Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлтен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхине алӑк ҫине ҫӑмарта илме хӑпарсан, унтан каялла чикмек тӑрӑх анман иккен вӑл, ҫӳлтен ҫаплах сикнӗ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Юман вулли, аҫа ҫапнипе, ҫӳлтен пуҫласа тӗпне ҫитиех ҫурӑлнӑ, унӑн хуйӑрӗ хӑпӑнса, вакланса пӗтнӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Санӑн ҫунатсӑрах сывлӑша вӗҫсе, чӑмса хӑпарас килет, ҫӳлтен аяла та мар, аялтан ҫӳле чӑмас килет!

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫӗкленӗҫ пиншерӗн сывӑ Ҫамрӑксем ҫӳлтен ҫӳле.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫӳлтен те ӳкет вӑл, аялтан та ҫӗкленет.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӗвел ҫӳлтен ҫӳлелле хӑпарса пырать.

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Куратӑн-и, Укаслу, — терӗ, — сан ҫине ҫӳлтен тапӑнаҫҫӗ пулсан, анкара ҫапла икӗ меслетпе тытма пулать: пуҫ пӳрне ҫӳлте, ун чухне пӳрнесен вӑйӗ пулни кирлӗ, е кача пӳрне анкар питлӗхӗ ҫинче, ун чухне алӑ сулӑмӗ вӑйлӑ пулни кирлӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара вӑл ҫӳлтен, хӑй керменӗнчен аялалла хӑйӗн пӗр шӑлне пӑрахса панӑ та ҫӗре: «Мӗнпур чӗрӗ чуншӑн амӑшӗ пул. Ҫак парнеме хӑвӑн упӑшку тесе йышӑн, унран йышлӑ ача-пӑча ҫурат», — тенӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах ҫӳлтен аяла Анас килет, чун туртать; Шӑрӑх чухне Ҫавала Шыва кӗни пит юрать; Йӑпшӑнса та выляса Сике-сике вӑл анать, Туратсенчен уртӑнса Йывӑҫсене вӑль!.. авать…

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

– Эсӗ ҫӳлтен куратӑн пуль, кала-ха, пурнӑҫ тупсӑмӗ мӗнре?

– Тебе, наверное, сверху виднее – скажи, пожалуйста, в чем смысл жизни?

Пурнӑҫ тупсӑмӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/485

Шалти пӳлӗме таҫтан, ҫӳлтен чавса тунӑ шӑтӑкран, хӗвел ҫути ӳкет.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кадет ятне ан манӑр, ӑна ҫӳлтен ҫӳле ҫӗклесе, хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе яваплӑха туйса яланах пурнӑҫласа пырӑр!» – тесе чӗнсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Помоги переводом

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Шарт пӑрахать ҫӳлтен апат пӗҫерме йӑтса кӗнӗ вутта.

Помоги переводом

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Ҫук ҫухалман, ҫӳлтен тӑри юрри сапать.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ну геро-о-ой! — янкӑсланаҫҫӗ, ырлавлӑн чанкӑлтатаҫҫӗ ҫӳлтен, ҫыр хӗрринчен, манӑн ҫӗнтерӳшӗн савӑнса мана «урра ывӑтакан», куҫӗсем чалах ҫутӑлнӑ, сӑн-пичӗсем ӑшӑ кулӑпа ҫиҫекен юлташӑмсем.

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Тулта ҫӳлтен нимех те тӑкӑнмасть-ха, анчах вӗр-типӗ тесе те калаймӑн.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Часрах!» — илтӗнкелерӗҫ ӑна халӗ ҫӳлтен, кӗпер ҫинчен, самаях пысӑк ушкӑна пухӑннӑ ҫынсен карланкӑри сасӑ чӗлӗхӗсене пантах татӑласла карӑнтарнине пула тухакан хумханчӑк, анчах ыр сунӑмлӑ ҫирӗп сассисем.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫак вӑхӑтра ҫӳлтен, фашистсен самолёчӗсенчен, пире тӳррӗнех, ҫывӑхранах персе вӗлерме пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Кӗҫех ҫӳлтен тумламсем шӑпӑртатрӗҫ, унта-кунта хӑрӑк-марӑк ҫӗрелле леплетрӗ, патлатрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӳлтен нимех те тӑкӑнмасть-ха.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней