Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыртса (тĕпĕ: ҫырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Елюк тутине ҫыртса лартнӑ, ҫакна шӳтлени пек кӑтартма тӑрӑшса, вӑл кулам пек турӗ, анчах ун куҫӗсенче кулӑ мар, куҫҫуль ҫуталчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Эс ӗненместӗн пулсан «Пурнӑҫ курки» юрӑ пирки калани пӗтӗмпех тӗп-тӗрӗс тесе асаттесем-асаннесем пек ҫӗр ҫыртса тупа тума та хатӗр.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Апла пулсан шӑла мӗншӗн шарт ҫыртса лартмалла?

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лешӗ апат патне шуса пычӗ, пуҫне кӑларчӗ те пӗр татӑкне шатӑртаттарса ҫыртса илчӗ.

Та поползла к еде, высунула голову и с хрустом откусила кусок.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Чӑтмалла, шӑлне ҫыртса ӗҫленӗ ачасем.

Помоги переводом

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ҫамрӑк ҫын, тутине ҫыртса, тем шутланӑ пек, ҫӗрелле пӑхрӗ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ӑнлантӑр-и, малтанхи — шӑла ҫыртса, сиввӗн каларӑм.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӗр шӑлне ҫыртса капан ҫумне лӑпчӑнчӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шӑла ҫыртса ултава пытарни нихҫан та никама та ырӑ кӳмест, ҫавӑнпа килтӗм сирӗн пата.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кунта эп чӗлхене ҫыртса ларма килмен, — терӗ Ажайкин.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗр хушӑ вӑл тутине ҫӑт ҫыртса сывламасӑр ларчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тахӑшне ҫыртса илчӗ.

Помоги переводом

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑлне ҫыртса, вӑйпут темиҫе сӑмах калама тӑчӗ:

Помоги переводом

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсрел ҫури! — ҫӗлен пек чашкӑрчӗ вӑл ҫыртса суранлатнӑ хӑлхине сулахай аллипе хупласа.

Помоги переводом

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑлтӑр куҫлӑ Еркиней Чатӑр витӗр ялт курать, Анчах туйӑн йӗркине Шӑлне ҫыртса пӑхӑнать.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ун чух Чӗкеҫ кӑмӑлне ирӗксӗрех тунӑскер, Халӗ элек парасран шӑла ҫыртса тӑнӑскер, Силемийӗ Чӗкеҫе ӑна-кӑна систермест, Каҫалапа ҫапах та хӑй куҫӗнчен вӗҫертмест.

Помоги переводом

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ку сире ман лайӑх юлташшӑн пултӑр! — терӗ, шӑлне ҫыртса.

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ҫанталӑк пӑсӑлас умӗн суранӗсем темӗн кӑчласа ыратсан та, ватӑ салтак йынӑшмасть, вӑрҫӑри пек, шӑла ҫыртса тӳсет.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Кӑшкӑрса ярас мар тесе, шӑла ҫыртса, ҫӑвара ывӑҫпа хупласа сывлӑш ҫавӑрса илеймесӗр йӗретӗп.

Помоги переводом

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр ҫурине ӑшши-пӑшши «хурҫаран» шӑлӗсемпе ҫыртса ҫаклатса илет те, ҫӗклесе йӑтса, йӑвана илсе пырса хӑварать.

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней