Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыхтарса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑхман тӑхӑнтарса, пуҫа пир тутӑр ҫыхтарса, анне мана ҫула кайма хатӗрлерӗ.

Помоги переводом

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫупути паттӑр хушнипе, темиҫе пин кӑвакарчӑн урисем ҫумне ҫулӑм татки ҫыхтарса, хула еннелле вӗҫтерсен, хула типӗтнӗ курӑк пек хыпса ҫунма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унтан вӗсене урапа ҫине ҫыхтарса пӑрахса, Ильменскийне илсе кайнӑ та, унта хутор хыҫне илсе тухса персе пӑрахнӑ.

Бросил их в телегу, повез в Ильменский и там их расстрелял за хутором в балочке.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Йод сӗрсе ҫыхтарса пӗтерсен, киле килме тухсан, амӑшӗ нӑшӑкласа чарӑнман хӗрне ҫурӑмӗнчен ачашшӑн шӑла-шӑла ҫупӑрласа, йӑл-л кулса каларӗ ҫапла: «Лӑплан, Нинукӑм лӑплан, качча кайиччен тӳрленет у», — терӗ.

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах ҫул уҫӑлсан, хайхи дрезинӑпах — ӗнтӗ мӗн тесен те Станислав хӗрӗсем ҫав дрезина патне ҫитеймен — ҫав дрезинӑрах мана ҫак виҫӗ мӑшӑр кӑвак куҫлӑ кил-йыш, манпа вӑтана-вӑтана сывпуллашса, Заозерье станцине ӑсатсан, каллех эпӗ санитарнӑй поезда ларсан, (хальхинче ӗнтӗ ку поезд лайӑх йышшиехчӗ, — ваннӑ та пурччӗ кунта, радио та, кӗнеке-хаҫат вуламалли вагон та пурччӗ), ҫӑвӑнса та тасалса, сурансене ҫӗнӗрен ҫыхтарса, суранлӑ урана медицина науки хушнӑ пек мачча ҫинелле тӑратса пынӑ чух, пӗтӗм Вӑтам Россия урлӑ иртсе, таҫта Киров хулин леш енне, каҫсенче ҫутӑ сӳнтермен лӑпкӑ тӗнчене ҫитсен, Ромашовпа ман хушӑра мӗн пулса иртнине тин аса илтӗм.

Но когда движение было восстановлено, когда семейство на дрезине — без сомнения, той самой, до которой не добрались девушки из Станислава, — доставило меня в Заозёрье и, сияя тремя парами голубых глаз, застенчиво простилось со мной, когда я вновь оказался в ВСП, и на этот раз в настоящем: с ванной, радио и вагоном-читальней, — когда, вымытый, перебинтованный, сытый, с ногой, задранной к потолку по всем правилам медицинской науки, я проспал всю Среднюю Россию и уже где-то за Кировом, в другом, тыловом мире показались незатемнённые, что было очень странно, окна, — вот когда я вспомнил и повторил в уме всё, что произошло между мною и Ромашовым.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней