Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗмпе илсен, кӗнекесем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывсенчи мӗнпур пурӑнӑҫ та эпӗ пӗлсе тӑракан пурӑнӑҫран ҫӑмӑлтарах, лайӑхрах: ют ҫӗршывсенче ҫавӑн пек час-часах тата тискеррӗн ҫапӑҫмаҫҫӗ, Вятка салтакӗнчен мӑшкӑлласа кулнӑ пек, ҫынна ҫав тери асаплантарса, мӑшкӑлласа кулмаҫҫӗ, ватӑ хуҫа арӑмӗ турра кӗл тунӑ пек, ҫав тери хаяррӑн турра кӗл тумаҫҫӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Велосипедсем те пур ӗнтӗ, анчах Тухӑҫ Азири ҫӗршывсенчи пек нумаях мар вӗсем.Велосипеды тоже есть, но их не так много, как в странах Восточной Азии.
Ӳкерчӗклӗ Сан-Грегорио-де-Поланко // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5632.html
Явор чугун ҫулӗ ҫинче ют ҫӗршывсен чалӑш та хура тӑрӑллӑ ансӑр вагонӗсене ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенчи ҫынсене те, урӑхла тумтир тӑхӑннӑ чугун ҫул работникӗсене: кондукторсене, поезд мастерӗсене, пӑравус ҫинче ӗҫлекенсене, коммерци агенчӗсене курма пулать.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тропиклӑ ҫӗршывсенчи шӑрӑх та нӳрӗ климатра тусем тата урӑхларах: ту айӗнчен пуҫласа тӑррине ҫитиех вӗсем йӑвӑ вӑрмансемпе витӗннӗ, ҫав вӑрмансем витӗр пуртӑсӑр тухма ҫук; чул тусемпе сӑрт-тусем сайра, вӗсем чӑтлӑх вӑрмансем ӑшӗнче пытанса тӑраҫҫӗ; ту породисем вӗрипе сивӗрен хӑрамаҫҫӗ, анчах ун вырӑнне ӳсентӑрансемпе ҫӑра ӳкекен нӳрӗк тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, ҫавна пула ту породисем темиҫе метр хулӑнӑш пачах ишӗлсе пӗтнӗ те хӗп-хӗрле тӑм пулса тӑнӑ.
3. Ҫурҫӗрти тата кӑнтӑрти тусем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вӑл ун патне шпионсене янӑ, тус-юлташӗсене кӗртмен, Карлос ют ҫӗршывсенчи дворецсене ҫырнӑ ҫырусене тыта-тыта илнӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ӑна тӗрлӗ ҫӗршывсенчи ватӑ-вӗтӗсем пӗлеҫҫӗ.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫакнашкал япалана капитализмла ҫӗршывсенчи ҫынсем ӗмӗрне те пӗлмеҫҫӗ.
Тӗлӗнмелле демонстраци // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вӑрӑм ҫул ҫинче радиостанцисене ют ҫӗршывсенчи тата хамӑр радиостанцисем тӗрлӗ сигналсемпе чӑрмантарма пултарнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
«Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн тӗллевӗсен шутне чӑвашсен наци туйӑмне аталантарассипе ҫирӗплетесси, чӑваш чӗлхине, культурине, историйӗпе политикине пропагандалӑсси, чӑваш нацин прависене саккунлӑ майпа хӳтелесси, тӗрӗк, кӳршеллӗ финн-укӑр халӑхӗсемпе ҫыхӑну тытасси тата чӑваш национализмне ырлакан Раҫҫейри, ют ҫӗршывсенчи халӑх пӗрлешӗвӗсемпе пӗрле ӗҫлесси кӗрет.
Патшалӑх символӗсен кунне Чӑваш Енре урам акцийӗпе уявланӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
— Совет завочӗсенче, совет материалӗнчен совет ҫыннисем пысӑк та вӑйлӑ хурҫӑ кайӑксем тӑваҫҫӗ, пахалӑх тӗлӗшпе вӗсем ют ҫӗршывсенчи пур самолетсенчен те нумай малта тӑраҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Жуковский винтсен теорине шутласа тупнӑ, ку теорипе вӑл ҫак тӗлӗшпе ӗҫлекен ют ҫӗршывсенчи пур ученӑйсенчен те нумай мала иртсе кайнӑ, унӑн теорине пӗтӗм тӗнче йышӑннӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫӗршыва хӳтӗлессипе халӑх хуҫалӑхӗн нушисем валли самолетсем туса кӑларассине ӳстернисӗр пуҫне капитализмлӑ ҫӗршывсенчи авиаци техникине хуса ҫитсе иртсе каяс задача лартнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Хӑйӗн конструкцийӗ енӗпе тата вӗҫев пахалӑхӗ тӗлӗшпе ку машина ют ҫӗршывсенчи самолетсенчен малта тӑнӑ.По своим конструктивным и летным качествам он тоже превосходил заграничные машины.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Империализмла ҫӗршывсенчи ертсе пыракан ҫынсем вӑрҫӑ пуҫарса яма хатӗрленни ҫинчен пӗлтернӗ, ют ҫӗршывсенчи рабочисем забастовкӑсем тунӑ, капитал пусмӑрӗ айӗнче ӗҫҫыннисем правасӑр та выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ вӑхӑтра Совет Союзӗнче пулса пыракан событисем пачах уйрӑлса тӑнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Эсир пирӗн ҫӗнӗ журнала хутшӑнса ӗҫленипе пӗтӗм ҫӗршывсенчи ученӑйсем хушшинче туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетессе эпир шансах тӑратпӑр.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ют ҫӗршывсенчи «ҫӗнӗ япаласемпе» интересленекен хӑшпӗр ҫынсене хӑш чухне ют ҫӗршывсенче кӑларакан журналсен хуплашкисем ҫине тӗрлӗ тӗслӗ сӑрсемпе илемлетсе ӳкернӗ, вырӑнтан вырӑна, сӑмахран, техника енӗпе тунӑ тӗлӗнмелле япаласем вырӑнне туйӑнаҫҫӗ…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Уйрӑмах ют ҫӗршывсенчи паллӑ специалистсем, Грубский час-часах кӑмӑлласа асӑнакан специалистсем, пачах та юрамасть тесе шутланӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫынсем вара ирӗке тухнӑ ҫӗршывсенчи ялавсем ӳснӗҫемӗн, ытларах та ытларах савӑнаҫҫӗ, хӗвел те ҫутӑрах ҫутатнӑ пек туйӑнать.
Пурте пӗриншӗн // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫапла, мисс, эпӗ ют ҫӗршывсенчи эрехсенчен ытларах хамӑр Америкӑри эрехе юрататӑп.Да, мисс, я отдаю предпочтение нашему американскому напитку перед иностранными винами.
XI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Сӑмахран, унӑн пиччӗшне, Александра, 1887 ҫулта террорла кавара хутшӑннӑшӑн ҫакса вӗлернӗ; Владимира государство умӗнче айӑпа кӗнӗшӗн Ҫӗпӗре янӑ, Дмитрие те нумай пулмасть социал-демократиллӗ идейӑсем сарнӑшӑн уҫҫӑнах полици сӑнаса тӑмалла тунӑ, аппӑшӗ, Анна, хӑйӗн упӑшки Марк Тимофеевич Елизаров пекех, полици куҫӗ умӗнче пурӑнаканскер, тӑтӑшах урӑх ҫӗршывсенчи ҫынсемпе ҫыхӑну тытать.
Камерӑри чечексем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.