Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫырлахрӗҫ (тĕпĕ: ҫырлах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хайхискерсен пурин те кӗтмен ҫӗртен чӗлхи ҫӗтнӗ тейӗн: маччаналла пӑхса мӑк-мак тукаларӗҫ, кам ҫырнине пӗлместпӗр тенипех ҫырлахрӗҫ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чи ҫывӑх тӑванӗсемпе кӳршс-аршӑсене пуҫтарса пӗчӗк ӗҫкӗ тунипех ҫырлахрӗҫ.

Помоги переводом

Санюк патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑрсасем ӗҫсӗр аптранӑ енне темиҫе хутчен йӑлӑма сунара та кайса килчӗҫ ӗнтӗ, пӗр-икӗ хутчен ӑҫти ҫукшӑн вӑйлӑнах харкашса илчӗҫ, унтан, яланхи пекех, ҫӑмӑллӑнах ҫырлахрӗҫ те каллех ӗҫке ярӑнчӗҫ.

Помоги переводом

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе ҫултан ҫеҫ, Тавасса тӑрӑхӗнче ылтӑн тупма пуҫласан, авантюра пирки сӑмах-юмах тухрӗ, ара, ылтӑн ӗмӗт мӑн ҫынсене те ача-пӑчана ҫавӑраять; анчах паллӑ марлӑхшӑн лӑпланма пултарайман ҫынсем ҫеҫ ҫырлахрӗҫ ҫак шухӑшпа, чӑнни вара…

Лишь много лет спустя, когда по Тавассе стали находить золото, возникло предположение авантюры, золотой мечты, способной обращать взрослых в детей, но и с этим, кому была охота, мирился только тот, кто не мог успокоиться на неизвестности.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Нихӑшӗн те ҫиес килмест, ҫавӑнпа та тасатнӑ мӑйӑрпа тата типӗтнӗ улма-ҫырлапа ҫырлахрӗҫ.

Есть никто не хотел, а потому были поданы только чищеные орехи и сушеные фрукты.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тата ултӑ пин тенкӗ ытла юлнине пӗлсен, Валетпа Калюков уншӑн вӗсенчен лашапа тӑрантас илнипех ҫырлахрӗҫ, ыттине каҫарчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль чухне разведкӑна тӗплӗнрех тӑватчӗҫ пулӗ те, хальхинче, кӗҫех хамӑрӑннисем патне тухас ӗмӗтпе хавхаланнӑскерсем, капла тӗрӗслесе пӑхнипех ҫырлахрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем, вӗсем, пӗлтӗр кӗркуннепе кӑҫал ҫуркунне пикенсе пӑхнисем, тӗрӗслӳ вырӑнне ҫырлахрӗҫ, урӑхла каласан, разведка вырӑнне, эппин.

Те две попытки, которые были в прошлом году осенью и этой весной, вроде проверки, иначе говоря вместо разведки.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн электриксем хӑйсен цехӗ умӗнчи уҫӑ вырӑна чул сарчӗҫ те, унта урасене хырма пралукран тунӑ сетка хунипе ҫырлахрӗҫ.

Тогда электрики вымостили кирпичами площадку у входа в свой цех, укрепив на ней проволочную сетку для очистки грязи с обуви, и на этом остановились.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ытти пулӑшакансен хушшинче ячӗсене асӑннипе ҫеҫ ҫырлахрӗҫ.

Помоги переводом

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней