Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрӗсем (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Танук-нойон икӗ ҫар ушкӑнне темиҫене пайласа пӑлхар ҫӗрӗсем урлӑ тухса кайма шутланӑччӗ.

Помоги переводом

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӑткӑ пек йышлӑ тутар ҫарӗ вырӑс ҫӗрӗсем еннелле мӗнле тухса кайнине куҫпа ӑсатсан, Танук-нойон савӑнӑҫлӑн ассӑн сывласа хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Помоги переводом

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эпир вырӑссен Улатимӗр хулине илме каятпӑр, пухӑнӑпӑр Юрий княҫӑн ҫӗрӗсем ҫинче.

Помоги переводом

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ҫупути паттӑр, пирӗн Тӗнчене Чӗтреттерекен сӑмахне итлесе малалла вырӑс ҫӗрӗсем енне кӗрсе каймалла, — анчах та Пӑлхар ҫӗрӗ мӗнле паттӑрсем ҫуратнине куртӑмӑр.

Помоги переводом

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗсем каяҫҫӗ хӗвел анӑҫ еннелле, вырӑс ҫӗрӗсем ҫине ҫӗмӗрсе кӗме…

Помоги переводом

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унта килӗшмесен вырӑс ҫӗрӗсем еннелле тухса кайма пултаран».

Помоги переводом

Ҫыру // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Малалла пирӗн вырӑс ҫӗрӗсем ҫине кӗрсе каяс пулать.

Помоги переводом

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӑш-пӗр пӑлхар ҫыннисем тутар айӗнче пурӑнмастпӑр тесе вырӑссем, марисем ҫӗрӗсем еннелле тарса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чингисханӑн мӑнукӗ, Джучи ывӑлӗ — Батухан, хӑйӗн тӗп ҫарӗпе Пӑлхар ҫӗрӗсем ҫине кӗрсе, Шейбаниханӑн ҫар пайӗсемпе пӗрлешрӗ.

Помоги переводом

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сисрӗ-тӗр ватӑ Ремис хӗвелтухӑҫ енчен, хӗвел ӑшшипе ярӑнса, тискер тӑшмансем хура пӗлӗт пек Атӑл Пӑлхарсен ҫӗрӗсем ҫине ашкӑнса ҫаратма, юн юхтарма килессине.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхар ҫӗрӗсем ҫинче нумай ют халӑхсен суту-илӳ тӑвакансем пек тӑхӑннӑ лазутчиксем ҫӳреҫҫӗ тени тӗрӗс иккен.

Помоги переводом

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхар ҫӗрӗсем ҫинелле кӗме хатӗрленеҫҫӗ-и вӗсем?

Помоги переводом

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗтӗм улпутсен, монастырьсен, харам пырсен ҫӗрӗсем ӗҫхалӑх аллине куҫмалла.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Улпутсен сутӑн илмен ҫӗрӗсем хура халӑх аллинче пулмалла, вӗсем пӗр укҫасӑр халӑх аллине куҫмалла.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Гурий атте ылтӑн ҫӗрӗсем каччипе хӗрне пӗр-пӗринпе улӑштарса тӑхӑнтарсан, клирос ҫинчен чуна хавхалантаракан юрӑ янӑраса кайрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унӑн ҫӳхе сӑрӑ пурҫӑнран ҫӗленӗ хаклӑ костюмӗ, шап-шурӑ кӗпин кӑвак галстуклӑ, шултра бриллиант булавкӑллӑ ҫухави, шурӑ пурҫӑн калпакӗ, шукӑль пушмакӗ тата кӗре аллинчи ҫӗрӗсем, — капӑр япаласемшӗн пысӑк укҫа тӳлеме май пуррине уҫса параканскерсем, — ҫак япаласем пурте матросӑн ахаль ӗҫӗшӗн тивӗҫлӗ мар ахӑр.

Его дорогой костюм из тонкого серого шелка, воротник безукоризненно белой рубашки с синим галстуком и крупным бриллиантом булавки, шелковое белое кепи, щегольские ботинки и кольца на смуглой руке, изобличающие возможность платить большие деньги за украшения, — все эти вещи были несвойственны простой службе матроса.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ун ҫинче — ҫав тери шалпар хӗрлӗ юбка; мӑйракаллӑ-мӑйракаллӑ ҫӳҫне тӗксемпе чӑпарлатнӑ, хӑлхисемпе тутинчен ҫӗрӗсем ҫакса тултарнӑ.

На ней была широчайшая красная юбка; рогатая прическа пестрела перьями, а в носу, ушах и губах висели кольца.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Савӑтсенчен хӑшне-пӗрне капӑрчӑксемпе тултарнӑ: сулӑсем, мӑн ҫӗрӗсем, ҫавӑн пекех пиҫиххин ылтӑн тӑхисем купи-купипе, кинжал аврисем, спираль евӗр е ахаль кӑшӑлсем, пуҫа капӑрлатмалли тӗрлӗ япала, ылтӑн-кӗмӗл ҫип ҫӑмхисем.

Некоторые из сосудов были наполнены украшениями: браслетами, перстнями, кучами золотых блях, кинжальных рукоятей, спиральных и простых обручей, различных головных украшений и пряжек.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эритрея патшалӑхӗн ҫӗрӗсем ҫинче ӗлӗк-авал Аксум патшалӑхӗ пулнӑ.

На землях царства Эритреи в древние времена находилось царство Аксума.

Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html

Ӑна калла тавӑрас тесен — вӗсен Украина, Россия, Ҫӗпӗр тӳрем ҫӗрӗсем тӑрӑх нумайччен ҫаврӑнса ҫӳремелле пулать, тата революципе хӑйсем тин ҫеҫ курса пӗлнӗ халӑхсен ҫӗнтерӗвӗсем витӗр тухмалла килет.

Чтобы вернуть ее — нужен долгий окружной путь через равнины Украины, России, Сибири, через победы революции и народов, имена которых латыши услыхали впервые.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней