Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑвартан (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна курсан, куҫ-пуҫ алчӑрса кайрӗ, ҫӑвартан сӗлеке юха пуҫларӗ.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗри апатне те, вӗрилентерекен шӗвекӗсене те ҫӑвартан курӑничченех ҫитермелӗх-ӗҫтермелӗх кӑларса лартма пулать.

Помоги переводом

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Ҫӑвартан ҫапнӑ пекех пулчӗ.

Помоги переводом

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах хӑш тӗлте, хӑш вӑхӑтра пулчӗ ку — ҫӑкӑр татки ҫӑвартан кӑпӑл! тухрӗ те ӳкрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Эпир Кӗркури пӑсӑлнӑ ҫимӗҫе ҫӑвартан сурса пӑрахасса кӗтрӗмӗр, вӑл вара ӑна, куҫне пирӗн тавра ансухла, таракан пек чуптаркаласа, шалти мӗнпур вӑйне пухса, пырне хыртара-хыртара, йӗклене-йӗклене, куҫҫуль тумлата-тумлата, лӑнкӑрт! ҫӑтрӗ те ячӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пӳрмен ҫӑкӑр ҫӑвартан тухса ӳкет, пӳрнӗ ҫӑкӑр шӑл хӑйӑрса кӗрет, теҫҫӗ тата.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пурис ҫакна газосварщик пашлӑкӗн хура тӗкӗрӗ витӗр тӗсенӗ пек халланса сӑнаса, кӗҫ-вӗҫ: «Ҫӑкӑр мар пулсан, пӗр кӑмпине те пулин пар-ха-а-а! Чӗре сури тумалӑх та пули-и-ин!» — тесе кӑшкӑрса макӑрса ямарӗ, вара ҫӑвартан килекен шывне ҫӑта-ҫӑта пуҫне лӗнчӗр ӳкерчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ҫӑкӑр пулӗ ӗнтӗ, — тӑруках ҫӑвартан килнӗ шывне ҫӑтса та ӗлкӗреймест Пурис.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нумай ҫисе пӑрахнипе кашни какӑрнӑ чухне хам ҫӑвартан чӑх вити шӑрши килет.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Анука юратман, сире хисеплемен пулсан, ку сӑмахсем ман ҫӑвартан тухас ҫукчӗ…

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах мӗн ӗҫпе килнине ӑнлан-тариччен ҫакна астутарасшӑн: эпӗ кунта пулни тата ман ҫӑвартан тухнӑ сӑмахсем иксӗмӗр хушӑмӑрта юлмалла.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Чӑнах калатӑп, ман ҫӑвартан суя сӑмах тухнӑ пулсан, ҫакӑнтах ҫӗр ҫӑттӑр!

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтанпах вӗсем, аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пекех, шӑкӑлтатса, пӗр ҫӑвартан пурӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗркке вара ӑнланчӗ: ҫулталӑка яхӑн пӗр ҫӑвартан сурнӑ туссем пӗр-пӗринчен сивӗнмеллипех сивӗнчӗҫ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла пӗр ҫӑвартан сурчӗҫ Ту енчи мӑрсасем пӳкле ӗҫе пӗрле сӳтсе явнӑ май.

Помоги переводом

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӳпке ҫӑвартан сиксе тухассӑн туйӑнать, пит кӳпчесе каять, куҫран куҫҫуль шӑпӑртатать.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫӑвартан тухсан, хапхаран тухать, хапхаран тухсан — района.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ячӗшӗн ҫеҫ каламасть-и ара, пӗр ҫӑвартан пурӑнаҫҫӗ Бориспа Ҫтаппан.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Акӑ, вӑл пирусне ҫӑвартан кӑларчӗ, урайне пӑрахрӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Сӑмах та ҫӑмах мар, пӗрре ҫӑвартан тухнӑскере каялла ҫӑтаймӑн.

И слово не воробей, вылетело — не поймаешь…

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней