Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫывӑхри ҫынсенчен пӗлчӗ, Михел пӑлхар йӑлипе туй тӑвать.
Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
— Э, курӑр-ха, Уяр ҫынсенчен кулать! — ҫухӑрать такам.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Ҫав ҫынсенчен пӗри пирӗн ватӑ ӗмпичей Сентиер пулнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫавсем пек гениллӗ ҫынсенчен, вӗсем пӗрлешес пулсан, ашшӗ-амӑшӗ пекех гениллӗ ачасем ҫуралӗччӗҫ-ши?
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Ҫынсенчен вӑтанасчӗ: ытла киревсӗр сӑмахсемпе хурлатӑн-ҫке Совет влаҫне? — ун патне ҫывхарчӗ Эльгеев.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Халь ӗнтӗ кашни иртен-ҫӳрен ясак пуҫтарать! — терӗ кунта килнӗ ҫынсенчен ватӑраххи, Пикментей.
20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хул хушшине хӗстернӗ тир тӗркемӗсемпе вӗсем унталла-кунталла вӑрттӑн пӑхкаласа, кирлӗ вырӑнта ҫынсенчен пытана-пытана тӑрса пахча хыҫӗпе килелле васкарӗҫ.
20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кунти ҫынсенчен никам та йӗркеллӗ ҫывӑраймарӗ.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ялти ҫынсенчен нумайӑшӗ курчӗҫ — вӑл Патирексен пӳрчӗ умне ҫитсен унталла пӑрӑнмарӗ, аслӑ урампа тӳрех хӑйсен килӗ еннелле утрӗ.
6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Аппак Хусан ҫыннисене лайӑхах палласа илчӗ, анчах вӗсене ним те чӗнмерӗ, III Василий Мухаммед-Гирейӗн аслӑ элчине ӑҫти ҫук ҫынсенчен кайран йышӑннишӗн ҫав тери ҫилленӗскер, хаяр сӑн-питпе алӑкран кӗрсе тӑчӗ.
3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑй алманчи ҫынсенчен виҫерен ирттерсе ясак пуҫтарнине вӑл пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ, Урасмет иртӗхнӗ пирки ун патне пӗр ҫын кӑна мар килсе ӳпкелешнӗ.
15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кама кӑна сиплемен эпӗ тӗнчере, эпӗ вӗрнӗ-сурнӑ ҫынсенчен сывалманни юлман.
13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах Нухрат ку ҫынсенчен вӑтанса тӑмарӗ, арҫын пекех, лашана унталла та кунталла турткалама пуҫларӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сӑмах-юмах пӗтрӗ пулӗ тесе вӑл ӑнсӑртран тӗл пулнӑ ҫынсенчен пӑрӑнса кайма хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, анчах Северьян текенни, ун шухӑшне пӗлнӗ пекех, качча хул хушшинчен ҫатӑртаттарса тытрӗ те: — Ан васка, килне ҫитме ӗлкӗрӗн, тата ыйтмалли пур, — терӗ.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫынсенчен уйрӑлса, пӗчченлӗхе юлнипе тарӑхать ку старик тейӗр?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сирӗн ҫинчен, Ольга Ивановна, нумай илтнӗччӗ эпӗ ҫынсенчен те, Евӑран та, — терӗ Саша, Ырземе ал парса.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Евӑна килӗштеретӗн пек илтнӗччӗ эп ҫынсенчен?
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ҫав ҫӑпаталлӑ ҫынсенчен мӗнле ҫар пулӗ?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫынсенчен пӑрӑнса ҫӳресе хырӑм тӑранмӗ?
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Таса туйӑма ма ҫынсенчен пытарас?
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.