Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унталла та кунталла чупа-чупа иртекен тарҫӑсене хӑна ушкӑнӗсем чара-чара тӑратаҫҫӗ, лешсен аллисене хевтесӗррӗн сулкалашнипех ҫырлахма тивет е ҫак каҫ мӗн пулса иртни вӗсемшӗн сӗм тӗттӗмлӗх иккенне хул пуҫҫисене сиктеркелесе палӑртаҫҫӗ.
XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Халӗ вӑл ҫыран енчен йӑтӑна-йӑтӑна килет; айккинчен питех те хытӑ лӑсканипе Аян кимми пушӑ михӗлле куҫкалать, унталла-кунталла силленет, сулахай бортпа, унтан сылтӑммипе тайӑлать, ҫакӑн чухне кӗсменсенчен пӗрин е теприн сывлӑша хевтесӗррӗн ҫапнипех ҫырлахма тивет.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— «Тен» тенипе кӑна ҫырлахма йывӑртарах та-ха… — ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫрӗ Телегин.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӗсем столицӑра ирттерекен савӑнӑҫлӑ вӑйӑсенче пуласшӑн ҫунаҫҫӗ, вӗсем утрав ҫинче пулакан ытти пур ырлӑхсемпе те ҫырлахма пултараймаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Паян каҫхине ҫӑкӑрпа сысна какайӗ ҫинипех ҫырлахма тивет.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Хамӑр ӗҫре разведка туса пынипе кӑна ҫырлахма май килмен.
Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ӑстаҫине тӗл пулаймарӑм, куравсенчен пӗринче пӑхса ҫырса илнипе ҫырлахма тиврӗ.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Патша жандармӗсем Дзержинские тӗрмене хупнипех ҫырлахма пултарайман.Царским жандармам было недостаточно посадить Дзержинского в темницу.
Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Ҫак ҫынсен йӗркесӗрлӗхӗпе эпӗ кунтан-кун ытларах та ытларах ҫырлахма пуҫларӑм, вӗсен кулленхи пурнӑҫне хӑнӑхса пытӑм, ку пурнӑҫра лайӑххи нумай пулнине куртӑм.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лелюков аманнисене ӑсатмашкӑн манран манӑн ушкӑнри парашютистсемпе ҫырлахма ыйтрӗ, мӗншӗн тесен вӗсен пурӗпӗр материк ҫине таврӑнмаллаччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Адун ҫинчи халӑхӑн та халлӗхе Новинск ҫулӗсӗрех ҫырлахма тивет, ҫав ҫул — эпӗ главный инженерпа килӗшетӗп — сылтӑм ҫыранпа танлаштарсан, сулахай ҫыранта кирлӗрех.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Шыв урлӑ икӗ йӗрке трубопровод хурса тухмалла пулсан, вӑл пӗринпех ҫырлахма сӗнет.Раз надо делать через реки две нити трубопровода, он предлагает обойтись одной.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Паллах, комсомолецсем кунашкал ӗҫпе ҫырлахма пултарайман, вӗсем ҫине тӑрсах партизансемпе ҫыхӑнасшӑн пулнӑ.Но, конечно, такая работа не удовлетворяла их, и комсомольцы упорно искали связи с партизанами.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Кун пек те пулмасан вара, — терӗ нимӗнпе те ҫырлахма пӗлмен ватӑ подполковник, — чӑтса пурӑнма та май пулас ҫукчӗ, ялан темӗскер пуласса кӗтсе пурӑн… кашни куллен вӗлереҫҫӗ, — ҫаплах-ха вӗҫӗ-хӗрри курӑнмасть, ҫавӑн пек пурнӑҫпа пурӑннӑ ҫӗртен те тасамарлӑхра, пӗр канлӗ кӗтессӗр пурӑнсан вара.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пиншерӗн кӳренме ӗлкӗрнӗ, пиншер кӑмӑл ҫырлахма ӗлкернӗ, пиншер ҫын кӑмӑлсӑрланнӑ, пиншер ҫын — вилӗм ытамӗнче лӑпланнӑ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Паттӑр ӗҫсем шыракансен хӑйсен кӑмӑлне лӑплантарса, мирлӗ пурӑнӑҫпа ҫырлахма тивнӗ.Искателям геройских подвигов пришлось смирить свои порывы и удовлетвориться мирной жизнью.
LXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Уэлдон миссисӑн карап хӳринчи пӗчӗкҫӗ каютӑна ҫырлахма тиврӗ.Миссис Уэлдон должна была удовольствоваться крошечной каютой капитана Халла, расположенной на корме.
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӑшӗ вӑйлӑрах, ҫавӑ лайӑх вырӑн йышӑнать, вӑйсӑррисен вара мӗн лекнипех ҫырлахма тивет.Кто сильнее, тот занимает лучшие лежбища, а слабые пользуются тем, что останется.
Ионы утравӗ ҫинче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 148–155 с.
Ыттисем вара ҫав тӗп пайне хушнӑ май ҫыхӑнса кӗрсе пынӑ, мӗншӗн тесен, — иртнӗ темӑна тепӗр хут хускатнӑ хыҫҫӑн, — шухӑшламасӑр-тумасӑрах ҫӗнӗ сценӑсем кӗртсе хунипе ҫырлахма пултарайман эпӗ, ҫавӑнпа вара, паллах, ӑс-пуҫа сӑнарланни малтанхи йӗрпе пырса повеҫӗн хушӑннӑ сыпӑкӗсене те кӗрет.
Автортан // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Франци принцӗ пулманнипе Бретань принцӗпе ҫырлахма тивет, — терӗ Буабертло.— За неимением французского принца, приходится довольствоваться принцем бретонским.
III. Чаплӑ ҫынсемпе ахаль ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.