Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак платьене хӗрлӗ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ фанера ҫумне ҫапса хунӑ.Платьице это укреплено на фанерной доске, окленной цветной бумагой.
Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Унччен пӗр хускалмасӑр, сӑмсине шӑна вӗҫсе кӗрсен те питне-куҫне хускатмасӑр кӗтесре лараканни, сӑмсине пластырь ҫыпӑҫтарнӑ вӑрӑм кӑна хыткан ҫын та, байкӑран ҫӗлетнӗ сюртуклӑскер, ҫак сӑмахсене илтсен, хӑрахкуҫ Иван Иванович тавра тӑракан ҫынсен ҫывӑхне пырса тӑчӗ.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Пергамент ӑшӗнче папирус тӗрки пулнӑ, ӑна шнурокпа ҫавӑрса ҫыхнӑ, ҫӳхе пергамент хӗррисене ӑвӑспа ҫыпӑҫтарнӑ.Внутри пергамента был сверток папируса, обвязанный льняным шнурком, края были склеены воском.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӑлхисем Бычковӑн шурӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ пекех курӑнаҫҫӗ.
Хӗл сивви // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Шӗвӗр сӑмсаллӑ чул пуҫсен, пӗчӗк тискер чӗр чунсен ӳкерчӗкӗсен, сӑрланӑ маскӑсен, ӗлкипе тата ӳкерчӗкӗпе этрусксен авалхи амфорисене ытла та тӗлӗнмелле аса илтерекен ҫыпӑҫтарнӑ вазӑсен хушшинче ӑна пилӗк таран калӑпланӑ пысӑк статуя кӑсӑклантарать.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ялсенче лавккасен, атӑ-пушмак мастерскойӗсен, кафанасен стенисем ҫине темиҫе рет кӑвак плакатсем ҫыпӑҫтарнӑ, вӗсенче нимӗҫсен фельдкоманди Гледич патӗнчи ялсене вут тӗртсе ҫунтарни ҫинчен пӗлтерет, татах хытӑрах асаплантарассипе хӑратать.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ӑна ылтӑнпа илемлетнӗ хут ҫине ҫыпӑҫтарнӑ.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чӑтайманнипе хушӑран хушӑ унӑн калаҫас, кӑшкӑрас, хирӗҫлес те килчӗ: хӑй ӑшӗнче ку туйӑмсем йӑлтах тӑвӑлланчӗҫ, анчах шӑнӑр туртнӑ чухнехи пек хытса ларнӑ янах шӑммисем, пӗр-пӗрне хӗртсе ҫыпӑҫтарнӑ икӗ такан пек, ниепле те уҫӑлмаҫҫӗ.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Кашни ҫулах, ҫуркунне, Ҫӗпӗрти полустанока ют ҫӗршыв маркисене ҫыпӑҫтарнӑ конверт килет…— Каждый год, весной, на сибирский полустанок приходит конверт с иностранными марками…
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ухтарнӑ хыҫҫӑн ҫак ӗҫ пулса иртнӗ вырӑнтан инҫех те мар пӗртен-пӗр япала тупрӗҫ: вӑл «Огонек» журналтан касса илсе хытӑ картон ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ хитре сӑн ӳкерчӗк пулчӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пире Фока диванлӑ пӳлӗме ертсе кӗчӗ те вырӑн сарса пачӗ, кунта пурте — тӗкӗр, ширмӑсем, кивӗ йывӑҫ турӑш, шурӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ стенан кашни тикӗсмарлӑхӗ — асапсем ҫинчен, вилӗм ҫинчен, текех нихҫан та пулми япаласем ҫинчен калаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хура кӗпи ҫумне хуйха палӑртакан шараҫсем ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ Люба, йӗрсе супнӑскер, пуҫне уснӑ, сайра хутра кӑна тупӑк ҫине пӑхкаласа илет, пичӗ вара ҫав вӑхӑтра вӑл ачалла ҫеҫ хӑранине палӑртать.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ алӑк патӗнче чарӑнтӑм та пӑха пуҫларӑм; анчах куҫӑмсем йӗрсе вӑйсӑрланнӑран, нервӑсем пӑсӑлса кайнӑран нимӗн те уйӑрса илеймерӗм; ҫутӑ, парча, бархат, ҫурта лартмалли пысӑк савӑтсем, чӗнтӗрлӗ кӗрен минтерсем, турӑ судне кӗмелли хут, хӑю ҫыпӑҫтарнӑ калпак тата ӑвӑс тӗслӗ темле таса япала — ҫаксем пурте тӗлӗнмелле пӗр ҫӗре пӗрлешнӗн курӑнчӗҫ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр стена ҫумӗнче ландкарттӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене, йӑлтах тенӗ пек ҫурӑлса пӗтнӗскерсене, Карл Иваныч алли ӑстан ҫыпӑҫтарнӑ.На другой стене висели ландкарты, все почти изорванные, но искусно подклеенные рукою Карла Иваныча.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
18… ҫулти августӑн 12-мӗшӗнче, эпӗ ҫуралнӑранпа вунӑ ҫул тултарнӑ ятпа ытарма ҫук лайӑх парнесем илнӗ хыҫҫӑн шӑпах виҫӗ кунтан, ирхине ҫичӗ сехетре Карл Иваныч, сахӑр хучӗ ҫыпӑҫтарнӑ патакӗпе шӑнана вӗлересшӗн пуҫӑм тӗлӗнчех шатлаттарса, мана ыйхӑран вӑратрӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл самаях кивелнӗ ӗнтӗ,ун ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ шуҫ пластинка ҫине: «Хаклӑ Владимир Михайлович Заозерскине 7-мӗш «А» класра вӗренекенсенчен» тесе ҫырнӑ.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Сире ҫыру, дон Мигель, васкавлӑ, вӑрттӑн ҫыру, манӑн хуларан, — пӑшӑлтатнӑ Хосе, хӗвӗнчен ҫыпӑҫтарнӑ конверта кӑларса.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Чаршав хыҫӗнчи палламан ҫынсем пысӑк михӗсем ӑшӗнчен ула-чӑла курткӑсем, ылттӑнланӑ туясем турта-турта кӑларнӑ, маскӑсене тӑхӑнкаласа виҫсе пӑхнӑ, сурӑх ҫӑмӗнчен тунӑ мӑйӑхсене суя сухалсем ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Кӑкӑрӗсем ҫине хӑйсем пурте хӗрлӗ хӑюсем ҫыпӑҫтарнӑ.
Колоннӑллӑ шурӑ зал // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫутӑ сӑнлӑ шпалерпа ҫыпӑҫтарнӑ пысӑках мар таса пӳлӗм.
Расстанная урамӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.