Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗвӗҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сапожниксем те (кам халь ҫӑпата сырса ҫӳретӗр-ха!), пекарьсем те, колбасниксем те, ак ҫак ҫӗвӗҫ — еврей Шнейдер те пурччӗ.

И сапожники (какие теперь лапти!), и пекари, и колбасники, и вот этот портной Шнейдер, еврей по национальности.

Хамӑрӑннисене паллайман // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Хальхинче ӗнтӗ мундирне ӑна валли Варшавӑри паллӑ ҫӗвӗҫ Шнейдер ҫӗленӗччӗ.

Но теперь мундир сшил для него известный варшавский портной Шнейдер.

Хамӑрӑннисене паллайман // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ирпе ҫӗвӗҫ те кавӑн патне кайрӗ, анчах каялла пуш алапах таврӑнчӗ.

Утром портной отправился за дынями, ничего не нашел и вернулся домой с пустыми руками.

Икӗ кавӑн ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫӗвӗҫ арӑмӗн ӑна парӑнас килмерӗ, хӑйӗн тӑмсайлӑхне пула, хӑй упӑшки мӗн каласа кӑтартнине пӗр сӑмах сиктермесӗр каласа пачӗ.

Тогда жена портного захотела ее уязвить и по глупости своей слово в слово передала ей все, что слышала от мужа.

Икӗ кавӑн ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫав хушӑрах тӑватӑ пӗлӗшрен пӗрин арӑмӗ ҫӗвӗҫ арӑмӗ патне килет те:

Между тем жена одного из четырех приятелей пришла к жене портного и сказала:

Икӗ кавӑн ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫакӑн ҫинчен ҫӗвӗҫ арӑмӗ илтет те упӑшкине вӑрҫмаллипех вӑрҫать, лешӗ вара, ӑна лӑплантарас тесе, пурне те йӗркипе каласа парать: ҫав кавӑнсем хӑш вырӑнта ӳснине те, вӑл выран ӑҫтине те.

Услыхала про это жена портного и принялась ругательски ругать мужа, а тот, чтоб ее успокоить, рассказал ей все как есть — и где растут те дыни и как найти то место.

Икӗ кавӑн ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Анчах эсир заклад хурӑр-ха малтан, — терӗ ҫӗвӗҫ.

Только давайте побьемся об заклад, — сказал портной.

Икӗ кавӑн ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Хӑйӗн тӑватӑ юлташне тӗл пулать те ҫӗвӗҫ вӗсене ҫак кавӑн ҫинчен каласа парать.

И вот встретился он с четырьмя своими друзьями и рассказал им про дыни.

Икӗ кавӑн ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вӑл ҫӗвӗҫ патне вӗҫе-вӗҫе кайнӑ та унтан кашӑксем вӑрласа килнӗ.

Она прилетала к портному и крала у него ложки.

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Судра эпӗ ҫӗвӗҫ кашӑкӗсем ҫинчен нимен те пӗлменнине каласа патӑм.

В суде я рассказал, что ничего не знаю о ложках портного.

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ҫӗвӗҫ мана кайӑксене вӑрлама вӗрентет, вӑрланӑ япалисене сутса пурӑнать тесе суда панӑ иккен.

Оказалось, что портной пожаловался на меня, будто я учу воровать птиц, и продаю украденные вещи.

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Пӗрре ман пата ҫӗвӗҫ патӗнче ӗҫлекен хӗрача чупса пычӗ те: — Сирӗн кайӑк пирӗн кашӑка вӑрласа кайнӑ, хуҫа мана вӑрҫать, вӑл эп вӑрланӑ тесе шухӑшлать… — терӗ те макӑрса ячӗ.

Однажды ко мне подбежала девочка, работавшая у портного, и сказала: — Ваша птица нашу ложку украла, хозяин меня ругает, он думает, что это я украла… — и заплакала.

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Мана хирӗҫ ҫӗвӗҫ пурӑнатчӗ.

Против меня жил портной.

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ун ҫинчен вара Гитлер хӑй те пӗлнӗ пулӗччӗ, — сӗнчӗ Шиля, ҫӗвӗҫ пулнӑскер, пӑсӑкрах куҫлӑ, ҫаврашка питлӗ, ҫӳлелле пӗтӗрнӗ мӑйӑхлӑ ҫамрӑк.

Об этом деле, пожалуй, и Гитлер услышит, — предложил косоватый Шиля, бывший портновский подмастерье, толстощекий юноша с закрученными вверх усиками.

35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Майӑн 8-мӗшӗнче, юлашки экзамена — закон божине парса таврӑнсан, эпӗ килте хам палланӑ ҫынна, Розанов патӗнче ҫӗвӗҫ ҫумми пулса ӗҫлекенскере, куртӑм; вӑл унчченех темиҫе тӗспе йӑлтӑртатакан яка-ҫутӑ хура пуставран ҫӗленӗ мундирпе сюртук йӑтса килсе, лацкансен вырӑнӗсене пурӑпа паллӑ тунӑччӗ, ун чухне ку тумтирсене ҫиелтен ҫиппе чиксе туртса тухнӑччӗ, халӗ вара йӑлтӑркка ылтӑн тӳмисене хутпа чӗркенӗ йӑлтах хатӗр тумтир илсе килчӗ.

Восьмого мая, вернувшись с последнего экзамена, закона божия, я нашел дома знакомого мне подмастерье от Розанова, который еще прежде приносил на живую нитку сметанные мундир и сюртук из глянцевитого черного сукна с отливом и отбивал мелом лацкана, а теперь принес совсем готовое платье, с блестящими золотыми пуговицами, завернутыми бумажками.

XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Шӑп ҫав вӑхӑтра ҫӗвӗҫ кӗчӗ, вӑл ача фракӗсем илсе килчӗ.

В это самое время вошел портной и принес новые полуфрачки.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Карл Иваныч кӳренӳпе ҫакнашкал япаласем ҫинчен вӑрахчен калаҫрӗ: ӗлӗк хӑй пурӑннӑ темле генерал патӗнче унӑн ӗҫне тивӗҫлипе хаклани ҫинчен аса илчӗ (кунашкал сӑмахсене илтме мана питӗ йывӑр), Саксони, хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗ, хӑйӗн тусӗ Schönheit ҫӗвӗҫ ҫинчен те — тем те, тем те каларӗ.

Много и долго говорил в этом духе Карл Иваныч: говорил о том, как лучше умели ценить его заслуги у какого-то генерала, где он прежде жил (мне очень больно было это слышать), говорил о Саксонии, о своих родителях, о друге своем портном Schönheit и т. д., и т. д.

IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсене студент пулнӑ тесе суять, хӑй ҫӗвӗҫ пулнӑ.

Врет им, бродяга, что студент, а на самом деле портной».

4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Халӑх ушкӑнӗнче ҫӗвӗҫ Минаков шампа пулӑ пекех явкаланса ҫӳрет, ҫынсене ҫапла каласа ӑса кӗртет:

В толпе, словно налим, извивался портной Минаков, негромко внушая:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Салтаксе-ем! — кӑшкӑрса ячӗ куҫӗсене мӑчлаттарса, яланах ӳсӗр ҫӳрекен ҫӗвӗҫ Минаков, унтан ҫав самантрах чухласа илчӗ:

— Солда-ат! — воскликнул, мигая, всегда пьяный портной Минаков и вдруг сообразил:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней