Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлӑнса (тĕпĕ: ҫӑлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Океан леш енчи хӑш-пӗр орангутангсем: «Кнопкӑна маларах пусакансен ҫӑлӑнса юлма май пур», — тесе сӳпӗлтетеҫҫӗ те шутлаҫҫӗ пулсан, пирӗн, совет салтакӗсен, Курчатовсемпе Королевсен шайӗнчен темле чӗрчунсен шайне ҫити анмалла мар.

Помоги переводом

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Элькано ҫӑлӑнса ҫыран хӗрринче ишсе тухма пултарнӑ, каярахпа ӑна «Анунсиада» карап ҫине хӑпартнӑ.

Элькано спасся на берегу, впоследствии его взяли на корабль «Анунсиада».

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Хӑй те, юлташран ҫӑлӑнса, тарма тӑнӑ.

Помоги переводом

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Апуҫ, хаярланса кайнӑскер, часах ун аллинчен ҫӑлӑнса тухрӗ, ӑна хӑй айне пӗтӗрсе чикрӗ.

Помоги переводом

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫӑлӑнса юлайӑп-ши, хупсах хурӗҫ-ши?

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйне ҫавӑтнӑ ҫыннӑн гимнастеркине, пиҫиххине, тӳмисене хыпаласа пӑхсан тин савӑнӑҫ ҫиҫсе илчӗ унӑн тӗксӗмленнӗ питӗнче: — Хӑтӑлтӑмӑр иккен, тусӑмсем, хӑтӑлтӑмӑр! Тавах сире мана пӑрахманшӑн, — темччен калаҫса пычӗ Иван, ункӑран ҫӑлӑнса тухнӑ пулӗ тесе шутларӗ ӗнтӗ вӑл.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ан таткалан, — текелесе, аранах Сӑпани патӗнчен ҫӑлӑнса тухрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗттӗм чӑваш хӗрарӑмӗ упӑшки аллинчен ҫӑлӑнса ирӗке тухас кӑмӑл-шухӑшӗпе чиркӗвӗн йӗркисене хирӗҫ тапӑнни ӑна ытла та интереслентерчӗ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Декан ҫумӗ, ентешӗм Иван Петрович ҫине тӑнипе те хӳтӗленипе ҫеҫ ҫӑлӑнса юлтӑм ҫак инкекрен.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Милицирен темле майпа ҫӑлӑнса килнӗ ӗнтӗ Маюк.

Помоги переводом

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Акӑ хӗвел те, йывӑҫсен ытамӗнчен ҫӑлӑнса, тата ҫӳлерех ҫӗкленчӗ, хӗрсем те, ҫихӗрешсе, пӗрин хыҫҫӑн тепри баракалла чупса кӗрсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Алтай крайӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ умӗн чукун ҫулӗ ҫинче ҫывӑрса кайса тӗлӗнмелле майпа ҫӑлӑнса юлнӑ, ун ҫийӗн 29 пуйӑс вакунӗ иртсе кайнӑ.

Жительница Алтайского края накануне своего дня рождения уснула на путях и чудом спаслась, над ней проехало 29 вагонов поезда,

Алтай крайӗнче хӗрарӑм урлӑ пуйӑс иртсе кайнӑ, вӑл чӗрӗ юлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36511.html

Ҫапла тупа тунипе ҫеҫ вӑл вут ҫинче ҫунса асапланса вилесрен ҫӑлӑнса юлнӑ.

Только этим отречением он избавился от смерти на костре.

Чиркӳ наукӑна хирӗҫ пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫапла ҫӑлӑнса юлнӑ пӗчӗк ачасем.

Помоги переводом

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Ҫапах та чылайччен йӗркене кӗреймерӗ вилӗмрен ӑнсӑртран ҫӑлӑнса юлнӑ Макар Кузьмич.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

«Ҫак чиртен ҫӑлӑнса юлсан, хӑй те ӳлӗм сыхлануллӑрах пулӗччӗ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ачамсем ҫав тӗнчене ҫӑлӑнса тухнӑшӑн, хам ҫӑлӑнса тухнӑшӑн савӑнатӑп.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӗрӗс турӗҫ, питӗ те тӗрӗс турӗҫ Улюк кинпе ачисем ун лачакинчен ҫӑлӑнса тухса.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпир ҫӑлӑнса юлнӑ пек, ку пирӗн убежище пек, – каланӑ май шухӑшласа кӑларчӗ Тима.

Как будто мы спаслись, и это наше убежище, – придумывал на ходу Тима.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Вилӗмрен ҫӑлӑнса юлмалла пирӗн!

Помоги переводом

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней