Поиск
Шырав ĕçĕ:
ҫӑвӑнмашкӑн (тĕпĕ: ҫӑвӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кулса кӑна янӑ патша, вӗсене ҫӑвӑнмашкӑн кашнине уйрӑмшаррӑн кӗмӗл тазпа кӗмӗл кӑкшӑм пама хушнӑ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
30. Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, пуху чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ҫӑвӑнмалли савӑт лартнӑ, ҫӑвӑнмашкӑн шыв тултарса хунӑ, 31. ҫавӑнта Моисейпе Аарон тата Аарон ывӑлӗсем хӑйсен алли-урине ҫунӑ: 32. пуху чатӑрне кӗрсе [кӗлӗ тумашкӑн] парне вырӑнӗ умне пынӑ чухне вӗсем [ҫавӑнта] ҫӑвӑннӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 18. ҫӑвӑнмашкӑн пӑхӑр савӑт ту, унӑн тӗпне те пӑхӑртан ту, ӑна пуху чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ларт, унта шыв яр; 19. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хӑйсен аллине, урине ҫавӑнтан ҫуса тӑччӑр; 20. вӗсен вилмелле ан пултӑр, ҫавӑнпа пуху чатӑрне кӗмелле чухне вӗсем шывпа ҫӑвӑнса тасалччӑр; парне вырӑнӗ патне Ҫӳлхуҫана парне кӳме пымалла чухне те 21. вӗсен вилмелле ан пултӑр, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен аллине, урине шывпа ҫуса тасатчӑр; ҫакӑ вӗсемшӗн, уншӑн тата унӑн тӑхӑмӗсемшӗн сыпӑкран сыпӑка пыракан ӗмӗрхи йӗрке пулӗ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1