Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑлах (тĕпĕ: ҫӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Любовь, ҫӳҫенсе кайса, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫын ҫине тав тӑвакан куҫсемпе пӑхса илнӗ, унтан: — Ҫӑмӑлах мар, анчах эпӗ хӑнӑхнӑ ӗнтӗ… Унӑн хӑйӗн ырӑ енӗсем пур… — тесе хунӑ.

Любовь вздрогнула и взглянула на рыжего человека благодарными глазами, говоря ему: — Нелегко, но я привыкла… У него есть свои достоинства…

XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— И-и, мӗн кансӗрри унта, — пурпӗрех ҫыххи ҫӑмӑлах маррине палӑртасшӑн пулмарӗ Нина.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Софья Павловнӑпа пӗр-пӗччен ларнӑ чухне те ҫӑмӑлах пулман ӑна.

Но ему было не легче и наедине с Софьей Павловной.

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах ведущине персе антарма ҫӑмӑлах мар вара!

Не так-то просто сбить ведущего!

28. Конев колхозник самолечӗпе чӑнласах та паттӑрӑн ҫапӑҫатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫакна тума ҫӑмӑлах пулмарӗ.

Это было нелегко.

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Унтан вӑл ман урлӑ сикме вӗренчӗ Унпа аппаланма ҫӑмӑлах марччӗ, мӗншӗн тесен вӑл вуникӗ килограмм таятчӗ.

Потом он прыгал через меня Возиться с ним было нелегко — в нём было около двенадцати килограммов.

Мимуспа карлик // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ҫынсем хушшинче пурӑнасси вӑл ҫӑмӑлах мар.

Жить среди людей не так-то просто.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Условисем ҫӑмӑлах мар, ҫапах та техникума савӑнӑҫлӑн таврӑнтӑм.

Условия были нелёгкие, но я радостно возвращался в техникум.

7. Аэроклуба илчӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫӑмӑлах лекрӗмӗр: комсомол комитетӗнчен характеристика илтӗмӗр, заявлени ҫырса патӑмӑр — пире илчӗҫ те.

— Очень просто: взяли в комитете комсомола характеристики, написали заявления, и нас приняли.

6. Ҫӗнӗ хавхалану // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Техникумра вӗренме ҫӑмӑлах мар.

Требования в техникуме к нам большие.

5. Вӗренӳ ҫулӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Олегпа уйрӑласси ҫӑмӑлах марччӗ, куҫсем вӗри куҫҫулӗпе тулнӑ, анчах эпӗ те, кукамӑш та Олега хамӑр пӑшӑрханнине кӑтартмарӑмӑр.

Расставаться с Олегом было нелегко, закипали слёзы на глазах, но ни я, ни бабушка не показали ему своего волнения.

Приказ — закон // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Анчах нимӗҫсем вӑхӑтӗнче ҫӗр кӑмрӑк тупасси ҫӑмӑлах марччӗ.

Но получить уголь при немцах было не так-то легко.

Приказ — закон // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эсӗ ан та шухӑшла, ҫуйӑн пулла тытасси ытла ҫӑмӑлах мар!

Правда это? А сома не так-то просто поймать, ты не думай!

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Хӳме унта питех ҫӳллӗ мар, эпир ун урлӑ ҫӑмӑлах каҫма пултарӑпӑр.

В этом месте стена не очень высокая, через нее мы легко переберемся.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Костя лайӑхрах тума пултарнине пурте курчӗҫ, ӑна ҫӗнесси ҫӑмӑлах мар, ҫавӑнпа унӑн кӑмӑлӗ халӗ ырӑ та хаваслӑ.

Превосходство Кости доказано, превзойти его не так просто, и настроение у него веселое и доброжелательное.

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Малтан ҫӑмӑлах пулнӑ кӗсменсем йывӑрлансах пыраҫҫӗ, вӗсем ҫумне тӑхлан ҫыпӑҫса пырать тейӗн, пӗррех е шывра ҫаврӑнма, е алӑран вӗҫерӗнсе кайма пӑхаҫҫӗ вара.

Легкие поначалу весла тяжелеют, словно наливаются свинцом, и то и дело норовят или повернуться в воде, или выскользнуть из рук.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пит ҫӑмӑлах та мар иккен вӑл, кашни ҫӗклемессеренех йывӑрланса пырать.

Да он и не такой уж легкий, а с каждым ударом становится все тяжелее и тяжелее.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫуркунне пуҫланнӑ тапхӑр пирки юнашар яла ҫитме ҫӑмӑлах пулман.

Дело было ранней весной, и пройти было не так просто.

Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Хальхинче вӑл хӑйпе пӗрле хутпа кӑранташ та илсе тухать, вара темӗн ҫинчен хисеплеме тытӑнать, анчах ку ӑна ҫӑмӑлах мар иккен.

В руках у него был карандаш и бумага, и он долго с натугой и поразительным старанием высчитывал что-то.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

— Ах, Ухмахсен Ҫӗршывне ҫитмешкӗн ҫӑмӑлах мар ҫав, пӗтӗм урасене ыраттарса пӗтерӗн… — тет вӑл.

— Ах, не так-то легко попасть в Страну Дураков, все лапы сотрёшь…

«Виҫӗ Партас апатланмаллинче» // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней