ҫӳрекене пӗртак кансӗрлет.

Буря утихла, небо сверкало разбросанными на нем звездами, и только холодный ветер немного мешал путнику.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пӗр матрос вара: «Ирӗк парсамӑр, лейтенант юлташ, — тет, — ҫав тинӗсре ишсе ҫӳрекене илме тӑрӑшса пӑхам».

Тут один матрос и говорит: «Разрешите, товарищ лейтенант, попробую снять этого мореплавателя».

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пӗлетӗп эпӗ: лайӑх кӑмӑлшӑн эсӗ мана тутара, кивӗ ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса ҫӳрекене те, сутма пултаратӑн!

Я знаю: ты для хорошего настроения готов продать меня татарину, старьёвщику, да!

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Сайра-хутра ҫеҫ эсир кунта пӗччен ҫул ҫӳрекене тӗл пулма пултаратӑр.

Только в редких случаях вы можете встретить здесь путешественника-одиночку.

XXXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вара кайӑка ҫӳрекене чӗнсе илнӗ.

Тогда кликнули охотника.

Урнӑ йытӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫул ҫӳрекене чӑваш ӗмӗр чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе пурӑннӑ чи хаклӑ хӑна пек йышӑнчӗ тет.

Принял, говорят, чуваш путешественника как самого дорогого гостя, которого будто бы ждал целый век.

Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27

2. Епископ айӑпсӑр, пӗрре авланнӑ, ҫирӗп ӑслӑ-тӑнлӑ, таса шухӑшлӑ, йӗркеллӗ, тӳрӗ, ҫул ҫӳрекене юратакан, вӗрентме пултаракан, 3. ӗҫке хапӑлламан, ҫапӑҫма-вӑрҫма юратман, мула хапсӑнман, йӑваш, килӗштерсе пурӑнакан, укҫа-тенкӗ юратман, 4. хӑй кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан, ачи-пӑчине кирек хӑҫан та тӳрӗ пулма вӗрентсе пӑхӑнтарса тӑракан ҫын пулмалла; 5. хӑй кил-ҫуртне пӑхса тӑма пӗлмен ҫын ӗненекен ушкӑншӑн (Турӑ Чиркӗвӗшӗн) тӑрӑшӗ-и?

2. Но епископ должен быть непорочен, одной жены муж, трезв, целомудрен, благочинен, честен, страннолюбив, учителен, 3. не пьяница, не бийца, не сварлив, не корыстолюбив, но тих, миролюбив, не сребролюбив, 4. хорошо управляющий домом своим, детей содержащий в послушании со всякою честностью; 5. ибо, кто не умеет управлять собственным домом, тот будет ли пещись о Церкви Божией?

1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тата тепре кай, аскӑнланса ҫӳрекене, анчах упӑшки юратакан хӗрарӑма, юрат, эсӗ ӑна Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене юратнӑ пек юрат, вӗсем вара урӑх турӑсем енне ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫавсенӗн иҫӗм ҫырли пашалӑвӗсене юратаҫҫӗ, терӗ.

1. И сказал мне Господь: иди еще, и полюби женщину, любимую мужем, но прелюбодействующую, подобно тому, как любит Господь сынов Израилевых, а они обращаются к другим богам и любят виноградные лепешки их.

Ос 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней