Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫырткаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӗреннӗ чух та «пиллӗкпе» вӗренчӗ, — хушса хучӗ Ҫимун, тӑварланӑ кӑмпа ҫырткаласа.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка ҫур стакана яхӑн ӗҫрӗ те мулкач ашне ҫырткаласа пӑхрӗ:

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пире, инженерсене, лайӑх тӳлеҫҫӗ, — мухтанса илчӗ вӑл сӗтел хушшинче иккӗш панулми ҫырткаласа, портвейн ӗҫсе ларнӑ чух.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗрнӗ сухан ҫырткаласа ӗҫнӗ май калаҫу хӗрнӗҫем хӗрсе пычӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпир кӑштах ҫырткаласа илӗпӗр.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑвӑртрах ҫырткаласа тух.

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Якур апат ҫырткаласа, типтерленсе тухрӗ те, ҫамрӑк йӑмрасене тепӗр хут пӑхса ҫаврӑнса, ферма еннелле утрӗ.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Самаях ҫырткаласа илчӗҫ ҫапла, чылаях тарлаттарчӗҫ Миккие, анчах ҫапах та, хӑшпӗр ҫынсем ҫине тӑнипе, «дружина иртнӗ ҫулта лайӑх ӗҫленӗ, начальникне тав тӑвас», тесе йышӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Вӑрҫать пуль ӗнтӗ: «Ухмантей, сан валли валашка тулли курӑк хатӗрлесе хутӑм, эсӗ пур манран таратӑн. Ак кӗрсе каям та, ҫӳре вара чӗпӗтсе татмалӑх ҫук курӑка ҫырткаласа», — тет пуль.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Сидоркин хӑм-хӑм текелесе, тутине ҫырткаласа ларчӗ, унтан хыттӑн каласа хучӗ:

Помоги переводом

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Минтевленнӗ «выҫӑ» куҫӗсем кукӑльсене те сӗртӗнкелесе илчӗҫ, вара хӑйсем, ҫырткаласа, ҫимӗҫе ҫӑвара чыхма пикенчӗҫ, купӑста тата аш татӑкӗсене сӗтел ҫине тӗпретсе, урайне тӑкса, сапаласа тултарчӗҫ, анчах ку «деликатес» та юлашкинчен ҫыртакланса ҫеҫ юлчӗ.

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ӗнер, вӑн, Шӗшлӗ Павӑлӗ, ҫамки ҫинчи мӑкӑлӗсене «суйлакала-суйлакала», шӑлне шӑтӑр-шӑтӑр ҫырткаласа, анкарти хыҫӗпе йӑпшӑнса, тӑнкӑл-танкӑл, тӑнкӑл-танкӑл сулланнине хам та куртӑм (шӑпах ҫав вӑхӑтра, ҫемйине ертсе, урампа Трофим шакӑртаттарса пыратчӗ те-ха)…

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Шӑла ҫырткаласа ура ҫине тӑтӑм та, хаярланса кайса автоматӑма пӑркаласа шатӑртаттара-шатӑртаттара, малалла талпӑнтӑм.

Помоги переводом

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Мӗхле-мӗхле, шӑлне ҫырткаласа, йӑваланса-чӗркуҫленсе, пур-ҫук вӑйне пӑркӑчласа, аллисемпе ҫӗре тӗренкелесе ури ҫине тӑчӗ, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, вара каллех лӑнкки-ланкки малалла ҫилӗм пек тӑсӑлчӗ: шӑт-шат, чӑштӑр-чӑштӑр, чӑштӑр-чӑштӑр…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑркалатчӗ-ха Пурис шӑлне ҫырткаласа, халӗ ӗнтӗ вӑшӑл ҫил вӗрнӗ пек сывлакаласа, чӗри, тамалса, насус поршенӗ пек тикӗссӗн тӑлтлатма пуҫласса кӗтсе — кӗҫех вӑл умӗнче, таҫта аялта, вар хӑвӑлӗнче, имшер, палӑри-палӑрми ҫутӑ асӑрхарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса, йӑтмарҫӑсем, сывлӑш ҫавӑрса ярса, пит-куҫӗсене пӑтӑр-пӑтӑр тартан шӑлкаласа типӗтсе, пур-ҫук сивӗ апата ҫырткаласа ячӗҫ — пӗчӗк михӗ самант пушанчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Студентсенчен улттӑшӗ (татах иккӗшӗ тӗрлӗ сӑлтавсене пула ку ӗҫе хутшӑнаймарӗҫ) илӗм-тилӗм вӑранчӗҫ те ҫӑвӑнса тасалчӗҫ, чей сыпкаларӗҫ, пиртен ҫӗленӗ вунӑ килограмм кӗрекен пӗчӗк миххе ӗҫ хушшинче ҫырткаласа илмелли сивӗ апат (Ула Тимӗрӗн хура ҫӑкӑр чӗлли, виҫӗ пӗҫернӗ ҫӗрулми, килька пулчӗҫ) хурса ҫыхрӗҫ, кӑпӑр-кӑпӑр ӗҫ тумӗпе «хулӑнланчӗҫ», вара, мӗн кирлине илсе, общежитирен тухрӗҫ те ҫерҫилле чӗриклетмесӗр, чакакла чакӑлтатмасӑр сакӑр сехете ҫитмелле чукун ҫул станцинелле ҫул картрӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑшша пиҫнӗ ҫамрӑксем, ӑшран тӑвӑнса, хӑшкӑлса, Кайбулка ятлӑ юханшыв ҫыранне мӑраннӑн, тӑнкӑл-танкӑл уткаласа ҫитрӗҫ те самаях вӑрӑм туратлӑ, йӑвӑ, маччаланнӑ хӑва яраписем айне тӗшӗрӗлчӗҫ, кӑнтӑр апачӗ вырӑнне батонпа тутлӑ шыв хӑп-хап ҫырткаласа илчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех вӑл унтан икӗ аллипе кукӑль касӑкӗ тытса, ӑна ҫӑтӑххӑн ҫырткаласа, сӗтеклӗн чӑмла-чӑмла, класа таврӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, шӑлне ҫырткаласа, малтан сылтӑм ури чӗркуҫҫийӗ ҫине тӗренкелесе, унтан «тӑватӑ ураланса», аран тӳрленсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней