Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мускавпа Хусан хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусене ӗнерхи кунран вара пӗтнӗ тесе шутлама пулать.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
5. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн федерацин патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну тытассине, ҫавӑн пекех тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсене тата тӗнчери ҫыхӑнусене йӗркелеме тивӗҫ пур.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Ку право ҫапла пурнӑҫа кӗрсе пырать: хамӑр ҫӗршывпа тӗнче культурин государствӑпа общество фончӗсенче упранакан пуянлӑхсемпе паллашма пурне те май панипе; культурӑпа ҫутӗҫ учрежденийӗсене аталантарнипе тата вӗсене республика территорийӗнче пӗр пек вырнаҫтарса тухнипе; телевиденипе радиона, кӗнеке тата хаҫат-журнал кӑларас ӗҫе, тӳлевсӗр уса курмалли библиотекӑсене аталантарнипе; урӑх государствӑсемпе культура енӗпе тытакан ҫыхӑнусене сарса пынипе.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Эпир тӑван чӗлхене сыхласа упрас тӗлӗшпе тӑвакан утӑмсем Чӑваш Енри ытти чӗлхесене те аталанма пулӑшаҫҫӗ, пӗр-пӗрне ӑнланса тата туслӑн хутшӑнса пурӑнни ҫинче никӗсленсе тӑракан нацисем хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетеҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/25/news-3552202
Пирӗн Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи ӗҫтешсемпе хамӑр хушӑри ҫыхӑнусене анлӑлатмалла!Нам необходимо расширять горизонты сотрудничества с российскими и зарубежными партнерами!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Пӗр чарӑнми, радио пек, калаҫакан хӗрарӑм хӑйпе малтанхи ҫыхӑнусене ҫӗнӗрен пуҫарасшӑн пулнине тӳрех ӑнланчӗ арҫын.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
— Хӑвӑр хушӑри ҫыхӑнусене хӑвӑрах татса паратӑр пулӗ тетӗп, — нимӗн калама аптӑранӑран персе ячӗ Саша.
Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Алӑ пусса ҫирӗплетнӗ килӗшӳ ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарма витӗм кӳрет.
Чӑваш Енпе Россельхозбанк килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2021/11/18/chva ... ussa-cirpl
Калманттайсен малашлӑхра тумалли ӗҫсем те сахал мар — сӑмахран, «Ентеш» центр ҫумӗнче «Чӑваш йӑли-йӗрки» ятлӑ тепӗр пӗрлешӳ йӗркелеме палӑртнӑ, унта халӑх йӑли-йӗркипе наци чӗлхине тӗплӗнрех вӗренме, ҫакнашкал ытти центрсемпе (ҫав шутра Чӑваш Республикинчисемпе те) этнокультурлӑ ҫыхӑнусене аталантарма шутлаҫҫӗ.
Туслӑ калманттайсем мӑн асаттесен йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, пурне те хӑнана чӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5810.html
Чӑваш Енри потребительсен обществин канашӗн Председателӗ, РФ Центрсоюзӗн канашӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов республика Правительствине тав сӑмахӗсем каланӑ, пӗрлехи ӗҫре килӗшсе пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарса пынӑшӑн мухтанӑ.
«Эпир республикӑри потребительсен кооперацийӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанатпӑр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николав // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://chuv.cap.ru/news/2021/08/26/epir- ... e-muhtanat
«Чӑваш Республикин Правительстви Чӑвашпотресбсоюзпа ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарма тата та анлӑрах ҫул-йӗрсем шырама хатӗр.
«Эпир республикӑри потребительсен кооперацийӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанатпӑр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николав // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://chuv.cap.ru/news/2021/08/26/epir- ... e-muhtanat
Эпир амаҫурипе чӑн-чӑнах туслӑ пулас-тӑк, ҫак сӑн юратнин паллисене кӑтартма ӳркеннине пӗлтеретчӗ; эхер эпир пӗрне-пӗри хисеплеми пулма; ӗлкернӗ пулсан, ку сӑн е мухтанӑ пек туса тӑрӑхланине, е юри тӑвассинчен йӗрӗннине, е хамӑрӑн чӑн-чӑн ҫыхӑнусене атте куҫӗ умӗнче пытарма тӑрӑшнине, ҫавӑн пекех тата ытти нумай туйӑмсемпе шухӑшсене пӗлтерме пултаратчӗ; халь вара ҫак сӑн, Авдотья Васильевнӑна питӗ килӗшрӗ пулин те, нимӗне те пӗлтермерӗ, пирӗн хушшӑмӑрта ҫыхӑнусем пачах ҫуккине кӑна пытарчӗ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дмитрипе Безобедов хушшинчи ҫыхӑнусене эпӗ, унпа Любовь Сергеевна хушшинчи ҫыхӑнусене ӑнланман пекех, ӑнланмастӑп.Отношения Дмитрия с ним, так же как и с Любовью Сергеевной, были мне непонятны.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл шухӑша кайса ҫӳрессине темле именчӗклӗ савӑклӑхпа, эпӗ маларахра асӑннӑскерпе, час-час ылмаштарни, аттен юратнӑ сӑмахӗсене тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене пӗрмай калани, аттепе пуҫарнӑ калаҫусене ытти ҫынсемпе малалла тӑсни, — ҫаксем пурте, эхер ку хӑтланусене атте мар, урӑх ҫын тӑвас-тӑк тата эпӗ ҫулпа аслӑрах пулас-тӑк, аттепе Авдотья Васильевна хушшинчи ҫыхӑнусене мана ӑнлантарса паратчӗҫех, анчах эпӗ ҫав вӑхӑтра нимӗн те тӗшмӗртеймерӗм, атте ман умра Петр Васильевичран темле ҫыру илсе, ӑна вуланӑ хыҫҫӑн тарӑхса кайсан та, август уйӑхӗ иртичченех Епифановсем патне ҫӳреме чарӑнсан та, эпӗ пачах нимӗн те сисмерӗм.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Яланах пӗрле пурӑнакан туссем — пиччӗшӗпе шӑллӗ, упӑшкипе арӑмӗ, улпутпа тарҫи, уйрӑмах вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене уҫӑмлах каламан чухне, хӑйсем хушшинчи сӑмахсӑр ҫыхӑнусене хускану е пӗр-пӗрин ҫине йӑл кулса пӑхса илни урлӑ палӑртнине кам асӑрхаман пулӗ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мӑнаккӑра юратма ыйтатӑп, — терӗ Корнакова, Володьӑна ҫӳҫӗнчен чуптуса, – анчах эпӗ миҫе сыпӑк урлӑ тӑван пулнине мар, ырӑ кӑмӑллӑ ҫыхӑнусене шута илетӗп, — хушса хучӗ вӑл, кукамай еннелле ҫаврӑнса; анчах кукамай унпа ҫав-ҫавах кӑмӑлсӑр пулчӗ:
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юлашкинчен; хӑйӗн Яуза хӗрринчи ҫуртне таврӑнсан, вӑл Марья Валериановнӑпа пур ҫыхӑнусене те пӗтернӗ, хӑй ҫыннисене ӑна киле кӗртме те, ун патне ҫӳреме те чарнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Вӑл чӑн-чӑн хуҫа пулса ҫыхӑнусене йӗркелесси часах пулмасть-ха, — терӗ Алексей, ассӑн сывласа.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл буржуалла революци ҫынна, унӑн «турӑ пилленӗ пуҫлӑхӗсен» (король, сеньор, чиркӳ — Н. С⋅) ҫумне ҫыхса лартнӑ тӗрлӗ тӗслӗ феодаллӑ ҫыхӑнусене пӗр хӗрхенмесӗр татса пӑрахнине» чӗререн ырлать, анчах ҫӗнтернӗ буржуази «ҫынсем хушшинче пӗр ҫыхӑну кӑна — пӗр интерес, чунсӑр «таса укҫа» интересӗ ҫеҫ тӑратса хӑварасран» хӑрани ун сассинче палӑрать.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Ку, ахӑртнех, унӑн ял таврашӗнчи ансат та уҫӑмлӑ пулӑмсене сӑнама тата тӗплӗн виҫме-шутлама хӑнӑхнӑ тап-таса, сып-сывӑ ӑсӗ хӑйне вӗрентекен «сӑмахлӑхпа» чӑн пурнӑҫ хушшинчи ҫыхӑнусене ниепле уйӑрса, ӑнкартса илейменнинчен килет пулӗ, тем тесен те, ҫапла пулас.
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.