Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна вӑл пуринчен малтан Южный Крест ятлӑ полюсран инҫе те мар ромб евӗрлӗ вырнаҫнӑ ҫӑлтӑра кӑтартрӗ, вӗсенчен пӗрисем пысӑкрах, теприсем пӗчӗкрех курӑнаҫҫӗ; унтан вӑл Кентавр ҫӑлтӑрӗсене кӑтартрӗ, вӗсем хушшинче ҫӗртен пуринчен те ҫывӑх ҫӑлтӑрӗ, Альфа текенскерӗ, чӑлтӑртатать, вӑл пиртен мӗн пурӗ те… вӑтӑр икӗ пин миллиард километрта анчах; юлашкинчен, Магеллан таврашӗнчи тӗтрене сӑнарӗҫ, вӗсенчен чи пӗчӗкки те уйӑхӑн куҫа курӑнакан диаметрӗнчен вуникӗ хут пысӑкрах вырӑн йышӑнать; чи юлашкинчен, пӗлӗтри «хура шӑтӑк» ҫине пӑхрӗҫ, унта пӗр ҫӑлтӑр та ҫук темелле.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сержӑн ҫӑлтӑрсем пулман, — ҫакна ӑна эпир ҫеҫ пӗлетпӗр: анчах Серж хӑйне ҫав тери хисеплӗ тыткаланӑ пирки Петровна Сержӑн ҫӑлтӑрӗсене курмасӑр тӑма пултарайман, Петровна ун ҫӑлтӑр ҫук тесе шухӑшлама та пултарайман, — ҫавӑнпа вӑл ҫӑлтӑрсене курнӑ та; эпӗ сире шӳт туса каламастӑп: курнӑ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ачасем кӗмӗл пек ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗ ҫине вӑрахчен пӑхса тӑчӗҫ, хушӑран вӗсем, ҫӑлтӑрсен ҫулне ҫухатса, Алтӑр ҫӑлтӑр ҫине пӑхрӗҫ, унтан каллех шырама пуҫларӗҫ.
12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
40. Вара пӗлӗтсем — мӑн пӗлӗтсем, вӑйлӑ та хаяр пӗлӗтсем — ҫӗкленӗҫ, ҫӗрпе ун ҫинче пурӑнакансене хӑратса тӑма ҫӑлтӑр та ҫӗкленӗ; ҫав пӗлӗтсем пур ҫӗре те, ҫӳллӗ те тӳпем вырӑнсене, ҫӑлтӑрсен тӑвӑлне 41. тата вутпа пӑр, вӗҫекен хӗҫсем тата хирсене, ҫӑлсене тултармашкӑн шутсӑр нумай шыв тӑкса ярӗҫ; 42. ӗнтӗ хулапа унӑн хӳмине, тусемпе сӑртсене, вӑрманти йывӑҫсене, улӑхри курӑка, вӗсен тыррине шыва путарӗҫ; 43. ҫав шыв пӗр чарӑнмасӑр Вавилона ҫитӗ те ӑна аркатса тӑкӗ; 44. пуҫтарӑнӗҫ те Вавилон патне — ҫавӑрса илӗҫ; ун ҫине ҫӑлтӑрпа хаярлӑх тӑкӑнӗ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пысӑк ҫӑлтӑрсем кӑваккӑн-шуррӑн-саррӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ; Сириус ятлӑ ҫӑлтӑр хӗлхемӗсем куҫ хӑрпӑххи евӗрлӗ; тӳпе варринче вара пысӑк ҫӑлтӑрсем, пӗчӗккисем тата хӑйӑр пекех вӗттисем, вӗсем пурте пӗрле сиввӗн йӑлтӑртатакан ҫӑра тӗтре пек курӑнаҫҫӗ, тӗлӗнмелле тикӗс мар ярӑм пулнӑ та, ҫав ярӑм урам урлӑ кӗпер евӗрлех иртсе каять, — ҫак кӗпере Хуркайӑк ҫулӗ, теҫҫӗ.
Пӗлӗт ҫинчи тата ҫӗр ҫинчи явленисем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ала ҫӑлтӑр, Кӗвенте ҫӑлтӑр, Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ, Ҫурҫӗр ҫӑлтӑрӗ — эх, ҫулҫӳреве тухса кайрӑмӑр та хамӑр ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче, хӑма витнӗ пӗр пӗчӗк нӳхреп тӑрринче, выртни ҫинчен те мантӑмӑр.
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Петровна Сержӑнне икӗ ҫӑлтӑр мӗнле курма пултарнӑ-ши, ку вӑл шалт тӗлӗнмелле япала; Сержӑн ҫӑлтӑрсем пулман-ҫке-ха, пулнӑ пулсан та, Серж вӗсене Жюли ӗҫӗпе ҫӳренӗ чухне килте хӑварнӑ пулӗччӗ; анчах Петровна вӗсене чӑннипех курнине, вӑл йӑнӑшманнине, мухтанманнине, ҫакна ӑна Петровна мар, ҫакна ӑна эпӗ хам шантарса калатӑп: Петровна ҫӑлтӑрсене курнӑ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗлетсем сирӗлчӗҫ, тӗксӗм-кӑвак тӳпере ҫӑлтӑрсем ҫуттӑн йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ, тинӗсӗн кӑпӑш ҫийӗнче те пулӑҫ киммисем ҫинчи пӗчӗк вут куҫӗсемпе ҫӑлтӑр мелкисем йӑлтӑртатни курӑнчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Калӑпӑр ак Ала ҫӑлтӑр пек е Ҫурҫӗр ҫӑлтӑрӗ пек.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпене пӑхатӑн та ҫӗр ҫинчи илем ӑҫтан, мӗнрен килнине ӑнланма пуҫлатӑн: акӑ Ала ҫӑлтӑр, акӑ Малая, лере, ав, Тельца, Геркулес, Дракон, Козерог ятлӑ ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗсем.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӑхӑр, ҫав ҫӑлтӑр Кассиопея, акӑ, акӑ, ҫапла тӑрас пулать, ман пӳрне вӗҫҫӗн пӑхӑр… — Ҫӑлтӑр йӑвашшӑн, алла вӗреннӗ кайӑк пек, унӑн пӳрни ҫине пырса ларчӗ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
20. Эсӗ Манӑн сылтӑм аллӑмра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑрпа ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: ҫичӗ ҫӑлтӑр — ҫичӗ Чиркӗвӗн ангелӗсем пулаҫҫӗ; эсӗ курнӑ ҫичӗ ҫутаткӑҫ — ҫичӗ Чиркӳ пулать.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫӑлтӑр ушкӑнӗсене хӑй вӑхӑтӗнче илсе тухайӑн-и, Ас ҫӑлтӑра ачи-пӑчипе пӗрле ертсе ҫӳрейӗн-и?32. Можешь ли выводить созвездия в свое время и вести Ас с ее детьми?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2008 ҫулта телескоп ҫамрӑк ҫӑлтӑрсене тата та нумайрах тупнӑ, пурте йышӑннӑ ҫӑлтӑр ҫуралассин моделӗпе килӗшӳллӗ, вӗсем унта ун чухлӗ пулмалла пулман.
Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83
— Ҫӗр варринче эсӗ тӳпенелле пӑхса ҫӑлтӑр тинӗсне чӑмӑн, мӗншӗн тесен эсӗ ҫав ҫӑлтӑрсенчен пӗрин ҫинче эпӗ пуррине пӗлӗн, манӑн кулӑ янӑравӗ те сан пата ҫитӗ.— Ты посмотришь ночью на небо, а ведь там будет такая звезда, где я живу, где я смеюсь, —
XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Енчен те эсӗ тӳпери пӗр-пӗр ҫӑлтӑр ҫинче ҫитӗнекен чечеке юрататӑн пулсан, лӑпкӑ каҫ ҫӑлтӑрсен картине сӑнаса киленесси саншӑн пысӑк телей.Если любишь цветок, что растет где-то на далекой звезде, хорошо ночью глядеть в небо.
XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Сирӗн хӗрачан ҫӑлтӑрӗ пек ҫутӑ ҫӑлтӑр кӑвак тӳпере урӑх ҫук.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шурӑ ҫӑлтӑр хура ҫӑлтӑра сӳнтерет, харсӑр юн вӗрет, арӑслан гиенӑна вӗлерет!Белая звезда гасит черную звезду, храбрая кровь кипит, лев умерщвляет гиену!
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ытти ҫӑлтӑрсем малтанхи пекех ҫутатаҫҫӗ, тепӗр виҫ-тӑватӑ ҫултан пӗлӗт тӳпинчен тата ик-виҫ пӗчӗк ҫӑлтӑр курӑнми пулать.
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ӳкерчӗкӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Калӑпӑр, пӗр-пӗр ҫӑлтӑр ушкӑнӗн темиҫе ҫутӑ ҫӑлтӑр тата нумай пӗчӗк ҫӑлтӑрсем пур тейӗпӗр.Положим, в каком-то созвездии имеется несколько ярких и много более мелких звезд.
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ӳкерчӗкӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.