Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрне (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чӑваш ҫӗрне ҫӑмӑллӑх кӳрӗпӗр.

Помоги переводом

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шанчӑклӑ Ейӗк хусахӗсемпе пушкӑртсен отрячӗсем каялла хӑйсен тӑван ҫӗрне кайса пӗтрӗҫ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна авалхи турӑсене хисеплеме пӑрахни ҫеҫ ҫитмерӗ, хайскер тата ялҫыннисен ҫӗрне касса илме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑхӑр Тӑрӑн тӑчӗҫ, Ункӑ ҫине анчӗҫ, Маркасемпе майлӑ Урхан ҫӗрне касрӗҫ.

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Улӑх ҫӗрне уйӑрса Ҫарансене пуҫтарас, Парнесене салатса Йӗри-тавра ыр пулас.

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах каҫать Унерпи: «Кирлӗ мар та, кирлӗ мар, Ҫӗрне калле леҫсе пар!

Помоги переводом

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫтаппан Тимӗрккесен ҫӗрне чухӑнсене парасшӑн ҫапӑҫать, — тет Шурик.

Помоги переводом

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӑлпӑвне, уйрӑмах элес-мелес кӗрнек, кӗмӗркке, капмар мӑйракисене кура ку качака таки чӑнах таҫтан Кавказ тӑвӗсем хушшинчен чӑваш ҫӗрне арпашса ҫӳресе е ырӑ хуҫана шыраса килсе ҫакланнӑ, тейӗн.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пирӗн совет ҫӗрне фашистла Германи сӗмсӗррӗн тапӑннӑ ҫулах, 1941 ҫулта, сӑвӑҫ Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса пуҫне хурать.

Помоги переводом

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Эпир Чӑваш ҫӗрне чапа кӑларнӑ мӑн асаттемӗрсен ячӗсене ӑшшӑн аса илтӗмӗр.

Мы вспомнили имена наших предков, прославивших Чувашский край.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ӑҫтан, мӗнле майпа пырса тухма пултарнӑ вӑл Пушкӑрт ҫӗрне — ниепле те ӑнланса илейместӗп.

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пахча ҫӗрне чавнӑ чух чӗлхесӗр Манефа пӗчченех лӑш курми ӗҫлерӗ, Лавр Кузьмич хӑй алла кӗреҫе тытса курмарӗ, улмуҫҫисемпе аппалананҫи пулчӗ.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Эх, ҫав Макар хӑйӗн пахча ҫӗрне мана сутса ярсанччӗ — мӗнешкел лайӑх пулнӑ пулӗччӗ! Хӑй вӑл пур пӗрех сад ӗҫӗпе аппаланмасть, ҫӗре усӑсӑр вырттарать, улмуҫҫийӗсене те мулкачсем кӑшласа пӗтереҫҫӗ, карти-хури япӑхран пахча ҫимӗҫне те сыснасемпе качакасем тустараҫҫӗ. Маначчӗ ҫав ҫӗре!» — ӑмсанса шухӑшларӗ Лавр, вӑрттӑн ӗмӗтне никама пӗлтермесӗр.

Помоги переводом

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Каюровсем, иккӗшӗ те вӑйлӑскерсем, хӑйсен ҫӗрне кӗреҫепе хӑвӑрт каскаласа тухрӗҫ те Лавра та пулӑшса пачӗҫ.

Помоги переводом

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Таня Кольӑна хӑй чӑваш ҫӗрне мӗнле лекни ҫинчен, кунта мӗнле пурӑнни ҫинчен пӗлтерсе ҫырчӗ, Кольӑн килти адресне ыйтрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чугун ҫулне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлтан сыхлакан вӑрмансенче те, чи кирлӗ йывӑҫсене суйласа, ҫул профильне, ҫӗрне, вырӑнне шута илсе лартни питӗ кирлӗ.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Унти йывӑҫсем, асар-писер вӑйлӑ ҫил тулласан, ҫӗре ҫитиех авӑна-авӑнах йынӑшса чӗриклетсен те ҫӗрне хуҫса-ишӗлме памаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ҫав самантрах таса шывпа ҫуса тасатрӑм, ҫӗрне кӑпкалатса удобрени янӑ шывпа шӑвартӑм, сарӑлнӑ ҫулҫисене йӑлтах татрӑм.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Тепӗр кунне ирпе-ирех, нӳрӗк типиччен, ҫумкурӑкне ҫумласа калча речӗсен хушшинчи ҫӗрне кӑпкалатма васкасах ҫитетчӗҫ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӑл вӑхӑтра, вӑрҫӑ ҫулӗсенче, касса сайралатнӑ вӑрмансен айне те, ҫӗрне чӗрсе ҫемҫетсен, йӗкелсем акнӑ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней