Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыхнӑ (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллине ҫыхнӑ кантрана салтсан, Актай йӑпӑр-япӑр ура сине сиксе тӑчӗ.

Помоги переводом

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫӳхе, чечеклӗ тутӑрне майралла ҫавӑрса ҫыхнӑ.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Эпӗ калаҫма ӑста ҫын мар, — лутраскер, трибунӑран пуҫне кӑларчӗ Откан аппа, мӑйне ҫыхнӑ тутӑрне пушаткаларӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗлӗк хӑлхисене хыҫалалла ҫыхнӑ шатрарах питлӗ яштака арҫын, кивӗ салтак шинелӗ тӑхӑннӑскер, савӑнах килӗшрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашкӑр урисене ҫыхнӑ хыҫҫӑн капкӑнне вӗҫертрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хулӑнрах юман туратти тупса кил-ха, — хушрӗ Откан, ҫуна пуҫне ҫыхнӑ вӗрене салткаласа.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уҫӑ чӳречесенчен шурӑ бинтпа ҫыхнӑ алӑсем, пуҫсем курӑнкалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хам каятӑп, — терӗ Сантӑркка, ӳсекен хырӑмне ҫын ан асӑрхатӑр тесе, пушӑрах ҫыхнӑ чӗрҫиттине юсакаласа.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Варук, вӑрӑм сарӑ ҫивӗчӗсене, ан чӑрмантарччӑр тесе, майралла ҫавӑрса кӑшӑлласа ҫыхнӑ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Макарӑн суранне шӑнӑр курӑкӗпе ҫыхнӑ хыҫҫӑн каҫчен икӗ хул туйи хайларӗ Иван.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗш те шурӑ чӗрҫиттипе, пилӗкӗсене сарлака хура пиҫиххи ҫыхнӑ, урисенче шурӑ ҫӑм чӑлха пуҫӗпе йӑлтӑркка калуш.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслӑ ҫултан пӑрӑнсанах Ҫимун Эрхип аллисене пӑркӑчласа ҫыхнӑ кантрана ҫӗҫӗпе касса татрӗ, тилхепене ун аллине тыттарчӗ:

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тем хушӑра картиш варне тӑрантас кӳлнӗ лаша килсе тӑратрӗҫ, тем хушӑра аллисене каялла ҫыхнӑ Эрхипе унтерпа юнашар тӑрантас ҫине йӑтса лартрӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Алӑк патӗнчи тӑватӑ салтак урайӗнче выртакан Эрхипе тӑратрӗҫ, ҫыхнӑ кантрисене салтса ячӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвак ҫеҫкеллӗ кӗпи умне хӗрлӗ чӗрҫитти ҫыхнӑ вӑтам ҫулхи хӗрарӑм, тулли витре йӑтса, картаран килсе тухрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун сӑмах чӗнмерӗ, паҫӑрхи вырӑнне пырса лариччен малтан пасар сӗтеллисем патне ҫитрӗ те, шурӑ тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑма витринчен куркапа сив уйран ӑстарса, ӗҫсе ячӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗлте ҫыхнӑ ҫӗре пичӗкепе ҫӑл шывӗ илсе килнӗ бригадир ывӑнма пӗлмен председателе ырӑ куҫпа пӑхса ӑсатрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Икӗ аркӑллӑ чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ чӑваш хӗрарӑмӗсемпе тӑваткӑл тутӑрне тӑсса ҫыхнӑ мишер хӗрарӑмӗсем ай епле шатӑртаттарса калаҫаҫҫӗ, итлесе кӑна тӑр, ху ӑҫтине те манса кайӑн.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Татьяна ун умне ҫитсе тӑрсан хӗвел пуҫа хытӑ пӗҫертесрен ҫыхнӑ пысӑк мар тутрине салтса алӑри пир сумкине чикрӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫаврӑнтӑм та, ман умра кӗрен-хӗрлӗ пысӑк чечеклӗ те ҫӳҫеллӗ тутрине каялла ҫавӑрса ҫыхнӑ хӗрарӑм тӑра парать.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней