Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗршывӑмри (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван ҫӗршывӑмри хам хисеплекен ҫынсен хӑюллӑхне ырлас шутпа, эпӗ ӑна тӑшманӑн пӗр хулине ҫавӑрса илсен, вӗсем ҫӗр ҫынна яхӑн сывлӑшалла ывтӑнтарса янине, ҫынсен алли-урисем тӳперен пекех татӑла-татӑла аннине хам курни ҫинчен каласа патӑм.

Желая похвастать перед ним доблестью моих дорогих соотечественников, я сказал, что сам был свидетелем, как при осаде одного города они взорвали на воздух сотни неприятельских солдат, так что, к великому удовольствию всех зрителей, куски человеческих тел словно с неба падали на землю.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах эпӗ, хам хуҫапа унӑн ҫемйине тата тусӗсене хисеплетӗп пулсан та, ҫапах та гуигнгнмсем ӑҫта та пулин пуҫпулса тӑнипе ехусем вӗсене пӑхӑнса пурӑннине ман тӑван ҫӗршывӑмри ҫынсем ниепле те ӗненме пултарайманни ҫинчен те каласа патӑм.

Но, несмотря на все мое уважение к нему, его семье и друзьям, я должен сказать, что мои соотечественники никогда не поверят, чтобы гуигнгнмы были где-нибудь господами, а еху — грубыми скотами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑнпа эпӗ хамӑн хуҫана хам тухса килнӗ тӑван ҫӗршывӑмри ман пек ҫынсем пурте, хӑйсен ӳт-тирне сивӗпе шӑрӑхран хӑтарас шутпа тата пӗр-пӗрин умӗнче чыслӑ пулас тесе, ытти выльӑхсен ҫӑмӗнчен тӗртсе тунӑ япаласемпе витсе ҫӳрени ҫинчен ӑнлантарса патӑм.

Поэтому я сказал хозяину, что в стране, откуда я прибыл, существует обычай закрывать свое тело искусно выделанной шерстью некоторых животных. Делается это главным образом для защиты тела от холода и зноя, а отчасти из приличия.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хам тӑван ҫӗршывӑмри халӑха вилӗмрен хӑраса тӑнинчен сыватас майпа, вӑл мана хампа пӗрле икӗ струльдбругне илме сӗнчӗ.

Он предложил мне взять с собой на родину парочку струльдбругов, чтобы излечить моих соотечественников от страха смерти.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней