Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыхса (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Аманнисене» сӗтӗреттӗмӗр, «суранӗсене» ҫыхса яраттӑмӑр…

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Михаҫ мӑйӗнчи вӑрӑм ҫӑм шарфне пӑшал ҫаккинчен ҫыхса тепӗр вӗҫне ӑна персе пачӗ.

Помоги переводом

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Нинук парне тутӑрне ҫыхса тӗкӗр умӗнче ҫаврӑнкаларӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Тепӗр ҫул валли ҫыхса пӗтеретӗн-и? — ыйтрӗ Алексей ун ҫумӗнчи пуш вырӑна йышӑннӑ май.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӑна хирӗҫ Наташа пӗчӗк сӗтел ҫитти ҫыхса парать.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан пӗр ҫын чи ҫӳллӗ икӗ ҫурт ҫине урам урлӑ хунӑ хӑма тӑрӑх куҫӗсене тутӑрпа ҫыхса утса тухма шантарнӑ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӗненсен ӗненӗр, ӗненмесен — хӑвӑрӑн ирӗкӗр: карттусне, шӑрпӑк тата пирус курупкисене, кӑранташне, сӑмсавикне ҫиппе ҫыхса хӑй ҫумне кӑкаратчӗ, тетте ҫакса тултарнӑ чӑрӑш пекчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Упӑшки вӑрансан мухмӑр чӗртме Машка-Милашка патне тухса ан кайтӑр тесе, Хӗлимуна сак ҫумне кӗпе ҫакмалли вӑрӑм кантрапа яваласа ҫыхса хӑварнӑ.

Помоги переводом

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тарин ун аллине сехет ҫыхса ячӗ.

Помоги переводом

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унтан, вилнӗскерне, вӑрмана шаларах сӗтӗрсе кӗрсе юман ҫумне вӗренпе ҫыхса хӑвараҫҫӗ.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Алла лекнисене ан вӗҫерӗнччӗр тесе ҫыхса пӑрахать.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Килӗнче амӑшӗ чи малтан ача вырӑнне сарчӗ, ун ҫине хӗрес ҫыхса хучӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӑкӑш сӑртӗнче виҫӗ теҫетке хӗрарӑм лаша косилки хыҫӗнчен кӗлте ҫыхса пыратчӗҫ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачасене урари, пӳрнесенчи пӗчӗк сурансене тӗрлӗ курӑксемпе ҫыхса хума вӗрентрӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсене эпир хӗллене уйрӑм шӑпӑр ҫыхса ҫакса хурӑпӑр.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак кунсенче хастарсем 100-мӗш маскировка сеткине ҫыхса хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Ял ҫыннисем 100 сетка ҫыхнӑ // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

— Енчен та манӑн пурҫӑн тутӑр пулас тӑк, эпӗ ӑна мӑя ҫыхса ҫын ҫине тухса ҫӳреме пултарӑттӑм, — терӗ вӑл.

— Если у меня есть шелковый платок, я могу повязать его вокруг шеи и унести с собой, — сказал он.

XIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Пурне те курса тӑракан куҫ» чарнӑ участоксенче хирӗҫ пулакан вырӑна тухнине, стоп-линие тухнине, хӑвӑртлӑхран пысӑкраххине, пассажирсем пиҫиххине ҫыхса лартманнине, светофора чарма чаракан сигнал ҫине тухнине палӑртать.

«Всевидящее око» фиксируют выезд на встречную полосу на запрещенных участках, выезд за стоп-линию, превышение скорости, непристегнутый ремень пассажиров, проезд на запрещающий сигнал светофора.

Пушкӑртри фотовидеофиксаци камерисем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 5 миллиона яхӑн ПДД пӑснине палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/common_material/ ... tn-3468500

Эпӗ асӑрхаса та илеймерӗм, ман умра ҫыхса пӑрахнӑ этем купи пулса та тӑнӑ.

Не успел я опомниться, как передо мной оказалась уже целая гора связанных тел.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унтан, пӑхмасӑрах, резинкӑпа урлӑ ҫыхса хунӑ хутсен пачкине хыпашласа тупрӗ.

Помоги переводом

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней